20 ноября 2020 г.
“Тăван Атăл” журналăн кăçалхи 10-мĕш номерĕнче Иван Чуралĕн пурнăçран илнĕ ỹкерчĕкĕ çапăннă. Сăмах май, ентешĕм районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, паллă çыравçă, пилĕк кĕнеке авторĕ. Çанă тавăрса ĕçлет, ахаль лармасть ĕçтешĕм. Иван Чуралĕн чун-чĕрери туйăмĕ пурнăçри самантсемпе, пулăмсемпе тата шыравсемпе çыхăннă. Чылай-чылай тĕслĕхе, ỹкерчĕке, сăнава хăй витĕр, унăн чăн-чăн хуçи, патриочĕ пулнипе çырса кăларать, вулакана хавхалантарать çапла. Акă, тĕслĕхрен, “Кỹкеçре пулнă Курмиле” ỹкерчĕке васкамасăр, шухăшлăн хак парса вуласа тухăр-ха. Кунта автор ĕлĕкхи пурнăç патне çаврăнать. Красноармейскинчи “Сельхозтехника” пĕрлешĕвĕнчи шикленекен Курмиле водитель тавра сыпăнать сăмах-юмах. Аякри çул-йĕр ют пулнă арçыншăн. Автомашина вырăнтан хускалман та... Путевка илес-тăвас пулсан та, çывăхри вырăнсене çеç куç хывнă. Шикленнĕ, ỹркеннĕ, паллах. Тен, çавăнпах хуçисем те шанман-ши е шанчăкран кăларнă? Пĕррехинче вара яра куна аран-аранах Кỹкеçе çаврăнса килнĕ. Çул инçĕшĕ уншăн чĕр нуша-терт вырăнĕнчех юлнă. — Ух, паян питĕ ывăнтăм, — тỹрре тухма çине тăнă тет Курмиле тус-юлташĕсем умĕнче. — Хытă ывăнтăм... Паян та пирĕн хушăра шиклĕ Курмилесем сахаллăн мар-ха. Хăшĕ-пĕри ĕçре чун-чĕре хастарлăхĕпе мар, ячĕшĕн, Курмиле евĕр, вăл е ку сăлтав шыраса пурăнать е наянлăхпа мăранлăха парăнать. Тĕп-тĕрĕс калатăп... “Симĕс “асфальт” ỹкерчĕке те Иван Чураль пурнăçран илнĕ. Чăнах та, сăнавçă, шыравçă пулмалла çыравçăн. Хăть мĕнле хайлавăн та никĕсĕ е тĕшши сăнлăхпа тата сăнарлăхпа палăрать. Тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем патне таврăнать Иван Афанасьевич. Петюкпа Санюк — упăшкипе арăмĕ. Ытларах дачăра пулма тăрăшаççĕ. Çут çанталăкăн çывăх тусĕсем тата ешĕл йывăçлăхра сиплĕ сывлăша кăкăр тулли сывласси епле паха! Автомашинипе çул хываççĕ дачăна. Тен, çуран та çỹреççĕ пуль? Анчах та пĕррехинче çумăр чашлаттаранă хыççăн тỹрĕрен... Çул пылчăклă... Санюк яланхиллех тỹрĕрен... — Çук, — хирĕçлет Петюк. — Манăн автомашинăна çуса тасатмалла. — Тỹрĕрен, — хăпмасть мăшăрĕ. — Тỹрĕрен! Кăра çиллĕ мар-ха Санюк. Çуран ярса пусасшăн мар-ши дачăна. Ватлăх пăркăчлани куçсен умĕнчех тата. Мăшăрĕн кăмăлне хуçмарĕ Петюк. Вăрман хĕрринчи курăклă çулпа тата юнашар юратнă мăшăрпа дачăна кĕрлеттерчĕ. — Пирĕн кирлĕ çĕре çитмешкĕн симĕс “асфальтлă” çул та пур, — мăшăрне куçа-куçăн пăхса йăл кулчĕ руль хуçи. Асăннă ỹкерчĕкре автор ватлăхри ĕçченлĕхе, мăшăр-сен юратупа туслăхне тата пĕр шухăшлăхне сăнлать.
Г. Ефимов-Тусли.