АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăранать асламăшĕн юрри…

20 ноября 2020 г.

Район хаçачĕн 77-мĕш номерĕнче Пикшик ял тăрăхĕнчи Çĕньял Шетмĕри пултаруллă хаçатçăн Лев Соловьевăн “Пурнăç çулĕ тумхахлă” пысăк статйи кун çути курнă. Унта автор кăçалхи раштавра сакăр теçетке çул çавăрса хуракан Юлия Васильевна Васильевăн кун-çулне сăнланă. Тарăн шухăшлă, иртнĕ пурнăçа туллин тишкерсе палăртать, вулакан умне кăларать Лев Борисович. Тав тумалли, ырлăх-сывлăх сунмалли çеç юлать ырми ентешĕмĕре. Кун-çул кустăрми тип-тикĕсех утмасть çав... Пурин-шĕн те мар, паллах. Акă, Çĕньял Шетмĕре çуралнă, Элĕк тăрăхĕнчи Шор-Пайраш ялĕнче çамрăклăхпа ватлăх çулĕсене хăвалакан Юльăн та чунра юрлас-ташлас кăмăл-туйăм хуçаланнă пулин те, хăйĕн ĕмĕт-тĕллевне пурнăçлайман. Кил-çуртра укçа-тенкĕ тивĕçменнипе çыхăннă ку. Çемьере виçĕ пиччĕшĕ, вĕсене те çул уçса памалла-çке. Çапла шкул сакки хыççăн малалла пĕлĕве анлăлатас вырăнне ялти сыснапа сурăх фермисемпе ĕçе сыпăнтарать вăл. Ял хĕр ачи чăннипех яла, çĕре парăннине автор ытти паха тĕслĕхсемпе çирĕплетет. Юля мĕн ачаранпах чыслăха, туслăхпа юратăва чун-чĕре çывăхне илет, аслисен тĕслĕхне, сăмахран, Зиновий пиччĕшĕ каланине: “Укçа пур чухне пурăнасси мĕн вăл, эсĕ укçа çук чухне пурăнма ăс çитер” халĕ те асрах тытать. Юлия Васильевна чун-чĕре уççинче юрă туйăмĕ выр-наçнине пытараймасть, паллах... Шупуç ялĕн çывăхĕпе тăсăлакан Хурăнлă çул çинчен хывнă юрра (ăна асламăшĕ шăрантарнă) паян та уçă сасăпа шухăшлăн юрлать. Хурăнлă çул тăрăх обоз иртет. Малти те лашин, ой, шап-шурă пас... Малалли вара ĕлĕкхи çăмăлах та, тип-тикĕс мар та пурнăçри чунра капланнă йĕркесем çапларах... Шухăшларăм та, ай, тĕлĕнтĕм Йывăрах та пуль, ай, çул тытма. Сăмах май Юлия Васильевна аса илнĕ юрра, чăн-чăн пурнăçпа сыпăнтарнăскере, салху туйăмĕпе, хыçа юлнă самантри йывăрлăха аса илсен, халĕ те хаштах сывлатăн. Тата çакна хушса каласшăн. Хурăнлă çул тăрăхĕнче çуралса халăхра вăй илнĕ юрă-кĕвĕ Трак ен тăрăхĕнчи фольклорçăсен репертуарне те çирĕп вырнаçнă. Эх, шăранать, янăрать, вăранать Юлия Васильевна асламăшĕн вилĕмсĕр юрри...

Г. Ефимов-Тусли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика