17 ноября 2020 г.
Кĕçĕн Шетмĕри ялти вулавăшра ку тăрăхра çуралса ỹснĕ сăвăçсен хайла-вĕсене илемлĕ вулас енĕпе вырăнти шкулта вĕренекенсем хушшинче "Пурăн тата чечеклен тăван Шетмĕ ен" конкурс иртнĕ. Ăна тăван района йĕркеленĕренпе 85 çул çитнине халалланă. Тупăшăвăн тĕллевĕ — вĕренекенсен творчество пултарулăхне, тавра курăмне аталантарасси тата ỹстерсе пырасси, тăван тăрăха юратма вĕрентесси, вĕсен кĕнекене юратма вĕрентес туртăмне ỹстересси. Вулавăш ĕçченĕ А. Сергеева вĕренекенсене хăй çуралса ỹснĕ Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕ çинчен каласа кăтартнă, Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн "Тăван вăрман", "Эпир çуралнă Танăш ялĕнче" сăввисене вуласа панă. Каярах Кĕçĕн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн вĕренекенĕсем пĕри те тепри вырăнти поэтсен сăввисемпе паллаштарнă. Вĕсем Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ сăвăçсен çĕр-аннене, юратнă пĕчĕк тăван çĕршыва халалланă сăввисене тулли кăмăлпа вуланă. Кашни ачах вулавăшран тухнă май чĕринче ăшăлăх, тăван ен юратăвне хăварма пултарнă.