АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яшук юрăçăн виçĕ ăрури пултарулăхĕ иксĕлми

20 ноября 2020 г.

Эпĕ Кăмакал ялĕнче, Кĕçĕн Шетмĕ юхан шывĕ хĕрринче çуралса ỹснĕскер, ĕмĕрĕме юрă-кĕвĕ ытамĕнче ирттернĕскер, “Чăваш Ен çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ” тесе каланипе питех те кăмăллă. Манăн çакна çирĕплетсе калама сăлтавĕ те пур. Çапла. Пире Яшук йăх-тымарĕнчен тухнисем, теççĕ. Çак ырă сăмахсемшĕн савăнатăп эпĕ. Вĕсем чун-хавала çĕклеççĕ, вăй-хал хушаççĕ. Камсем-ха вĕсем, Яшуксем? — Ĕлĕк Кĕçĕн Шетмĕ юхан шывĕ хĕрринче Яшук ятлă юрă ăсти пурăннă, — тет Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер. Асамлă пулнă çав Яшукăн сасси: вăл уя тухса юрласа ярсан çурхи калча ашкăрса ỹсме тытăннă, вăрманта юрласан вара кашни йывăç, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек, турат çумне турат хушнă. Çавăнпа таврари халăх Яшук сассине сăваплă сасă тесе шутланă, туйсенче те, аслă чỹксенче те Яшук юрăç “Алран кайми аки-сухине” пуçласа параканĕ пулнă. Яшуксен нумай туратлă несĕл йывăççи пĕтĕмпех сăвă-юрăран тăнă тейĕн: çав таврашăн Танăшри, Кĕçĕн Шетмĕри, Кăмакалти, ытти ялсенчи тăванĕсем пурте халап-юмахпа юрă-кĕвĕ ăстисемччĕ. Халĕ те çавах. Чăваш тĕнчин сенкер тỹпинче çирĕм çул хушши асамат кĕперĕ пек шăранса тăнă Виталий Петров таланчĕ — шăпах çав йывăçăн пĕр туратти. Тепĕр тураттин пархатарне эпĕ Танăшра ỹссе çитĕннĕ, халĕ Трак салинче пурăнакан Анастасия Никандрова пултарулăхĕнче куратăп: унăн юрри-такмакĕсене итлесе тĕлĕннĕ çын ман сăмаха çирĕплетмесĕр чăтаймĕ тесе шутлатăп. Çав ĕмĕр ешĕл йывăçăн Кăмакал ялĕ çине усăннă турачĕн капăр çеçки — Дубровсен кил-йышĕ. Акă мĕн каласа парать ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх музыкин “Хавал” ансамблĕн илемлĕх ертỹçи Н. Никоноров: “Йышлă çемьери кашни ăста хăйне кура ырă ят илтме тивĕçлĕ, анчах эпĕ, ыттисем умĕнче пуçăма тайса, Гурий Дубров пултарулăхĕ çинче кĕскен чарăнса тăрасшăн. Сĕтеклĕ та сăнарлă сăмахпа, чуна тыткăнлакан юрă-кĕвĕпе илемлĕ унăн таланчĕ. Чылайранпа пĕлетĕп Гурий Егоровича. Вăл çамрăк чухне Шупашкар Ака туйĕнче “Я встретил девушку” юрра пĕтĕм Лакрей вăрманĕнчи сар кайăксем савăнмалла шăрантарнă. "Маттур" тесе тав сăмахĕ калас килет манăн паян пултаруллă ентешĕме. Калаçатăп та Гурий Егоровичпа тĕлĕнетĕп: ăçтан çавăн чухлĕ чун вăй-халĕ тупать-ха 86 çулхи шур сухал. Анчах пĕр кĕнеке кăларчĕ, акă халĕ чĕре анинчен каллех тепĕр кăвакарчăн вĕçтересшĕн, пурнăçа илем кỹресшĕн. Тин кăна вăл çĕнĕ юрăсемпе савăнтаратчĕ, халĕ вара тата çĕнĕреххисемпе кăмăла çĕклет... Типмест иккен ырă çăлкуçсен сĕткенĕ. Хăрмасть Ямшук юрăçăн несĕл йывăççин тымарĕ: вăл пире çĕнĕрен те çĕнĕ пархатарпа сиплĕх-пехетлĕх кỹрет. Çав ĕмĕрхи пулăмăн пĕр тĕсĕ пулать те Г. Дубровăн пултарулăхĕ”. Пирĕн йăх тымарĕ анне тăрăх Кĕçĕн Шетмĕ шывĕ хĕрринчи Танăшра аталанма пуçланă. Яков Васильевич — ман кукаçи (1871-1937). Ялти яш-кĕрĕм ăна хисеп туса Яшук тесе чĕннĕ. Çемьере вĕсем виççĕн çитĕннĕ. Асли — Якку (Яшук) тата икĕ йăмăкĕ — Манюкпа Варук. Варвара (ялта ăна Варок тесе чĕннĕ) 1886-1974 çулсенче пурăннă. Вăл РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕн В. Петровăн асламăшĕ пулать. Виталий (ялта ăна Шăнкăрч тесе чĕннĕ) 1954 çулхи кăрлачăн 4-мĕшĕнче кун çути курнă. Анчах 40 çул урлă ярса пуссанах 1994 çулхи çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Тăван искусствăшăн çакă калама çук пысăк çухату пулчĕ. Мана, пĕчĕкскерне, кукаçи вăрăм старик пек туйăнатчĕ. Анчах та вăл вăтам пỹ-силлĕ, çутă сăн-питлĕ, вăр-вар çын пулнă. Хăйне мăнна хуман, çынпа вăрçăнса, харкашăнса пурăнман, лăпкă мучи пулнă. Мучи 1889 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче 22 çулхи кỹршĕ хĕрĕпе — Екатеринăпа — çемье çавăрнă. Вĕсем икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Кукамай ватлăха кĕçĕн хĕрĕ патĕнче кĕтсе илчĕ, 89 çулта çĕре кĕчĕ. Кукамай та юрă ăсти пулнă. Хăнана пырсан иксĕмĕр çума-çумăн ларса хăна юррине шăрантарнине манма çук, сасси ытла та уçăччĕ унăн:

Сăпаççипах куккукне, куккукне,

Ик çăмарта тунишĕн, тунишĕн.

Сăпаççипах т(ă)вансене, т(ă)вансене,

Хисеплесе чĕннишĕн, чĕннишĕн.

Четвĕрт к(ĕ)ленчи чечеклĕ, чечеклĕ

Ма ĕçес мар чечекшĕн, чечекшĕн.

Пир(ĕ)н тăвансем кăмăллă, кăмăллă,

Ма килес мар кăмăлшĕн, кăмăлшĕн.

Килнишĕн те ан ятлăр, ан ятлăр,

Кайма тăрсан ан чарăр, ан чарăр.

Каяс пулать каç пулать, каç пулать,

Çитнĕ çĕре чух пулать, чух пулать...

— Яшук хресчен хуçалăхне тытса пырас тирпейлĕхĕнчен те ытларах юрă ăсти пулнă. Яш чух вăйăра юрласа таврари халăха тĕлĕнтернĕ, кайран авалхи несĕлсен йăли-йĕркипе “Алран кайми аки-сухине” пуçлаканĕ пулнă”, — аса илнĕччĕ Тарье хĕрĕ. — Аттепе анне, Егор йыснапа Верок акай та юрă-ташă ăстисем пулнă. Пĕррехинче йыснапа атте мана та пĕрле илсе тăрантас кỹлнĕ хура ăйăрпа Кăмакала илсе кайнине паянхи евĕр астăватăп. Лаши вара ытла та хитре юртатчĕ, — каласа панăччĕ Тарье акай. — Аттепе йысна çак юрра çул тăршшĕпех юрласа пычĕç:

Атте лаши хура лаша.

Хура çĕр хута чупсан та,

Пире никам та ятлас çук.

Атте лаши кăвак лаша.

Кăвак çутчен чупсан та,

Пире никам та ятлас çук.

Лаши лайăх пулсассăн,

Такан çути ним те мар.

Т(ă)вансен ыр яч пулсассăн,

Хамăр ыр ят нумай мар.

Çак сăвă йĕркисене атте хăйĕн пурнăçĕнчен илсе юрлани палăрса тăрать. Кукаçи аттепе аннене мăшăрланнă чухне хура тĕслĕ ăйăрне парса хисеп тунă. “Автобус” ятлăччĕ вăл. 1931 çулта атте колхоза кĕрсен ăна пĕрлешỹллĕ хуçалăха панă. 1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан çак ăйăр вăрçă хирне ăсаннă. Кăмакалта 1931 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче “Оборона” колхоз йĕркеленнĕ. Унăн пирвайхи ертỹçи пулма Дмитрий Максимович Портнова суйланă. Асăннă хуçалăх малтанах çичĕ çемьене пĕрлештерсе тăнă, вăл йышра Егор Дубров кил-йышĕ те пулнă. Çак вăхăтра çуралнă та “Кĕтỹç Мишка” юрă. Атте-анне ăна хăнасем пуçтарăнсан та, чăпта çапнă чухне те хаваспа, пур кăмăлтан шăрантарнине паянхи пекех астăватăп. Эпир, вĕтĕр-шакăр, аслисем хыççăн ỹксе юлман. Çав самантран пирĕн чун-чĕрере ĕмĕрлĕхех вырнаçса юлнă çак юрă:

Кĕтỹç Мишка, патрак Гришка,

Чухăн Ваньккă, средняк Саньккă

Кĕчĕç колхоза, кĕчĕç колхоза.

Лашисене, ĕнисене,

Анисене, çарансене

Пачĕç колхоза, пачĕç колхоза.

Пурте пĕрле ĕçлес терĕç,

Кунне-çĕрне уямарĕç

Ĕç вăхăтĕнче, ĕç вăхăтĕнче.

Колхоз тырри, пăх-ха, тикĕс,

Таçтан пăхсан вăл пĕр тикĕс,

Ларать кашласа, ларать кашласа.

Колхоз ĕçки тăвас терĕç,

Тул кулачи çиес терĕç,

Кĕр кĕрекинче, кĕр кĕрекинче.

Кĕр çитсессĕн, ĕç пĕтсессĕн,

Пыл сăри йỹçсе çитсессĕн

Ячĕç юрласа, ячĕç юрласа.

Кукаçипе кукамай аннене 1906 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче кун-çул пилленĕ. 1982 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ хаклă çыннăмăр. 1928 çулхи чỹк уйăхĕнче мăшăрланса, ултă ача çуратса ỹстерсе тăватттăшне пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Шел, кил хуçи, Егор Анатольевич, чире кайса çамрăклах, 36 çултах çĕре кĕнĕ. Пепкисене çурма тăлăха хăварнă. Аннеçĕм, Вера Яковлевна, пепкисене хăраххăн пăхса ỹстернĕ, чун-чĕре ăшшипе вĕрентсе, ăс-тăн парса çитĕнтернĕ. Хаяр вăрçă çулĕсем самаях лăскарĕç пире. Хаклă çыннăм вара хăйĕн чун-хавалне, кăмăлне юратнă ĕçпе, юрă-кĕвĕпе пусăрăнтарнă. Вĕри куççуль витĕр вăрçă вăхăтĕнчи салтак юррисене юрласа, алри çĕвĕ машинине çавăрттарса пире кĕпе-йĕм çĕлесе тăхăнтарнă.

Йывăç çилпе, ай, хумханать,

Çулçи шăпăр, ай, тăкăнать.

Салтак чунĕ, ай хурланать,

Вĕри куççуль, ай, тăкăнать.

Çак пархатарлă ĕçе малалла тăсакансем эпир — Яшук юрăçăн виççĕмĕш ăрăвĕ. Ытла та ырă, сăваплă пуянлăха пиллесе хăварнă пире аслă ăрури хаклă çыннăмăрсем. Яшук юрăçăн мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем асрах тытаççĕ çакна. Çĕнĕрен çĕнĕ юрă-кĕвĕ калăпласа халăх хушшине сарма пикенеççĕ, киввисене те сỹнме памаççĕ. Яшукăн аслă ывăлĕн Элекçейĕн Настя хĕрĕ çинчен Чăваш халăх поэчĕн Ю. Сементерĕн ăшă сăмахĕсене эпĕ те тепĕр хут çирĕплететĕп. Çак çĕр чăмăрĕ çине хисеплĕ йăмăкăм юрă ăсти пулмах килнĕ ĕнтĕ. Акă вăл шăрантарнă хăна юррин пĕр çаврăмĕ:

Улми улттă, улттă, улттă,

Çулçи çиччĕ, çиччĕ, çиччĕ.

Йĕри-тавра пăхрăм та

Пурте хамăрăн.

Хушса юрламалли:

Тăван тăвана чĕнет,

Çичĕ юта кам чĕнет?

Пĕр чĕнмесĕр тăван патне

Кам килет.

Тăван тăван патне килет,

Çич ют патне кам килет,

Пĕр чĕнмесĕр тăван патне кам килет?

Аттепе аннен аслă хĕрĕ Зоя 1930 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче кун çути курнă. Вăл аттене хывнă: кăвак куçлă, сарă çỹçлĕ, ачаранах юрă-ташăпа туслă пулнă. Пире, виçĕ шăллĕне, илемлĕ шăпчăк сассиллĕскер, сахал мар юрă-кĕвĕ вăрттăнлăхне хăнăхтарса, вĕрентсе пычĕ, юрă-ташă ăсти пулма çул уçса пачĕ. Çак çутă тĕнчере 90 çул хушши пурăнса вăл хăй хыççăн ырă йĕр хăварчĕ. Аппа шăрантарнă юрăсенчен хăна юррисем, радио-кино, “сенкер экран” çинчен янăраканнисем ытларах пулнă. Эпир вара пур тăван пĕрле пуçтарăнсан “Атте килĕнче” юрăпа кăмăла уçаттăмăр:

Атте килĕнче, анне çумĕнче

Çуралтăм чăваш ялĕнче.

Асран каяйми, нихçан манайми

Эпĕ ỹсрĕм ял-йыш умĕнче.

Ачасемпе мăнуксем те юрра-кĕвве çывăх пирĕн. Акă, кĕрỹ — Родион Долгов тĕп хуламăрти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче çамрăк ăрăва пурнăç илемне туйма вĕрентет. Вăл кĕвĕленĕ юрăсем иртнĕ çул кун çути курнă “Юрă юлтăр ĕмĕре” кĕнекере вырăн тупрĕç. Çапла вара Яшукăн тымарĕ çирĕп. Вăл вăй илсе пыни кăмăла çĕклет. Ăру аталанăвĕ чуна савăнтарать. Г. Дубров.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика