20 ноября 2020 г.
Трак тăрăхĕнче çемье тĕвĕлесе шăкăл-шăкăл пурăнакан, вĕсене мăшăрлă пурнăçĕнчи паллă кунĕсемпе чыслас ырă йăла малалла тăсăлать. Акă, нумаях пулмасть район администрацийĕн ЗАГС пайĕн сотрудникĕсем Красноармейски ялĕнче тĕпленнĕ Юрий Федоровичпа Людмила Ивановна Илларионовсене ылтăн туй ячĕпе саламларĕç. Красноармейски ялĕн Карл Маркс урамĕнчи хăйсем тĕллĕн çĕклесе лартнă çуртра пурăнаççĕ Илларионовсем. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 80 çултан иртет. Кил хуçи арçынĕ, Юрий Федорович, тĕрлĕ отрасльте тăрăшнă: районти тĕп больницăра, ял хуçалăхĕнче тата потребкоопераци тытăмĕнче. Людмила Ивановна вара сывлăха сыхлас ĕçĕн династине малалла тăснă, кун-çулĕн пысăк пайне çак тытăмра ĕçлесе ирттернĕ. Медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн вăл направленипе хамăр районти тĕп сыватмăша ĕçлеме килнĕ. Шăпах çакăнта паллашнă та вăл Ю. Илларионовпа. Икĕ çамрăк чĕре пĕр-пĕрне килĕштернĕ, вăл таса юратăва куçнă. Юрий Федоровича Людмила çийĕнчех килĕшнĕ — хитре, сăпайлă, ăслă, пурнăçа кăмăллакан хĕр. Вăл вара çийĕнчех каччăн уçă та ырă кăмăлне, унăн шанчăклăхне, çирĕплĕхне туйса илнĕ. Çамрăксем 1970 çулта пĕр çемьене пĕрлешсе савăк туй туса ирттереççĕ. Унтанпа шăпах çур ĕмĕр иртрĕ. Çак ĕçчен те ырă кăмăллă мăшăр ачисене те вĕ-рентсе, тивĕçлĕ воспитани парса аслă çул çине кăларчĕç. Асли — Андрей. Ашшĕн çулĕпе кайнă, Красноармейски райповĕнче тăрăшать. Ирина — аслă пĕлỹллĕ врач, Шупашкарти медицина учрежденийĕсенчен пĕринче УЗИ тухтăрĕ пулса вăй хурать. Кĕçĕн Илларионовсем ашшĕ-амăшĕнчен чи лайăххине илнĕ, çемье чă-мăртанă, ача-пăча çитĕнтереççĕ, хăйсем çуралса ỹснĕ кил-çурта килсех çỹреççĕ. Юрий Федоровичпа Людмила Ивановна пепкисене хăйсен ырă енĕсене — ĕçченлĕхне, ырăлăхне, тĕрĕслĕхне, аслисене хисеплессине, вăйсăррисене яланах пу-лăшу кỹрессине — панă. Кил хуçисем ырă та пархатарлă ĕçшĕн çĕршывăн нумай наградине, çав шутра “Ĕç ветеранĕ” медале, Дипломсемпе Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Тахçанах тивĕçлĕ канура Илларионовсем. Вĕсем сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ, кашни кунпа киленеççĕ тата савăнаççĕ. Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк тытаççĕ, яланах пĕрле сад-пахчара тимлеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсем тăван енте пысăк авторитетпа палăраççĕ. Ылтăн туй ячĕпе Илларионовсене ЗАГС пайĕн ертỹçи Е. Павлова саламланă, ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх суннă, “ылтăн туя” аса илтерекен район администрцийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов алă пуснă Тав çырăвне тата хаклă парне панă. Çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши тесе ыйтсан Илларионовсем кĕскен çапла хуравланă: “Таса юратура, пĕр-пĕрне ăнланнинче тата хисепленинче”.
Е. Леонтьева.