АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Телейĕме ачасенче, мăнуксенче, кĕçĕн мăнукăмсенче куратăп…”

20 ноября 2020 г.

“Телейĕме ачасенче, мăнуксенче, кĕçĕн мăнукăмсенче куратăп…”

 Кăçалхи авăн уйăхĕнче Супар ялĕнче пурăнакан В. Кондратьева 86 çул тултарчĕ. Çулĕсем малаллах каяççĕ çав, ялта хĕрарăмсенчен çулĕсемпе чи ваттисенчен пĕри Варвара Илларионовна. “Вăрçă ачи” вăл. Хура-шурне самаях курнăскер çак сăмах çаврăнăшне калаçура ытлашши усă курмасть. Çуралнă ялăма кайсассăн Варвара Илларионовнăпа тĕл пултăм та эпĕ. ... “Çулпа çул пĕр килмест-çке. Кăçалхи пек ăшă, типĕ кĕр килнине вуçех астумастăп, — хăйпе хăй калаçрĕ картишĕнчи юра шăпăрпа шăлнă, уçă сывлăшпа киленнĕ май Варька (ялта ăна нумайăшĕ çапла чĕнет) кинемин хĕрĕ Рена. — Юр çичĕ хут çуса каймасăр хĕл лармасть теççĕ те кăçал вăл хăй саккунне пăсать-шим? Пĕр каçрах сивĕтрĕ, юр ỹкрĕ, тем куçран çухалмасть-ха шурă мамăк пекскер. Сывлăшĕ таса паян. Аннене уçăлма йăпăртлăха крыльца умне илсе тухсан мĕнле-ши?” Ватлăх туяпа юнать тенĕ евĕр, юлашки çулсенче йывăр чир сывлăхне самаях хавшатрĕ юратнă амăшĕнне, тăхăр теçетке çул енне сулăннă кинеминне. Сасартăк пуç мимине юн пыма пăрахни мĕн пур шанăçа хуçса хăварчĕ. Паян калаçма та йывăртарах ватăна. Ялта тĕпленнĕ Рена хĕрĕ патĕнче ватлăх кунĕсене ирттерет халĕ Варвара Илларионовна. Кунта чăн-чăн хăтлăх тупнă тесен те йăнăш мар пулĕ. Хăй вăхăтĕнче Рена мăшăрĕпе, Геннадий Геннадьевичпа, хăпартса лартнă кирпĕч çурта çут çанталăк газĕпе ăшăтнăран ăшă, çутă, таса. Тата хĕрĕ амăшĕн кашни ыйтăвне вăхăтра татса пама тăрăшать. Çитменнине юлашки вăхăтра кăшăл вирусĕ çулĕсемпе çамрăк мар çынсем çумне ытларах “çыпçăнни” тимлĕхе темиçе хут ỹстерме хистет. Пỹрте кĕретĕп эпĕ. Ватăна тунсăх ан пустăр тесе Чăваш наци радиовĕ тăтăшах янăрать. Саламлă юрă передачисене итлеме кăмăллать кинеми. "Сенкер экран" передачисенчен те ют мар вăл. Вăрманкас Алманч хĕрĕ пулнă Варвара. Çавăнпа ку вырăнсене питех те аван пĕлет. Çуралнă ялĕ вăрман çумĕнче вырнаçнăранах ĕнтĕ ялне те Вăрманкас тенĕ. Мĕн ачаран симĕс ĕшнене çырлана, кăмпана, серте татма, сиплĕ эмел курăкĕсем пухма çỹренĕ, ĕне кĕтнĕ. Тата çывăхран иртсе каякан пуйăс сасси мĕне тăрать. Кинемипе калаçăва иртнĕ вăхăт çине куçартăмăр. Хăш-пĕр самантсене уçăмлатма пире Рена хĕрĕ те пулăшу кỹчĕ. — Ытла нумай пурăнса кайрăм. Анне çулне çитрĕм вĕт. Çакăнта çитессе шутламан та. Хам ĕмĕрте мĕн кăна курмарăм пуль? — терĕ вăл çийĕнчех. — Пурнăç уй урлă каçасси мар, пĕртте çăмăл килмерĕ вăл манăн. Килти юратнă çыннисене манаймасть Варвара Илларионовна. Епле-ха унсăрăн? Шăпах вĕсем пепкисене пурнăçра мĕн пур ыррине вĕрентнĕ-çке. Ашшĕ, Илларион Захарович, 1912 çулта çĕр çине килнĕ. Вырăнти шкулта пĕлỹ пухнă, çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçланă. Каярах çĕр ĕçĕпе пурăннă. 1933 çулта Илларион Çĕньял Упи хĕрĕпе, савăк кăмăллă Иринăпа çемье çавăрнă. Тăватă ача парнеленĕ мăшăрне Ирина Николаевна: Варвара, Витя, Маня, Анфиса. Питех те шел, кĕçĕнни йывăр чире пула виçĕ уйăхрах çĕре кĕнĕ. Сăмаха ватă 1941 çул çине çитерчĕ. “Асăмран тухмасть çав çул”, — тет вăл. Июнь уйăхĕн 22-мĕшĕ. Вырсарникун. Вăрманкас ялĕнчи çынсенчен чылайăшĕ çав кун Трак пуххинче савăннă. Шăп ярмарккăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă хыпара пĕлтернĕ. Кĕçех Илларион Захаров фронта кайма повестка илет. 29 çулта пулнă ун чухне вăй питтискер. Пĕтĕм ял халăхĕ вăрçа ăсатать кил хуçи арçынне. Кам шутланă ун чухне И. Захаров мăшăрĕпе, ачисемпе, тăванĕсемпе, ял-йышпа юлашки хут курнăçасса? — Эпĕ çав саманта паянхи евĕр астăватăп, 7 çулта пулнă ун чухне, атте хăй çумне чăмăртарĕ мана, макăрса ятăм, аттен те куçĕсем шывланчĕç, — тет паян кинеми. — Ыттисем манран та пĕчĕк-çке: Витя — 5-ре, Маня — 3-ре, кĕçĕн йăмăк виçĕ уйăхра. Вĕсем ашшĕне юлашки хут курасса ăнланса та юлман пулас çав. Анне те татăлса йĕрет... Мăшăрĕ фронтран виçĕ кĕтеслĕ çырусем те илсе кураймасть. Вăрманкас Алманча 1941 çулхи хура кĕркунне — чỹк уйăхĕнче И. Захаров рядовой хыпарсăр çухални çинчен хăрушă хыпар çитет. Амăшĕн çийĕнчех куçĕсем шывланаççĕ, вăл урайне ỹкет. Çапла, çемье тăрантаракансăр тăрса юлать. Ачисем — ашшĕсĕр, арăмĕ — упăшкисĕр... — Хаяр вăрçă пырать. 1942 çулта Супар шкулĕн пĕрремĕш класне вĕренме кайрăм эпĕ, — ассăн сывласа аса илет кинеми. — Унăн тăватă класне вĕренсе пĕтерсен анне çапла каларĕ: “Ачам, малалла вĕренме каймастăн пулĕ. Кĕçĕннисене пăхакан çук. Эпир выçса вилетпĕр. Сĕтел çинче пĕр касăк çăкăр та çук”. Çапла вара манăн малалла пĕлỹ илес шанăç пĕтрĕ. Уй-хире çĕрĕк улма, мăян вăрри пуçтарма çỹренине, вăрманта хăрăк шанкăшăн лесник хăваланине паян кун та манаймасть Варвара Илларионовна. Çамрăклах хуçалăх ĕçне кỹлĕннĕ вăл, “хăçан тăраниччен тутлă та кăпăш çăкăр чĕлли çиетĕп-ши?” тесе ĕмĕтленнĕ. “Тавах, Турра, — тет паян В. Кондратьева. — Çав тапхăрта йывăрлăх умĕнче пуç усмарăмăр. Анне, тăвансем, йăваш кăмăллă кỹршĕ-пускилсем пулăшнипе малаллах талпăнтăмăр. Ман хыççăн шăллăмпа йăмăк та аслă çул çине тухма вăй çитерчĕç. Виталий тăван хуçалăхра водительте ĕçлерĕ. Маня йăмăкăм Нимĕчкассинче тĕпленнĕччĕ, мăшăрлă пулчĕ, 5 ача çуратса ỹстерчĕ. Хама аван туйнă чухне эпĕ шăллăмăн мăшăрĕпе, Вăрманкасри Галина Сергеевнăпа, тачă çыхăнура пулнă”. Пĕр тапхăр ялти чăх-чĕп ферминче тăрăшнă вăл. Бригадир хушнă нихăш ĕçрен те юлман. Хĕр çулĕ çитсен, 1954 çулхи апрель уйăхĕнче Варвара Супарти Виталий Кондратьева качча тухнă. Супарсен кинĕ пулсан ялти фермăра пăрусем пăхнă, бригадăри ĕçсене хутшăннă. Мăшăрĕ тăрăшуллă тракторист пулнă унăн, сăпайлăскер чукун çул станцийĕнче топсбыт уйрăмĕнче тăрăшнă. Районти хуçалăхсенчен, предприятисемпе организацисенчен килекен транспорта çĕр кăмрăк, брикет, вутă-шанкă тиесе парас çĕрте яваплă çын шутланнă. Шел, кун-çулĕ кĕске килнĕ Виталин, 1979 çулта вăхăтсăр çĕре кĕнĕ вăл. Çичĕ ачи çурма тăлăха тăрса юлнă 45 çулти хĕрарăмăн. — Мĕншĕн анне шăпи мана та лекрĕ-ши? Çапла шутлаттăм хам хăй вăхăтĕнче, — тет паян çулсем хыçа юлнă хыççăн кинеми. Унтанпа шыв-шыв сахал мар юхрĕ. Кун каçа улăштарчĕ. Пилĕк хĕрпе икĕ ывăла пĕчченех ура çине тăратнă Варвари акка. Паян ачисем хăйсем кукамай-кукаçи ят илнĕ. Асли — Лена. Еншик Чуллă вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан Çĕрпỹри культурăпа çут ĕç училищинче пĕлĕвне тарăнлатнă. Алла тивĕçлĕ документ илсен Алманчри культура çуртĕнче вăй хунă. Ку ялах качча тухнă, Анатолий Григорьевпа çемье çавăрнă. Пилĕк ачана: Майăна, Юрăна, Сергея, Валерăна тата Маринăна кун-çул парнеленĕ. Шел, кил хуçи хĕрарăмĕн ĕмĕрĕ кĕске килнĕ, вăхăтсăр вилĕм çави ăна пирĕнтен ытла та ир илсе кайнă. Ачисем кашниех çемьеллĕ, юратнă ĕç тупнă. Рена çамрăк чухне кун-çулне шурă Шупашкарпа çыхăнтарнă: чăлхапа трикотаж фабрикинче, агрегат заводĕнче тар тăкнă. Унăн мăшăрĕ, Гена, çаврăнăçуллă, ĕçе юратакан арçын пулнă. Чылай тапхăр хурал, каярах чукун çул тытăмĕнче тăрăшнă. Анчах пурнăçран ир уйрăлнă. Вĕсен Алина хĕрĕ Мускав хулинче ĕçлесе пурăнать. Коля салтак тивĕçне Чечен Республикинче пурнăçланă, пĕр хутчен çеç мар çав тапхăрти хаяр тытăçусене хутшăннă. Салтак шинельне хывсан УФСИН тытăмĕнче тăрăшнă, Çĕрпỹри 9-мĕш колонинче аслă прапорщик званийĕпе вăй хунă. Паян Николай Геннадьевич тивĕçлĕ канура. Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Кинемин виççĕмĕш хĕрĕ — Зоя. Икĕ хĕр — Аньăпа Светăна — пăхса çитĕнтернĕ. Пилĕк мăнук унăн. Варвара Илларионовнăн Валерий ывăлĕ кун-çулĕн пысăк пайне Волгоград облаçĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Анчах çамрăклах пирĕнтен уйрăлнă вăл. Кинемин Сергей ывăлĕ çĕр çине 1962 çулта килнĕ. Еншик Чуллă вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ, салтак тивĕçне туллă-сăртлă Афганистан Республикинче пурнăçланă. Салтак шинельне хывсан Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнчен професси илсе тухнă. Пĕр вăхăт ялта ĕçлесе пурăннă хыççăн Çĕпĕре тухса кайнă. Чылай тапхăр ĕнтĕ нефтьпе газ тытăмĕнче вăй хурать, Нижневартовск хулинче пурăнать. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. “Тĕп киле пĕтĕмпех ăна халалларăм. Тивĕçлĕ канура ывăлăм, çитес çулсенче тăван ене таврăнас, кунтах тĕпленсе пурăнас тĕллевлĕ. Çĕнĕ пỹрт-çурт, хуралтăсем çĕклесе лартас кăмăллă”, — тет амăшĕ хавхаланса. Оля хĕрĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнче тĕпленнĕ, виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. 4 мăнук унăн. Кĕçĕнни — Ирина. Мăшăрлă, Çĕньял Шетмĕ ялĕнче телейне тупнă вăл, мăшăрĕпе 10 çула яхăн кунта пурăнаççĕ, икĕ ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Ирина Пикшик вăтам шкулĕнче поварта тăрăшать. Паян кинемин 18 мăнук, 19 кĕçĕн мăнук, кĕçĕн мăнукĕн икĕ ачи. Чи кĕçĕннисене сăнран та, ятран япăх уйăрать ватă. Уявсене пурте Ренăн килне пухăнаççĕ. Çавăн чухне пысăк пỹртре те ларма-тăма вырăн тăрса юлмасть. Ватă та вĕсемпе пĕрле савăнать. Пĕрлехи телей-савăнăç-çке вăл. 46 çул пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ ватăн. Ахальтен мар ĕнтĕ кăкăрне “Ĕç ветеранĕ” медаль илем кỹрет. Ĕлĕк хуçалăх производствинче тимленĕшĕн панă Хисеп хучĕсем те вуншарăн. Йышлă ача çуратса ỹстернĕрен 50 çултах тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, кĕрĕк арки йăваласа ларман вăл. Ытти колхозниксемпе пĕрле хăмла ани çинче тăрăшнă, хуçалăха тымар çимĕç çитĕнтерсе панă, ана илсе “иккĕмĕш çăкăр” кăларнă... Мĕнле ĕç хушнă — йăлтах пурнăçланă... “Пурнăçĕ калама çук лайăх паян. Ĕлĕк кун пеккине тĕлĕкре те курман. Паян иртнине пĕтĕмпех куç умне кăларатăп. Анчах фермăра пĕрле тăрăшнă, уй-хирте сенкĕ-кĕреплепе вăй хунисенчен никамах та тăрса юлмарĕ пулас, — тет мана çула ăсатнă май кинеми. — Турă панă куна пурăнсах пĕтересчĕ”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика