24 ноября 2020 г.
Красноармейски вăтам шкулĕн 5 “а” класĕнче “Эколята — çут çанталăкăн тусĕсем тата хỹтĕлевçисем” темăпа класс сехечĕ иртрĕ. Вăл Раççей шайĕнче кашни çул “Эколята — молодые защитники природы” темăпа иртекен урокпа тỹр килчĕ. Унăн тĕллевĕ — ачасене çут çанталăк çинчен ытларах пĕлỹ парасси, тăван тавралăх илемне туйма, ăна хаклама, упрама вĕрентесси, çут çанталăк тасалăхĕшĕн тăрăшма хăнăхтарасси. Класс сехечĕ вăхăтĕнче вĕренекенсем пирĕн тăван тавралăх йывăç-курăкпа, кайăк-кĕшĕкпе, улăх-çаранпа, юхан шывсемпе, вăрмансемпе пуян пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç, çав пуянлăха упрама кирлине палăртрĕç. Калаçу вăхăтĕнче çут çанталăкпа тĕплĕнрех паллашас тесе вĕсем тăватă станцинче пулса курчĕç: “Кайăксем”, “Вăрманти аптека”, “Хурт-кăпшанкă”, “Чĕр чун тĕнчи”, “Вăрман хаçатĕнчи пĕлтерỹ тăрăх чĕр чун ятне пĕл”, “Пĕр сăмахпа кала”, “Вăрмана кĕрсессĕн” вăйăсем вылярĕç. Вăрман çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене ытларах пĕлессипе чи пул-таруллисене, пирĕн тăрăхра ỹсекен йывăçсем çинчен калакан тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупассипе чи тавçăруллисене палăртрĕç. Класри кашни ача çут çанталăк çинчен калакан сăвă йĕркисене илемлĕ вуласа пачĕ. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май ачасем çут çанталăкăн тусĕсен тата ăна хỹтĕлекенсен еплерех пулмалли çинчен хăйне май правилăсем йĕркелесе çирĕплетсе хăварчĕç. Вĕсем çаксем: çут çанталăкпа туслă пулмалла, çут çанталăка юратмалла, хисеплемелле, çут çанталăкшăн тăрăшмалла, ăна упрамалла, йывăçсем лартмалла, çут çанталăка вараламалла мар, тасатсах тăмалла. Çут çанталăк теми вăл яланах актуаллă, çавăнпа та ун çинчен шкул ачисемпе ятарлă калаçусем ирттерни питĕ вырăнлă. Хамăр пурăнакан вырăна таса та тирпейлĕ тытасси — пирĕн тивĕç. Çак ти-вĕçе туйма ачасене пĕчĕкренех вĕрентмелле. Тематикăлла класс сехечĕсем вĕренекенсен тавра курăмĕпе пултарулăхне те аталантарма пулăшаççĕ.
З. Михайлова.