20 ноября 2020 г.
1977 çултанпа пĕтĕм çĕршывсенче кашни виççĕмĕш кĕçнерникун Пĕтĕм тĕнчери пируссăр куна паллă тăваççĕ. Ку мероприяти тĕллевĕ — пирус туртни сывлăхшăн тата обществăшăн сиенлĕ пулни çине тимлĕх уйăрасси. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ паракан кăтартусем тăрăх, хальхи вăхăтра тĕнчере кашни çул çак сăлтавпа 5 миллион çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Пирус тата электронлă сигаретсем туртни çын сывлăхне мĕнле сиен куни çинчен эпир Республикăри общество сывлахĕн, профилактика медицинин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачне Елена Егоровăна каласа пама ыйтрăмар.
— Елена Михайловна, пирус туртнине хирĕç тахçанах кĕрешме пуçланă. Мĕншĕн çак ыйту халĕ те питĕ çивĕч?
— Шел пулин те, çак ыйту паян кун та сывлах сыхлавĕнче чи çивĕччисенчен пĕри. Пурте пĕлеççĕ, аслисем те, çамрăксем те, çул çитмен ачасем те, пирус сывлăхшăн мĕнле сиенлине. Пирус сиенĕ туртма пуçланă хыççăнах тỹрех курăнмасть. Çавăнпа та нумайăшĕ чирсем вĕсене пырса çакланмасть тесе шутлаç-çĕ пулмалла. Тата ним те ыратман чухне çынсем сывлăх çинчен пачах та манса каяççĕ. Туртма пуçлакансенчен пĕри те пирус серепине çакланма пултаратăп тесе туртма пуçламаççĕ. Пур те кăштах турткалатăп та кирлĕ пулсан, çăмăллăнах туртма пăрахатăп тесе шутлаççĕ. Анчах та никотин питĕ ултавлă япала, туртмассерен кунсерен организм ăна нумайрах та нумайрах ыйтма пуçлать. Малтанхи вăхăтра темиçе сигарет кăна туртнă пулсан, каярахпа вара пĕр пачка тара-нах кирлĕ пулса пырать. Çапла вара çын сисмесĕрех никотин серепине çакланать. Пирус туртма пăрахас тесен те вăл вара пăрахаймасть. Пирус туртма пăрахма шут тытсан, темиçе сехет хушши туртмасан, çынна тем çитмен пек туйăнать, çывăрайми пулать, тарăхма пуçлать. Черетлĕ пирус туртса яни кăна çынна лăпланма пулăшать. Туртакансенчен нумайăшĕ туртма пăрахасшăн. Анчах та хăйсем тĕллĕн туртма пăрахакансем питĕ сахал. Çакна палăртмалла, пирус серепине çакланма питĕ çăмăл, туртма пăрахма питĕ йывăр.
— Пирус сиенĕ çинчен тепĕр хут аса илтерĕр-ха?
— “Никотин тумламĕ лашана та вĕлерет” тени чăнах та тĕрĕс. Никотин пысăк виçи кĕске вăхăтра этем организмне лексен çын хăвăрт вилсе кайма пултарать. Кашнинчех пирус туртмассерен тĕтĕмпе пĕрле тĕрлĕ сиенлĕ япаласем, пысăках мар никотин виçи туртаканăн организмне кĕрсе пухăнса пырса, шалти органсене амантаççĕ. Нумайăшĕн чĕрепе юн тымарĕн, вар-хырăм чирĕсем пуçланса каяççĕ. Туртакансем ытларах инсультпа, чĕрен инфаркчĕпе аптраççĕ. Сывлăш органĕсен рак чирĕпе чир-лекенсенчен 80%-чĕ таран — пирус туртакансем.
— Пирус туртассине хирĕç пирĕн республикăра та тахçанах кĕрешме пуçланă. Ку енĕпе лайăх улшăнусем пур-и?
— Юлашки çулсенче туртакансен шучĕ пирĕн республикăра чакса пыни палăрать, çул çитменнисем хушшинче те çак кăтарту пĕчĕкленнĕ. Çакă çынсем хăйсен сывлăхĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçланипе çыхăннă. Паянхи çамрăксем çитĕнỹсем тума çирĕп сывлăх кирлĕ иккенне лайăх ăнланаççĕ. Шел пулин те, пируспа туслисен йышĕ çав-çавах нумай-ха. Пĕрисем туртма пăрахнă вăхăтра, теприсем пуçласа пируса алла илеççĕ, чир вĕсене пырса тивмессе шанаççĕ.
— Елена Михайловна, çынсенчен нумайăшĕ туртма пă-рахни тата туртма пуçламанни сигарет кăларакан компанисен тупăшне пĕтерет пулĕ?
— Ку чăнах та çапла, пирус туртакансен шучĕ чакса пырсан, табак кăларакан компанисен тупăшĕ пĕчĕкленет. Асăннă компанисем вара тупăшне çухатасшăн мар, çулсерен нумайрах та нумайрах тупăш илме тăрăшаççĕ. Вĕсем пачах та алă усса лармаççĕ, туртакансен шучĕ ан чактăр тесе тĕрлĕ майсемпе усă кураççĕ. Сăмахран, тĕрлĕ электронлă сигаретсем, вейпсем туса кăларса сутма пуçларĕç.
— Электронлă сигаретсене хăçан кăларма пуçланă тата вĕсем мĕн пирки ытларах çамрăксем хушшинче анлă сарăлнă?
— Çак сигаретсене Китай фармацевчĕ Хон Лик шутласа кăларнă. Унăн ашшĕ чылай вăхăт пирус туртса пурăннă хыççăн ỹпке шыççипе — ракпа чирлесе вилнĕ. Хон Лик хăй те туртма юратнă, çавăнпа ашшĕ пек чирлесе каяс мар тесе, сывлăхшăн сиенлĕ мар туртмалли хатĕр туса кăларма шутланă. Пĕрремĕш электронлă сигарета 2003 çулта туса кăларнă. Вăл çиелтен пăхсан ахаль пируса аса илтернĕ. Пирус кăларакан компанисем вара çак хатĕрсемпе татах та нумай тупăш илме пултарма май пуррине шутласа, вĕсене анлăн хатĕрлесе пĕтĕм тĕнчипех сутма пуçланă. Вĕсене çулсерен татах та улăштарса çĕнĕлетсе урăхларах туртмалли хатĕр-сем, тĕслĕхрен — вейпсем, шутласа кăларчĕç. Нумайрах сутса тупăш илес тесе, электронлă сига-ретсемпе вейпсем сиенсĕр, вĕсем пирус туртма пăрахма та пулăшаççĕ тесе анлăн реклама сараççĕ. Çамрăксене, хĕрсене туртма илĕртес тесе электрон-лă сигаретсен шĕвекĕсене тĕрлĕ тутлă шăршăллă хутăшсем хушаççĕ. Вĕсенчен ахаль пирусăнни пек ырă мар шăршă кĕмест. Çапла майпа çак хатĕрсемпе уйрăмах çамрăксем усă кураççĕ.
— Электронлă сигаретсем, вейпсем сывлăха чăнах та мĕнле сиен кỹнине каласа парăр-ха.
— Электронлă сигаретсем сывлăхшăн сиенлĕ мар, вĕсем туртма пăрахма пулăшаççĕ тени, реклама утăмĕ кăна. Электронлă сигаретсем валли кăларакан шĕвеке глицерин, пропиленгликоль, ароматизаторсем тата никотин та хушаççĕ. Шĕвеке мĕнле япаласем тата вĕсене мĕн чухлĕ хушнине пĕлсе те пĕтерейме май çук, мĕншĕн тесен туса кăларакансем вĕсене хăйсене май йĕркелесе пыраççĕ. Никотин пирусра та, электронлă сигаретсен шĕвеккинче те пĕр япалах, вăл çын организмне çакланса пĕр пекех сиен кỹрет. Çавăнпа никотина хăнăхнă çын электронлă сигарет туртса нимле те туртма пăрахаймасть. Енчен те никотинсăр шĕвекпе усă курса туртма пăрахатăп тесен, çын организмĕ çав-çавах никотин ыйтма пуç-лать. Вăл вара каялла çĕнĕрен ахаль пирус туртма е никотин шĕвеклĕ электронлă пируса турма пуçлать. Электронлă сигаретăн шĕвекĕнчи хими хутăшĕсем пĕрмай организма кĕрсе тăрсан, тĕрлĕ чир-чĕре пуçарса яраççĕ.
— Электронлă си-гаретсем сиенлĕ пулнине ĕнентерекен наука çирĕплетĕвĕ-сем пур-и?
— Çак хатĕрсене нумаях пулмасть сутма пуçланине кура ку енĕпе наука тĕпчевĕсем сахалтарах, анчах та нумай çĕршывра ку енĕпе ĕçлеççĕ. Чылай çĕршыври ученăйсем электронлă сигаретсем, вейпсем çын сывлăхĕшĕн хăрушă пулнине çирĕплетеççĕ. Тĕслехрен, Австри тĕпчевĕсем вĕсенче хура тăхлан, хром, никель, марга-нец шайĕ пысăк пулнине тупса палăртнă. Çав япаласем кунсерен сывлав çулĕсене лексе тĕрлĕ чир-чĕр, çав шутра усал шыçă чирне те пуçарса яма пултараççĕ. Вашингтон университечĕн ученăйĕсем палăртнă тăрăх, кашни кун электронлă сигаретсем туртни чĕре чирĕсем аталанассине икĕ хут ỹстерет. Çавăн пекех электрон сигаретсенчи формальде-гид, акролеин çыннăн клеткинчи ДНКна сиенлесе тĕрлĕ мутацисем патне илсе çитернине тупса палăртнă. Çакăн пирки ăрура сывă мар ачасем çуралма пултараççĕ. Çултан-çул электронлă сигаретсем сиенлĕ пулнине çирĕплетекен наука тĕпчевĕсем нумайлансах пыраççĕ.
— Елена Михайловна, электронлă сигаретсем, вейпсем питĕ сиенлĕ пулнине час-часах асăнаççĕ. Мĕнле те пулин пирĕн çĕршывра саккунпа çирĕплетнĕ чарусем йышăннă-и?
— Кăçалхи октябрьĕн 31-мĕшĕнче çĕнĕ закон йышăннă. Ун тăрăх электронлă сигаретсене, вейпсене, кальяна ахаль пируспа танлаштарнă. Çав хатĕрсене пирус пекех об-ществăлла вырăнсенче туртма юрамасть. 20 миллиграммлă ытларах никотинлă шĕвексене те сутмалла мар. Электронлă пируссене, вейпсене интернет урлă та сутма чарнă тата вĕсене реклама тĕллевĕпе витринăсем çине курăнмалла хума юрамасть. Çакă чарусене пĕтĕмпех халăх сывлăхне сыхласа хăварассишĕн йышăннă. Енчен те çак чарусене пăхăнмасан, вĕсене пăссан, çынсене 500 тенкĕрен пуçласа 1500, тавар сутакансене 40 пин тенкĕ таран, организацисене, фирмăсене — 90 пин тенкĕ штраф пама палăртнă.
— Калаçăва пĕтĕмлетсе хаçат вулаканĕсене эсир мĕн суннă пулăттăр?
— Пĕтĕм тĕнчери пирус туртма пăрахмалли кун — кашни хăйĕн сывлăхĕ çин-чен тепĕр хут шухăшлаттармалли кун. Пирус туртакансем пирус туртма пăрахса ун серепинчен хăтăласса шанас килет. Пурин те сиенсĕр сигаретсем çуккине яланах асра тытмалла.