АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » М. Няманьпе — Михаил Иванович Юрьевпа мăнаçланатăп

17 ноября 2020 г.

М. Няманьпе — Михаил Иванович Юрьевпа мăнаçланатăп

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 82, 83-мĕш номерсенче)

Тăван литература историйĕшĕн чи пахи — К.В. Репин критикăлла статьясем те çырнă. Уйрăмах савăнтараканни тата çакă. К.В. Ивановăн “Нарспи” поэмине чи малтан вăл тĕплĕн тишкернĕ, ун çинчен статья та çырнă. Статйи начар мар! Ун çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесе эпĕ чылай çĕре çыртăм. Анчах усси пулмарĕ. Каша ял Совет ĕçтăвком секретарĕ пĕлтернĕ тăрăх, кунта халĕ К.В. Репина пĕлекен çынсем пур иккен. Вĕсем çаксем: 1. Репинсен çывăх тăванĕ Клавдия Егоровна Головина. Вăл каланă тăрăх, Репин 1897 çулта çуралнă имĕш. К.В. Репинăн сăн ỹкерчĕкне шырани те ăнăçлă пулмарĕ. Çак çырупа эпĕ сире акă мĕн каласшăн: К.В. Репинăн кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен мате-риалсем тухас ĕçе Каша ачисем мĕн чухлĕ те пулин хутшăнма май тупма пултармĕç-ши? Вĕсем çак ĕçе хăйсем çине илес пулсассăн тем пекех ырă ĕç тунă пулĕччĕç. “1976, март 23. Шупашкар. Ырă кун пултăр, Анатолий Федорович! К.В. Репин çинчен çĕнĕ материлсем ярса панăшăн сире тем пекех тав тăватăп. Ун çинчен эпĕ статья пекки те хатĕрлерĕм-ха. Чăваш-ла куçарсанах хаçат варианчĕсене (вырăслине те, чăвашлине те!) ярса пама ĕмĕтленетĕп. Ĕмĕтсем малаллах туртăнаççĕ. Халĕ чăваш писателĕсем çинчен çĕнĕ кĕ-неке хатĕрлесе çыратăп. Унта эсир те пур. Начар мар пек туйăнать. М. Юрьев”. “26 января 1977 г., г. Чебоксары. Ырă кун пултăр, Анатолий Федорович! Чăрман-тарнăшăн каçар. Сăмахăма тỹрех ĕç çинчен пуçлам: нумай пулмасть эпĕ наукăпа тĕпчев институчĕ çулталăкра пĕрре кăларса тăракан “Ученые записки” текен кĕнеке валли сирĕн ентеш Н.Ф. Данилов çинчен пĕр пĕчĕк заметка çырса хутăм. Çавна, тен, сирĕн хаçатра пичетлеме май çук-и? Паян вырăсла çырнисене ярса парасшăн, сире те ал çырăвне çеç ярса паратăп. Кирлĕ пулсан — пичетлеме пултаратăр. Юлашкинчен çакна тар-хасласа ыйтатăп: ку япа-лана пичетлес тесе хăвăр коллектив е редактор умĕнче ỹкĕнсе хăвна пăшăрханмалла ан ту. Редакторăн пичетлес кăмăл çук пулсан — çунтар та яр. Редакци архивне ан хур. Статьян чăвашла текстне çывăх кунсенче ярса паратăп. Сире ырă сунакан — М. Юрьев. Вулакана пĕлме (автор): Николай Федорович Данилов (10.12. 1901 — 28.01.1969) СССР писательсен Союзĕнче (1934), Граждан вăрçин участникĕ (1919 — 1921), 1934 çулта ЧАССР писателĕсен Союзĕн правлени председателĕ, 1933 — 1936 ç.ç. Чăваш патшалăх издательствине ертсе пынă. Литературо-вед, журналист, куçаруçă. Çỹлерех асăннă çыру вĕçĕнче Михаил Иванович А. Юманран: — Союз членне Мускав хăçан çирĕплетрĕ? Союза кĕме панă рекомендацисен копийĕсене ỹкерсе илсе мана ярса параймăн-ши? тесе ыйтса çырать. М. Юрьев журналистсен союзĕнче те тăман пулмалла, сăлтавĕ паллă мар. “17 июня 1977 г., г. Чебоксары, 11 часов дня. Ырă кун пултăр, Ана-толий Федорович! Ку çырăва чун-чĕрешĕн çав тери йывăр самантра — А.Е. Алкана юлашки çула ăсатма каяс умĕн çыратăп. Чунăма мĕнле те пулин лăплантарма май тупас тесе çапла тăватăп, мĕншĕн тесен тахçантан çывăх пĕлнĕ ырă çыннăма юлашки хут курма каяс умĕн кашни минут темиçе кун тăршшĕ пек туйăнать... А.Е. Алка кун-çулĕ вăхăтсăр татăлни маншăн уй-рăмах калама çук йывăр, мĕншĕн тесен хамăрăн ĕмĕрте эпир ĕç кунне пĕр кун, пĕр сехетре, пĕр шкулта пуçланă. 1933 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче хамăр районти пĕр вăтам шкулта ачасене вĕрентме тытăннăччĕ. Вăл вырăс чĕлхи вĕрентетчĕ, эпĕ — чăваш чĕлхи. Çавăнтан вара эпир пĕр-пĕринпе чăн-чăн тăвансем пек пурăннă. Тепĕр сехетрен акă вăл нỹрĕ тăпрапа витĕнет... Хăрушă! Чăваш литературишĕн тỹсме çук пысăк çухату. Сăмах май 1967 çулхи хĕллехи вăхăт. Эпĕ чăваш ял хуçалăх институчĕн 3-мĕш курс студенчĕ. Акт залĕнче чăваш писателĕсемпе тĕл пулу ирттер-нĕччĕ. Хăнасем виçĕ-тăватă çыравçă, ертсе пыраканĕ вара Александр Егорович Алка чăвашсен паллă поэчĕ. Ун чухне вăл Чăваш писателĕсен Союзĕн правлени председателĕ. Тĕл пулу вĕçленсе-нех эпĕ сĕтел патне пырса сывлăх сунтăм та — Александр Егорович! Эсир вăтăрмĕш çулсенче Трак тăрăхĕнчи (ун чухне Çĕрпỹ районĕ) Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче ачасене вĕ-рентнĕ вĕт-ха? Эпĕ хам çав шкулта 7 çул вĕреннĕ, — тетĕп. Михаил Иванович-Нямань пирки те аса илтертĕм паллă поэта. Хăй чăнах та çав шкулта вĕрент-нине аса илчĕ. Самаях ху-лăн портфелĕнчен сăвăсен кĕнекине кăларса хăй аллипе çырса алă пусса, ăшă сăмахсем каласа, мана тыттарчĕ. Çак самант паянхи кун та асăмрах. Çырăва малалла вулатпăр: халĕ ĕнтĕ ĕç çинчен: сирĕн ентеш çинчен — К.В. Репин çинчен сирĕн валли статья çырасси çинчен темиçе çул хушши ĕмĕтленсе пурăнаттăм. Анчах ĕмĕтĕме вăхăтра пурнăçа кĕртеймерĕм. Кун пирки эпĕ çĕрĕ-çĕрĕпе пайтах пăшăрханса шухăшланăччĕ. Çак ĕмĕте тин пурнăçа кĕртме, чĕреме лăплантарма черет çитрĕ. Статьяна малтан чăвашла çырнăччĕ. Ăна тепĕр хут тỹрлетсе юсанă хыççăн вырăсла та çырса хутăм. Çак çырупа пĕрле иккĕшне те — вырăслине те, чăвашлине те ярса паратăп. Паллах, кăштах пысăкрах пулчĕç. Çапах та куншăн питех хăрама кирлĕ мар. Хăвăра килĕшмен вырăнсене пĕр иккĕленмесĕрех кĕскетме пултаратăр. Куншăн пĕр ỹпкев те пулма пултараймасть, мĕншĕн тесен хаçат вăл — трамвай мар. Ун çине хыçалтан е малтан çакăнма май килмест. Кăна эпĕ хамах лайăх ăнланатăп. Редактор тăкăсланать пулсан — çине тăрса ан сĕн. Ал çырăвĕсене хăвăр патăрта асăнмалăх усра. Хам валли эпĕ иккĕшне те пĕрер экземпляр хăварнă. Чăвашлине К.В. Иванов çуралнăранпа 90 çул тултарнине паллă тунă кунсенче пичетлеме шутлатăп. Унта К.В. Репина пуçламăш шкулта вĕрентнĕ А.Г. Григорьева учительница çинчен тата К.В. Репин К.В. Иванова курни çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартасшăн. К.В. Репин статйинче шухăша кăшт анлăлатма ĕмĕтлене-тĕп... Сире чун-чĕререн хисеплекен М. Юрьев”. “Анатолий! Шупашкарта халĕ К.В. Репина пĕлнĕ-палланă çынсем виççĕн пурăнаççĕ: пĕри — П.Т. Зо-лотов (Чăвашизд директорĕ пулнăскер), Р.Г. Шумилова — унăн арăмĕ, пенсионер-учительница, Чĕмпĕрте Репинпа пĕрле вĕреннĕ; виççĕмĕшĕ — М.А. Волков, вăл та Репинпа пĕрле вĕреннĕ, кайран нумай çул хушши парти обкомĕнче тата облит\ра ĕçленĕ, халĕ пенсионер. Репинăн пирвайхи учительници А.Г. Григорьева кайран чăвашра пурăннă. Хам та астăватăп: пĕр вăхăтра вăл Чăваш Тĕп ĕçтăвкомĕн секретарĕ, каярахпа Чăваш АССР çут ĕç комиссарĕн замести-телĕ пулнăччĕ. Ун пирки çывăх вăхăтрах КПСС обкомĕн партархивĕнче чаваланса пăхасшăн-ха. Хальхи статьяра ун çинчен хушаматне кăтартнипех иртсе каяс те-рĕм, мĕншĕн тесен тĕпчесе пĕлмен ĕç çинчен ыттисене калама йывăр. Апла тума Турă ан хуштăр! Тĕп-чесе пĕлнĕ хыççăн хăвна пĕлтерме тăрăшăп. М.Ю”. “16 августа 1978 г., г. Че-боксары. Ырă кун пултăр, Ана-толий Федорович! Сирĕн çырăва паян ирхине илтĕм. Çийĕнчех, пĕр минут тăхтамасăр, ответлетĕп. Кĕнеке издательствинчи çутă çамкаллисен черетлĕ мыскари çинчен пĕрремĕш хут илтрĕм, мĕншĕн тесен издательствăна та, писа-тельсем патне те юлашки виçĕ çул хушшинче ура ярса пусман. Мĕншĕн тесен унта манăн никампа та парса илмелли çук. Эпĕ — Писательсен союзĕнче тăракан çын мар. Çавăнпа эпĕ çырнисене “Ялав” та, “Тăван Атăл” та пичетлемест. Хамăн та йăлăнса-сĕкĕнсе çỹрес килмест (...). Эпĕ А. Канаш çинчен çырнине хăвăр хаçатра пичетлени мана савăнтарать. (Эпĕ хам статья çырасси çинчен нихçан та аса илмен!). Анчах çырма килĕшекенсем тупăнман иккен. Чăваш писателĕсен йă-ли çавăн пек: чĕррисем çинчен çеç çырма юратаç-çĕ, вилнисем çине питех çаврăнса пăхмаççĕ. Вилнĕ писательсен, паллах, кĕтмелли нимĕн те çук! (Шупашкарти чылай писатель — куккасем коммунизма çавăн пек пырса кĕреççĕ!..). Хам çинчен: пурнăç яланхи пекех пĕр майлă пырать, ăшă хĕвелĕм те хăйĕн çуттине мана грампа çеç виçсе парать. Çуттине хĕрхенет (...) пеккисем те чун ăшшине питех кăтартасшăн мар. Анчах ку мана нимĕн чухлĕ те парăнтараймасть. Шупашкарти тĕлĕнмелле хыпарсенчен сана паян çакна çеç хурланса пĕлтерме пултаратăп: темиçе кун каялла (августăн 4-мĕшĕнче) “Коммунизм ялавĕ” хаçат редакторĕн пĕр-ремĕш заместителĕ Иван Михайлович Михайлов (чипер ачаччĕ, чылай çул хушши пĕрле ĕçленĕччĕ) сунар пăшалĕпе перĕнсе вилчĕ. Хаçатра некролог пулмарĕ. Сăлтавĕ — çĕр тĕрлĕ. Тахăшĕ тĕрĕс — паллă мар. Сире яланах ырă су-накан этем — М. Юрьев. “Ульяновская правда” хаçатăн пĕр-пĕр номерне ярса пама май тупма пултарайăн-ши? Шутсăр курас килет!” “10 апреля 1980 г., Шупашкар. Салам, Анатолий Федо-рович! Сире эпĕ çакăн çинчен пĕлтерес терĕм: темиçе кун каялла Чăваш АССР Кĕнеке издательст-винче В. Долгов критик-литературовед çырнă “Ле-нин сăнарĕ — халăх чĕринче” кĕнеке иккĕмĕш хут пичетленсе тухрĕ. Малтанхи хут вăл 1972 çулта тухнăччĕ. Çак кĕнекери япаласене автор тепĕр хут тĕпрен çĕнетсе юсарĕ. Кĕнекен çĕнĕ кă-ларăмĕнче “Чĕмпĕр чулĕ” статья пичетленчĕ. (Малтанхи кăларăмра вăл пулман). Унта ятарласа сирĕн “Чĕмпĕр чулĕ калаçать” кĕнеке çинчен çырнă. Лайăх каланă, шăртланса калаç-ни, ятлани нимĕн те çук. Çакăн çинчен сире савăнса пĕлтеретĕп. Ку кĕнекене сирĕн валли туянас тесе кĕнеке магазинне темиçе хут та çитрĕм. Анчах туянма май килмерĕ. Мĕншĕн тесен... кĕнеке тиражĕ пурĕ те 1500 экземпляр çеç. Кĕнекине мана В.А. Долгов хăй парнелерĕ. Хăвăр пата пырса çакланас пулсан илсе юлма тăрăшăр. Манăн мухтанмалли нимĕн те çук. Авалхи пек суккăр ларатăп. Çакна каласа тĕлĕнтерем: Шупашкарти çутă çамкаллă жур-налистсенчен ман пата пĕр çын çеç килсе çỹрет: вăл — “Коммунизм ялавĕ” хаçат редакцийĕнчи партбюро секретарĕ В.Ф. Степанов. (Лайăх çын, ырă çын!), писательсенчен Н.Ф. Евстафьевпа çеç курнăçатпăр. Вăл кашни эрнерех кĕрсе тухать. Çавăн пек çынсем йышлă пулас пулсан — ĕмĕрĕм кичем вĕçленес çукчĕ. Пурăнасси нумай юлмарĕ пулмалла. Килте çеç ларас килет. Урама тухса çỹрес килмест. Хам суккăрланса пынăшăн тем пе-кех кулянатăп. Анчах нимĕн те тума пултараймастăп... Комсалампа М. Юрьев”. — Ку вăл журналистикăра çеç мар, чăваш писателĕсен пултарулăхне пропагандăлас тĕлĕшпе нумай çул ырми-канми ĕçленĕ, тỹрĕ чунлă тĕпчевçĕн, çамрă чух сăвă-юрă та сахал мар çырнă (вĕсенчен чылайăшĕ хрестоматисене те кĕнĕ), “Чăваш писателĕсем” ятлă чăвашла та, вырăсла та тухнă сум-лă справочниксен авторĕн, калама çук сăпайлă та ырă кăмăллă çыннăн ман пата çырнă юлашки çырăвĕ пулчĕ, — тесе вĕçлет Анатолий Федорович Юман хăйĕн аса илĕвĕнче. Çак кĕске çырусене вуланă май, Михаил Ива-нович Юрьевăн пурнăçĕн юлашки пултарулăх çулĕсем хăй ĕмĕтленнĕ пек кал-кал килменнине, çыравçă палăртнă малашлăхри тĕллевсене пурнăç-лайманнишĕн питĕ ỹкĕннине, тỹрремĕнех асăрхарĕ пулĕ вулаканăм. Пĕррехинче, 90-мĕш çулсенче çурхи ĕçсем вĕçленнипе пĕрех “Нива” ял хуçалăх пĕрлешĕвĕн кооперативĕн ĕçченĕсен çулсеренх Çỹремет вăрманĕнче ирттерекен “Акатуй” уявне Шупашкар-тан сумлă хăнасем: Чăваш халăх художникĕ Э.М. Юрьев мăшăрĕпе Галина Алексеевнăпа, вĕ-семпе пĕрлех Чăваш Республикин çĕрйĕркелỹ комитечĕн председателĕ — республика министрĕ Владимир Михайлович Герасимов килнĕччĕ. Эпĕ ун чухне Кĕçĕн Шетмĕ ял администраци пуçлăхĕнче вăй хураттăм. Володя Герасимовпа эпĕ Чăваш ял хуçалăх институтĕнче 5 çул хушши пĕрле вĕреннĕ те пĕр-пĕрне питĕ çывăх пĕлнĕ ĕнтĕ. В. Ге-расимовсемпе Э. Юрьевсен çемйисем вара кỹршĕре пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăнаççĕ иккен. Уявăн официаллă пайĕ вĕçленнĕ хыççăнах, эпир Шупашкартан килнĕ хăнасемпе уçланкăри пĕр лапсăркка çăка айне туслă ушкăна пĕрлешсе ларнăччĕ. Пирĕнпе Ольга Хрисановна Амурина (5.07.1930 — 7.03.2018) Пшонкă ялĕнчен. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ, 30 çула яхăн Пшонкă ялĕнчи магазин заведующийĕнче ĕçленĕ районти хисеплĕ çын. Ольга Хрисановна — питĕ тарават хĕрарăм, Элли Михайловичăн инкĕшĕ. Хăй аллипе пĕçернĕ çемçе кукăльпе, килĕнче вĕретнĕ техĕмлĕ чăваш сăрипе кăмăллăн хăналарĕ. Ашшĕне, Михаил Ивановича аса илнĕ май, Элли Михайлович: — Аттен, кунне-çĕрне пĕлмесĕрех, пире, йышлă çемьене, тăран-тарса, тумлантарса, вĕрентсе çын тăвассишĕнех (çемьере, вĕт эпир 10 ача çитĕннĕ!) куллен тимлемелле пулнă ĕнтĕ. Çавна пулах унăн шалу ĕçлесе илсе хăйĕн литературăри пултарулăхĕпе çыхăннă ĕçĕсене ырăпа хăварса пымалла пулнăтăр, — пусăрăнса та кулянса калани халĕ те асăмрах-ха. Тулта 2020 çул. М. Юрьев-Нямань çуралнăранпа 110, пурнăçран уйрăлса кайнăранпа 40 çул. Паллах, сахал мар вăхăт! Апла пулин те унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирĕн асăмрах-ха. Çак, хăй вăхăтĕнче чăваш культуринче самаях палăрнă çын пирĕн чун-сенче те тарăн йĕр хăварни çинчен калать мар-и вара? Пирĕн ăс-тăн ăнланăвĕнче пирĕнпе пĕрлех пурăнать вăл, канăçсăр чунсене-çыравçăсене час-часах калаçтарать те... Эпĕ шкулта, кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех, унăн сăвăлласа çырнă хайлавĕсене пăхмасăрах калама вĕреннĕскер, вĕсен пĕлтерĕшне пĕчĕклех ăса хывнăскер, паянхи кун та Михаил Иванович Юрьев-Нямане хамăн учитель вырăнне хурса хаклатăп. Ача чухнех унпа тĕл пулса, юнашар утса калаçма тỹр килнишĕн мăнаçланатăп та.

Н. Семенов-Çемен Эреш.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика