17 ноября 2020 г.
СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, техника наукисен тухтăрĕ, наукăпа тĕпчев тата тинĕс-çар карапĕсем тăвакан паллă совет инженер-конструкторĕ Александр Ефимович Михайлов 1905 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Етĕрне уесĕн Упи вулăсенчи Шăмар-Тусай ялĕнче çуралнă. Вăл хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Совет Союзĕн космос наукине аталантарас енĕпе сумлă тỹпе хывнă. Унăн ачалăхĕ ытти чăваш ачисен ачалăхĕнчен нимĕнпе те уйрăлса тăман темелле, пĕчĕклех хресчен ĕçне кỹлĕннĕ — хĕвелпе пĕрле ура çине тăнă та вăл анса ларсан тин киле таврăннă. Пушă вăхăтра шыва кĕнĕ, йĕлтĕрпе ярăннă, хăй тантăшĕсемпе тĕрлĕ вăйă вылянă. Вĕренсе пĕлỹ илес тесе ĕмĕтленнĕ — пурнăç ыйтнинчен кая юлас темен. Çапла вара Тусайри пуçламăш шкултан, Упири ултă класлă шкултан, 1936 çулта вара Ленинградри карап тăвакансен институтĕнчен вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çине тухать. 1941 çултанпа Аслă Аттелĕх вăрçинче Тăван çĕршыва хỹтĕлет. Архиври наградăсен хутĕнче А. Михайлов капитан çинчен çапла çырни пур: “Тов. Михайлов Александр Ефимович в период боев с немецкими захватчиками непрестанно находился среди бойцов, разъяснял о положении на Ленинградском фронте и поднимал боевой наступательный дух. 8 февраля 1944 г. в период отражения атаки немцев 7 ротой 3 сб появился среди бойцов и подбодрил их. Обеспечил прикрытие левого фланга, благодаря ему отражены три атаки немцев. 11 февраля 1944 г. участвовал в захвате ст. Панартской, находясь в боевых порядках 1 сб. Капитан Михайлов заслуживает правительственной награды ордена “Красной Звезды”. Вăрçă хыççăн 1946-1970 çулсенче Ленинградри карап тăвакан заводра конструкторсен бюровĕн пуçлăхĕнче тăрăшать. Çапла майпа, Совет Союзĕн чи-чи малтанхи “Космонавт Владимир Комаров” наукăпа тĕпчев карапăн проект авторĕ тата тĕп конструкторĕ пулса историне кĕрсе юлать. XX ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсем Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсемпе Совет Союзĕ хушшинче космоса алла илес енĕпе хĕрỹ тупăшупа паллă. Уйрăмах Уйăх уçлăхĕнче вĕçекен космос объекчĕсем енĕпе. СССРăн Л1-Л3 космос программипе çĕнĕрен çĕнĕ космос флочĕ йĕркелемелле пулнă. Партипе правительство космос объекчĕсене тата вĕсен тавра вĕçекен техникăна сăнаса тăма çакна тивĕçтерекен “Космонавт Владимир Комаров” наукăпа тĕпчев карапĕ тума шутлаççĕ. Çак яваплă ĕçе Александр Ефимович Михайлов конструктора шанаççĕ. Баллистика енчен илсен, космос объекчĕсене сăнаса тăмалли чи шанчăклă вырăн çĕрĕн анăç çур чăмăрĕ шутланнă. Çавăнпа карап ялан тăмалли вырăна Куба утравĕнчен инçе мар лаптăка палăртаççĕ. Карапа кĕске вăхăтра тумалла пулнă — çакна валли 6 уйăх çеç уйăрнă. “Геническ” çĕп-çĕнĕ типĕ груз турттармалли карап çакăн валли шăпах юрăхлă пулса тухать. Çапла вара 1967 çулхи январьтен пуçласа июльччен космос программин тĕллевне Ленинградри Балтика заводĕнче пурнăçлаççĕ, асăннă карапа кирлĕ аппаратурăпа пуянлатаççĕ. Ăна “Космонавт Владимир Комаров” наукăпа тĕпчев карапĕ тесе ят параççĕ, ун çинче СССР наука академийĕн ялавне çĕклеççĕ. Паллах, ку карап çĕр чăмăрĕн кирек хăш точкинче те хăй умне лартнă тĕллеве пурнăçлама пултарнă. 1967 çулхи августăн 1-мĕшĕнче карап Ленинградран тухса Рига еннелле çул тытнă, таможня витĕр тухса Куба еннелле ишнĕ. Çула май ăна Дани, Германи çĕршывĕсен çар карапĕсем тимлĕ сăнанă, НАТО самолечĕсем тĕлĕнмелле карап тавра пĕрмаях вĕçсе çаврăннă, сăн çапса илсе тĕпченĕ. Ла-Манш витĕр тухнă чух ăнсăртран Англинчен Францине каякан парома çапăнас хăрушлăх та сиксе тухнă, анчах штурман ăна сирсе яма пултарнă. Азор çурутравĕсем патĕнче 6 баллă шторма лекнĕ, кунта та хăрушлăха сирме май килнĕ. Карапăн çỹрев хатĕрĕсем шанчăклă пулнине тата тĕп конструкторăн ăсталăхĕ çỹллĕ шайра пулнине çирĕплетнĕ çакă. 20 талăк иртнĕ Кубăна çитмешкĕн. Экспедици сотрудникĕсем ахаль ларман — вĕсем кашни кун тренировкăсемпе сăнавсем ирттернĕ. Юлашкинчен Бермуд виç кĕтеслĕхĕ витĕр тухса Саргассово тинĕсне ишсе çитнĕ. Кунта вара АПШ çар самолечĕсем канăç паман, вĕсем карап тавра явăннă, тепĕр чухне 50 метр çỹллĕшĕнченех вĕçсе иртнĕ. 1967 çулхи декабрьте хăй умне лартнă тĕллевсене пурнăçланă хыççăн карап Кубăран Гибралтар енне çул тытать. Гибралтарти “Хроникал таймс” хаçат кун çинчен çапла çырнă: “Этот необычный корабль, прибывший из Гаваны, похожий то ли на троянского коня, то ли на дистиллятор водки, на самом деле является научно-исследовательским судном, предназначенным для исследования верхних слоев атмосферы”. Çĕнĕ 1968 çул умĕн карап Ленинград портне çитсе чарăнать. Хăйне евĕрлĕ наукăпа тĕпчев карапĕ тăвакансене тата унăн тĕп конструкторне çак сумлă ĕçшĕн 1967 çулшăн СССР Патшалăх премийĕпе чыслаççĕ. “Космонавт Владимир Комаров” карап 1989 çулччен стройра тăрать. Вăл пурĕ 27 экспедицинче пулса океансен тăрăхне 700 пин миль ытла ишсе тухать, “Салют” тата “Мир” космос станцийĕсен, “Союз” тата “Прогресс” космос карапĕсен, “Венера” тата “Вега” планетăсем хушшинчи станцисен ĕçне-хĕлне йĕркелесе тата тĕрĕслесе тăрать. Çапла вара СССР космос наукине аталантарма сумлă тỹпе хывать. Паллах, кун йышши пĕрремĕш карап хыççăн ытти çĕнĕ карапсем кун çути кураççĕ: “Академик Сергей Королев”, “Космонавт Юрий Гагарин”, “Космонавт Владимир Волков”, “Космонавт Георгий Добровольский”, “Космонавт Павел Беляев”, “Маршал Крылов”… çапах та “Космонавт Владимир Комаров” пĕрремĕшĕ, конструкторĕ вара — чăваш, пирĕн ентеш, Тусай каччи Александр Ефимович Михайлов. Шел пулин те, Совет Союзĕ арканнă хыççăн çак “çăлтăрлă” карапсен шăпи синкерлĕ. “Космонавт Юрий Гагарин” флагман, Одессăра тăраканскер, Украина пурлăхне куçать. Украина вара 1996 çулта тимĕр-тăмăр шучĕпе Австри фирмине сутать (тонни — 170 $). “Космонавт Владимир Комаров” карапа 1994 çулта индуссене сутаççĕ, вĕсем те ăна тимĕр-тăмăра касаççĕ. “Космонавт Владимир Волков”, “Космонавт Георгий Добровольский”, “Космонавт Павел Беляев” карапсем те 1992 çулта яланлăхах причалта тăраççĕ, 1994 çулта вĕсене те тимĕр-тăмăра ăсатаççĕ. “Космонавт Виктор Пацаев” вара 2001 çулта Санкт-Петербургран Калининграда куçать, 2001 çултанпа Тĕнче океанĕн музейĕн причалĕнче тăрать. “Маршал Крылов” карап, 1987 çулта хута янăскер, Владивостокра юсавра тăрать. А.Е. Михайловăн тепĕр паллă ĕçĕ — “Советский Союз” ятлă пĕрремĕш совет линкорне ăсталани. Кунсăр пуçне вăл ракета техникине тĕрĕслекен карапсене тума хутшăнни те паллă. Совет Правительстви ученăй-конструкторăн ĕçне-хĕлне тивĕçлипе хакланă. Вăл ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ çăлтăр, “Хисеп палли” орденсен кавалерĕ, нумай медальсен хуçи. Инженер-конструктор 1980 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче Ленинград хулинче пурнăçран уйрăлнă. М. Михайлов.