27 ноября 2020 г.
“Илемлĕ чăваш тĕрри те тĕрлеме пĕлсен кăна”, — тесе юрлаççĕ халăхра. Чăнах та, чăваш тĕрри-эрешне алла илме питĕ пысăк ăсталăх, чăтăмлăх, илеме курма-туйма пĕлни кирлĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра кашни чăваш хĕрĕ, хĕрарăмĕ тĕрлеме пĕлнĕ. Тĕрĕ ăсталăхне вĕренесси ламран-лама куçса пынă. Чăваш çемйисенче тĕрĕллĕ япаласем паянхи кун та упранаççĕ. Çав тĕрĕ çĕввисене пăхса паянхи ăстаçăсем илемлĕ те тирпейлĕ тĕрлеме вĕренеççĕ те. Чăвашсен тĕрĕ ăстисем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Ев-гения Николаевна Жачева. Вăл нумай çынна тĕрĕ ăсталăхне вĕрент-се хăварнă. Трак енри тĕрлеме вĕренес текенсене те çак ăсталăха хăнăхтарас тесе икĕ çул хушши (2002 — 2004) вăл “Заволжски” клубне ятарласа тĕп хуларан килсе çỹренĕ. Ăна паян кун та аса илеççĕ, тав тăваççĕ. Çак кунсенче ун ятне ырăпа асăнса тата Чăваш тĕррин кунне халалласа Трак енĕн тĕп вулавăшĕнче “Чă-ваш тĕрри” курав йĕркеленĕ. Çак пуян та илемлĕ куравра Красноармейски шкулĕн 5 “а” класĕнче вĕренекенсем те пулса курчĕç. Чи малтанах ачасене вулавăш ĕçченĕ Свет-лана Аверкиевна Гурьева библиотека кун-çулĕпе, кĕнеке çỹлĕкĕсенчи пуянлăхпа паллаштарчĕ, презентаци кăтартрĕ. Унтан ачасем вулав залĕнче йĕркеленĕ “Чăваш тĕрри” выставкăри япаласем çинчен вырăнти тĕрĕ ăсти Светлана Матвеевна Мефодьева каласа панине итлерĕç. Вăл вĕренекенсене чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсем çинчен, унăн асамлăхĕпе илемлĕхĕ çинчен, хăй мĕнле тĕрлеме вĕренни çинчен питĕ интереслĕ каласа кăтартрĕ. Çирĕм çул хушши ĕнтĕ вăл тĕрĕ-эреш ытамĕнче пурăнать. Çак ху-шăра миçе çынна вĕрентмен-ши вăл тĕрĕ ăсталăхне? Миçе курав йĕркелемен-ши хăйĕн ĕçĕсенчен. Хальхинче вăл Евгения Николаевна вĕренекенĕсен тата хăйĕн вĕренекенĕсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Валентина Иванова, Людмила Голубева, Зоя Романова, Ольга Романова, Жанна Михайлова, Людмила Исакова, Татьяна Аркадьева, Зоя Иванова тĕрĕ ăстисем чăннипех те чаплă маçтăрсем. Вĕсен тĕррисем куçа илĕртеççĕ, чуна савăнтараççĕ. Кашни çĕввинче, кашни ỹкерчĕкĕнче, кашни япалинче ырăлăх, сапăрлăх, тирпейлĕх, илемлĕх, чăвашлăх, чун-лăх палăрса тăрать. Чăваш тĕррин кунĕ тĕлне çакăн пек сумлă та пуян курав йĕркелени — ырă пулăмĕ çак пуян-лăхпа шкул ачисене паллаштарни те питĕ усăллă та кирлĕ ĕç. Нимрен пахи — куçпа курса хаклани, пахалани, тĕлĕнни, савăнни, мухтанни. Ĕçчен те пуян чун-чĕреллĕ ал ăстисене тата вулавăш ĕçченĕсене халăх пуянлăхĕпе — чăваш тĕррипе — паллашма, курса киленме майсем туса панăшăн тав тăватпăр, малашне те хăйсен тĕрри-эрешĕсемпе çынсене савăнтарса тăма ырлăх-сывлăх, телей те ăнăçу, çитĕнỹсем сунатпăр.
З. Михайлова.