27 ноября 2020 г.
Районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ ZOOM хушăм урлă иртрĕ. Вĕрентỹçĕсем яланхи пекех çĕнĕлĕх меслечĕсемпе тата çĕнĕ технологийĕсене тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшрĕç. Упи вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен С.В. Петрова ирттернĕ “Шанчăк пуррисем телейлĕ” (Иван Лисаевăн “Чире парăнма çуралман” хайлавĕ тăрăх пĕтĕмлетỹ урокĕ, 6 кл.) тата “Илемлĕ, илемлĕ, чăваш çĕрĕ” (5 кл.) класс тулашĕнчи ĕçĕсен видеоурокĕсене пăхрĕç. Ларăва пухăннисем Упи вăтам шкулĕнче пултаруллă ĕçлекен С.В. Петровăн паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренỹ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç. Вĕренĕве ачасен ỹсĕм тата пĕлỹ шайне шута илсе тата çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕн мелĕсемпе килĕшỹллĕн ирттернине па-лăртрĕç ĕçтешĕсем. Урок тухăçлăхне ỹстерес тĕллевпе вĕрентекен тĕрлĕ мелпе тата меслетпе усă курчĕ. Урокра ачасем активлăрах ĕçлеччĕр, вĕсене пĕлỹ илме интереслĕрех пултăр тесе Светлана Валерьевна урок юхăмĕнче компьютерпа усă курса хатĕрленĕ слайдсене кăтартса пычĕ. Кирлĕ тапхăрта ачасен кăмăлне çĕклеме юрăсем итлеттерчĕ, тĕрлĕрен хусканусем тутарчĕ. Класс тулашĕнчи ĕçре “Асамлă чăматан” вăйă ачасене ĕлĕкхи япала-семпе паллаштарчĕ. Вĕсем хăйсем мĕн пĕлменнине аслисенчен ыйтса пĕлме пултарчĕç. Урок та, класс тулашĕнчи ĕç те ăнăçлă та çỹллĕ шайра иртрĕ, вĕсен тĕллевĕсем пурнăçланчĕç, паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерчĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ методика ыйтăвĕсене те пăхса тухса тишкерчĕç. Методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи Л.А.Тихонова “Текстпа ĕçлесе чăваш чĕлхине вĕрентесси” тата “Телефона чăвашла калаçтарар-и?”, С.В. Петрова “Видеоурок ỹкерсе яндекс-диска вырнаçтарасси” меслетсемпе ĕçлеме вĕрентрĕç. Учительсем çак ларура чăннипех те методикăлла сĕнỹсем нумай илчĕç. Ăста урокĕсем ирттернĕ вĕрентекенсене чĕ-ререн тав тăватпăр, ăнăçу сунатпăр.
И. Герасимова.