24 ноября 2020 г.
Тракка старик чăххи-чĕпписене шутласа пăхрĕ. Пỹрнесем çине хурсах... — Пĕрре, иккĕ, виççĕ, — хăмăр куçĕсене çине-çине мăчлаттарчĕ пĕчĕкрех арçын. — Тьфу, пĕри тухмасть! Тин кăна апатлантарчĕ-ха вĕсене. Кăнтăрлахи... пĕçернĕ çĕр улмине тяпкăпа тỹсе пачĕ. Çиелтен кăштах, тутлăхне пуянлатма, комбикорм сапрĕ. Тутă юлчĕç чĕпсем, автансем. Çирĕммĕн ытла-ха вĕсем Траккан. Кăçал çу уйăхĕнче çăмарта хурса кăларнăскерсем. Пĕри те тепри пăхса ытарайми... Тĕсĕ те тĕрлĕрен. Хурине, ав, сатуртарах автанне, хĕл каçарасшăн мучи. “Çи-пуçĕ” аван, сасси те янăравлă. Чĕпсемпе автансем урама хăнăхнă çав. Пĕсехисене сарнă хыççăнах ăмăртмаллах ирĕ-ке тапса сикеççĕ. Çỹ-реччĕрех, уçă сывлăшпа хавхаланччăрах. Са-вăнччăр тата... Пĕчĕкрех старик чăх-чĕппе апатлантарчĕ те алăк умĕ çывăхнелле ярса пусрĕ. Сад пахчине çаврăнса тухрĕ пĕр вăхăт. Çав самантра темле юрă хупларĕ тата хăлхана... Хĕрарăм сасси иккен... Тăруках урамран тăкăрлăка куçрĕ сасă. Кĕвви çывăх-ха Тракка-шăн. Сăмахĕсем вара уйрăмах... Пурăнма пире аван, Тав тăвать-и тус-тăван. Янратар-ха юррине Сума суса тăванне... Ялти урам-тăкăрлăкра чăх-чĕп йĕп те çип çухални хăлхана кĕнĕччĕ-ха Тракканне. Акă, çырма леш енчи Укахвин тата Çĕнĕ урамри Сухвин тăр кăнтăрлах чĕппи те, автанĕ те çĕтнĕ. ...Каç сĕмлĕхĕ яла хупличчен хăйĕн икĕ ураллă “тусĕсене” кил картине йыхравларĕ. — Пĕрре, иккĕ, виç-çĕ... — пỹрнисене хуçсах шутларĕ Тракка. Са-туртарах автанĕ çук. Витери кашта çинче те тĕрĕслерĕ чăх-чĕп-пе. Сатуртарах автанĕ, хĕл каçма куç хывни, çук. Çук та çук... Кун хыççăн тăкăрлăка чупса тухрĕ хайхискер. Пуш-пушă кил хуçисен — Ултуттипе Хветут картишĕсене те тĕрĕсле-рĕ. Лачкам тара ỹкрĕ. Пăштик! пăштик! сывлать хăй. Хурчка сĕтĕрсе кайрĕ-ши сатур автана? Е çав “Пурăнма пире аван” кĕвве хĕрсех янраттаракан хĕрарăм йăкăртрĕ. Пĕлме хĕн... Куляннипе сăн-питне кĕл тĕсĕ çапнă Тракка пĕр хушă шарламарĕ. Тута хĕррисене сиктерсе шăппăн-шăппăн Ăçта-ши, эс, ман автан, Тухрăм шыраса халтан. Ăçта-ши, эс, кампа-ши, Автан вăрри те пур-ши? Юрласа пĕчĕк алăк еннелле çул тытрĕ.
Г. Тусли.