АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Евчĕ килĕнчи туй

24 ноября 2020 г.

Шанарпуçра пурăнакансемшĕн Марье евчĕ вилнĕ текен хыпар яра кунăн кăнтăрлинче хĕвел сасартăк пĕлĕт хыçне пытаннă пекех туйăнчĕ. Çырмара вырнаçнă пĕчĕк ялта, пăшăрханса калаçнă тăрăх, таврипех хисепе тухнă пĕр çын та çуралса ỹсмен, шанарпуçсене чапа кăларман. Марьесĕр пуçне... Ача-пăча та, асли-вĕтти те пĕлсе тăнă: вĕсене тĕнче умне кăларнăшăн Марьене тав тумалла, ăна пуç çапса тăмалла. Кĕлеткипе тĕреклĕ хĕ-рарăмăн пултарулăхĕ чăн-ласах та иксĕлми пулнине таврари ялсенче кăна мар, Шупашкарпа Хусан тăрăхĕнче те питĕ лайăх пĕлнĕ. Авланас е качча каяс текен мăшăрсăр тăлăхсене вăл юмахри асамçă пек туххăмрах телейлĕ туса хунă. Апăршасем, çемье çавăрма тỹр килнĕшĕн чунтан хĕпĕртекенсем, пỹлĕхçĕрен ытларах Марьене тав тунă, унăн кĕпи аркине чуп тума хатĕр пулнă. Кама кăна венчете тăратман-ши Шанарпуç евчи! Çĕтсе çỹренĕ сурăхсене пуçтарнă пек тĕлсĕр çынсене кил хушшине хĕтĕрсе килнĕ вăл, иккĕн выртса виççĕн тăма пил панă та пỹрнипе юнанă: “Уйрăлма ан шухăшлăр, манăн ята ан ярăр!” — тенĕ. Халĕ, акă иккен, сарăмсăр вилсе выртнă... Хăйне те çав тери шел, шанарпуç-сене те, тăрăхри ял çыннисене те... — Ĕнер кăна çỹретчĕ мар-и? — тĕлĕнчĕç пĕрисем. — Хамăр та куртăмăр-çке лавккаран тухнине, — палăртрĕç теприсем. Апла-и, капла-и, ял-йыш майĕпен виле çине пуçтарăнма тытăнчĕ. Аслăраххисем шурă çăнăх илчĕç, пĕчĕк савăта пыл тултарчĕç. Çамрăкраххисем канфет-премĕк, чаплă кĕленчеллĕ “çуттине” туянчĕç. Хăй вăхă-тĕнче евчĕ пĕрлештернĕ мăшăрсем асăнса çиме сумкки-сумккипе апат-çимĕç хатĕрлерĕç, машинисем çине чечек çыххисем, веноксем хучĕç... Петĕр арăмĕ Çинкка хаш! та хаш! сывларĕ. Кĕтмен усал хыпар тул çути килнĕ-килмен ăна вырăн çинчен тăратрĕ. Телефонĕ юрласа илчĕ те чăтайма-рĕ, мĕнле хыпар çитрĕ-ши тесе вулама пикенчĕ. “Шанарпуçĕнчи Марье ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ, юлашки çула ăсатма килĕр”, — çырнă такам палламан çын телефонпа. “Пĕтрĕмĕр!” — хытах каларĕ Çинкка. “Мĕн пулнă?!” — ыйтрĕ Петĕр. “Шанарпуçĕнчи Марье, хамăра пĕрлештерекенни, вилнĕ!” — чĕтренсе тухрĕç хĕрарăмăн сăмахĕсем. Çинкка, кравать çинче çỹхе кĕпепе лараканскер, тусĕсем патне шăнкăравлама васкарĕ. “Марье вилнĕ!”, “Марье çут тĕнчерен уйрăлнă!”, “Евчĕ Марьен чĕри тапма пăрахнă!” — пĕлтерчĕ вĕсене вăл. Кăнтăрла çитиччен Петĕрпе Çинкка Шанарпуçа çитсе ỹкрĕç. Пĕтĕм ял хурланнăн туйăнчĕ вĕсене. Хăш-хăш кил умĕнче ĕç-лекен платниксем те ытлашши шавлас мар тенĕн аран хускалнăн курăнчĕç. Пĕве çийĕн ишекен хур-кăвакал чĕмсĕррĕн ушкăн-ушкăн пухăнса ларнă... Марье пурăннă тăкăрлăк юмахри пек хитре. Машин-трактор çỹременрен, сип-симĕс курăкпа витĕннĕ вăл. Тусан пĕрчине курма çук кунта, уçă сывлăш вылять киленсе... Машинине лапама лартса хăварчĕç те çуранах утрĕç Петĕрпе Çинкка. — Эх, пурăнмаллаччĕ... — пăшăлтатрĕ хĕрарăм. — Мĕн чухлĕ çынна ырă тунă... — сăмахларĕ арçын. — Мĕн чухлĕ çынна мăшăр тупса панă... Марье килĕ патне çитеспе халăх кĕпĕрленсе тăнине курчĕç. Машинисем тата! Пĕри тепринчен чап-лăрах. Темĕн чухлĕ çын, те-мĕн чухлĕ машина! Çыннисем тата виле çинчи пек мар, кăшкăрса калаçаççĕ, шỹтлеççĕ, кулаççĕ. Хур-ланма мар, уяв тума пухăннă тейĕн вĕсене. Татах та патарах пыр-сан халăх такам тавра кĕпĕрленнине асăрхарĕç. Варринчи çын та кулма ăста пулас, вăл тем сăмах калать те театрти пек пурте пĕр харăссăн алă çупса яраççĕ, шарлаттарса ахăрма пуçлаççĕ. Варасăртан çитнĕ мăшăр ушкăнпа пĕрлешрĕ. Унталла-кунталла пăхса та ĕлкĕреймерĕç, — ак тамаша! — халăх варринче Марье тăнине курах кайрĕç Петĕрпе Çинкка. Чăваш пăхаттирĕ пек тăракан Марье сылтăм аллине пысăк черкке тытнă, сулахай хул хушшине эрех кĕленчи хĕстернĕ. — Пурне те сывлăх пултăр! — янратрĕ вăл хулăн сассипе. — Мана курма килнĕшĕн пысăк тав! Çатăрт! чĕпĕтрĕ Çинкка Петĕре, лешĕ хăй еннелле çаврăнсан шăтарасла куçĕсенчен пăхрĕ. “Мĕне пĕлтерет ку?” — калаçрĕç вĕсем пĕр-пĕринпе сасăсăр. — Килнĕ-килнех, пỹмĕлкке апат-çимĕçне каялла илсе каяр мар пулĕ, кунтах ĕçсе-çиер-и тен? — чĕвĕлтетрĕ пĕр типшĕрккерех хĕрарăм. Упăшки туххăмрах ма-шина алăкне уçрĕ те икĕ пакет кăларчĕ, хапха умĕнчи сак çине темĕн те пĕр кăларса хучĕ. Вĕсене кура ыттисем те мĕн илсе кил-нине çĕклеме пикенчĕç. Таçтан тата сĕтел те тупăнчĕ, вăл та апат-çимĕçпе, эрех-сăрапа тулса ларчĕ. — Марье сывă, çавă паха! — терĕ пĕри. — Кулянмалла мар, савăнмалла халĕ пирĕн! — калаçрĕ тепри. Çынсем черкке хыççăн черкке ĕçрĕç, ушкăнăн-ушкăнăн тăрса палламаннисем пĕр-пĕринпе паллашрĕç, паллаканнисем мĕнле пурăнни пирки ыйта-ыйта пĕлчĕç. Марье вĕсен хушшинче туй пуçĕ пек çỹрерĕ, шỹтлерĕ, хăшне-пĕрне юнаса та илчĕ. Симĕс тăкăрлăкра ял-йыш та, çывăхран та, аякран та килнĕ çынсем те пỹмĕлккене килнине манса темĕнле ăнланмалла мар уяв уявларĕ. Питĕ хытă хатĕрленсен те çапла пухăнса шăкăл-шăкăл калаçасси пулас çук, ирхине кăна сулхăн та кичем арçынсемпе тăхлачсем халĕ вара тăруках савăнăç тĕнчине кĕрсе ỹкрĕç. Вĕсенчен телейли çак вăхăтра çĕр çинче никам та пулмарĕ пулĕ... Эртел хушшинче ертсе пыракан та хăвăртах тупăнчĕ тата. Вăл çак ялтанах, Шанарпуçĕнченех пулчĕ. Ял старости иккен, унччен парткомра çỹренĕ, Сантăр тесе чĕнеççĕ. — Юлташсем! — терĕ вăл халăха лăплантарса. — Атьăр-ха йĕркене кĕртер паянхи мероприятине... Пысăк хуйхă пухрĕ пире пурсăмăра та çакăнта... Халăх шăпланчĕ. Кал-лех кăштах кичемленчĕ. Пăлхануллăн Сантăра итлерĕ. — Хыпарĕ, шĕкĕр турра, суя пулчĕ... Марье чăнласах пирĕнтен уйрăлса кайнă пулсан мĕн кураттăмăр? Çав тери кирлĕ ĕç тăвать вĕт вăл! Мĕн чухлĕ çынна телей панă, çемье çавăрма пулăшнă, ача-пăчаллă тунă. Тавах сана, Марье! Хаклă çыннăмăр пирки кам сăмах калас тет, маларах тухăр! — Эпĕ! — терĕ кỹптешке арçын, Сантăртан темиçе утăмра кăна тăраканскер. — Суя хыпара Марье хăй шухăшласа тупнине пĕлтĕм эпĕ. Варасăрти Çинккапа Петĕр патне çырса янă вăл. Лешсем малалла чуптарнă ăна. Вăт, пухăнтăмăр... Марьен шỹтне манар та çакна калар: çынна ырă туни вăл нихăçан та манăçмасть... Халăх-ра авалтанах çапла пулнă: ырă ырăпа таврăнать, усал — усалпа. Эпир те çакăнта çакă йăлапах пуçтарăнтăмăр пулĕ. Мĕнле-ха Марьене ăшăпа асăнса пурăнмăн... Петĕрпе Çинкка та, ял-йыш умне тухса сăмах каласа курманскер-сем, хăйсем сисмесĕрех калаçма пуçларĕç. — Марьене çапла хисеплени питĕ савăнтарчĕ пире, — терĕç вĕсем. — Марьен пумилккине мар, менельникне çỹремелле пирĕн! — Тĕрĕс, тĕрĕс! — илтĕнчĕç сасăсем. — Килет-пĕрех! Марье куçĕсене шăлса, куççульне пытарса халăха пăхса çаврăнчĕ, хăйĕнпе юнашар юратнă упăшки Микула, икĕ ывăлĕпе икĕ кинĕ, ултă мăнукĕ тăнине курчĕ те чун-чĕреренех каларĕ: — Эпĕ шỹтлеме пăхрăм, эсир вара акă мĕн тăватăр... Мĕнле-ши, эпĕ вилсен килеççĕ-ши кусем, терĕм... Сирĕн мар, манăн тав сăмахĕ каламалла хисепленĕшĕн... Пысăк ĕçех тумастăп эпĕ. Унта хусах арçын пурăннине илтетĕп, кунта мăшăрсăр хĕрарăм кичемре çỹрет иккен. Асăрхатăп: ку ар-çынпа çакă хĕрарăм телей тупать, ку хĕрарăмпа çакă арçын пурнăç тăрăх тĕп-тĕрĕс утать... Пĕрлеште-ретĕп вара вĕсене. Телей вĕт вăл çемьере — ĕçре те, канура та мар. Çемье, çемье кирлĕ çынна! Мăшăр çумра кирлĕ. Унсăрăн çын пĕкĕрĕлет, сăн-сăпатра пурнăç тĕсĕ тĕксĕмленет. Ах, кулянатăп вара çемьесем саланнине илтсен... Хам пĕрлештернисем мар, ыттисем арпашăнма пуçланине пĕлсен те чĕрере лăпкă мар. Пĕрлех пурăнăр, тус-тăвансем! Халăх саланма тăчĕ. Марьене пырса ал пачĕç, питĕнчен чуп турĕç. Çак самантра темĕнле машина çитсе чарăннине асăрхарĕç çынсем. Кабинăран тухнă-тухман: — Паян пирĕн туй! — уçă сасăпа пĕлтерчĕ вăтăр урлă каçнă арçын. — Марье аппапа Микул тете-не туя чĕнме килтĕмĕр. Атьăр пурте пирĕнпе! Çынсем каялла пĕр çĕре пуçтарăнчĕç. — Туйĕ ăçта пулать вара? — ыйтрĕ Сантăр. Кăштах иккĕленсе тăнă хыççăн арçын шухăшне пĕлтерчĕ: — Таçта аякка кайса çỹреместпĕр, кунтах ирт-теретпĕр! — терĕ вăл. — Мана Ваçук тесе чĕнеççĕ, савнине — Варвари. Па-вăл, — чĕнчĕ вăл, юлташне — пĕлтер тăван-пĕтене, кунта килччĕр, кунта туй ирттеретпĕр! ...Марье пурăнакан хитре тăкăрлăкра çĕрлечченех туй кĕрлерĕ. Туй пуçĕ Сантăр пулчĕ. Аслă кĕрекере Марье ларчĕ, çынсене сăнанă май нихçанхинчен ытла савăнчĕ...

В. Константинов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика