АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Сидоровăн “Пĕрремĕш учитель” кĕнеки пичетленсе тухрĕ

13 ноября 2020 г.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Сидоровăн “Пĕрремĕш учитель” кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Ăна аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ. Редакторĕ — О.М. Иванова, ỹнерçисем — В.Н. Гончаров, И.Е. Калентьева. Тиражĕ — 1000 экземпляр. Кĕнеке ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2019 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ. Кĕнекене кĕнĕ пьесăсенче чăвашсен паллă çыннисен — Н.Я. Бичуринăн (Иакинф атте), И.Я. Яковлевăн, К.В. Ивановăн — пурнăçĕнчи хăш-пĕр саманта çутатса панă. Асăннă çынсем вырăс тата чăваш халăхĕсене пĕлỹ патне çул уçса парассишĕн сахал мар тăрăшнă: Никита Бичурин синолог Кяхта хулинче вырăс-китай шкулне йĕркеленĕ, чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев вĕрентекен Чĕмпĕр хулинче чăвашсен пĕрремĕш шкулне уçнă, чăваш литературин классикĕ, “Нарспи” поэма авторĕ Константин Иванов çав шкулта ачасене вĕрентнĕ. Кăларăма Иван Яковле-ва халалланă пьеса тăрăх ят панă пулин те, чи ка-лăпăшлă хайлав кунта — “Никита Бичурин (Иакинф атте)”. Автор историн сул-маклă тапхăрне çутатса парать, драмăри ĕçсем 1785 — 1853 çулсенче пулса иртеççĕ. Хайлав пуçламăшĕнче пулас паллă синолог ача кăна-ха, Шĕнерпуç халăхĕ Ырлăх катине чỹк тума пуçтарă-нать. Çакна прихут хыçĕн-чи сăртран Петĕр аттепе Иаков атте (Никита ашшĕ, тиечук) сăнаса тăраççĕ. “Мĕнле халăх полчĕ? Пĕр кон чиркĕве çỹрет, тепĕр кон Киремете чоклет”, — мăкăртатать Петĕр атте. “Халăх йăли-йĕркинчен аслă пулаймăн”, — ял-йыш хутне кĕрет тиечук. Кĕтмен çĕртен юланутçăсем вĕçтерсе çитеççĕ те ватти-вĕттине пăхмасăр пурне те лашапа таптаççĕ, ну-хайккасемпе çаптараç-çĕ. Çак асар-писер тискерлĕхе Никита хăй куçĕпе курать… Тепĕр пулăм та унăн ирĕк кăмăлне пысăк витĕм кỹнĕн туйăнать. Иаков атте ашшĕне çуралнă кунпа Китайра туса кăларнă чей сервизĕ парнелет. Анчах Никита асăрхамасăр ăна перĕнет те, хаклă савăт-сапа чăл-пар! ванать. Каллех шăв-шав, харкашу! “Эпĕ Китая кайăп. Çавăнта туянăп… китай чĕлхине вĕренĕп, çыннисемпе туслашăп, халăхне юратăп”, — сăмах парать арçын ача ашшĕне. Вăхăт ирт-нĕçемĕн унăн ĕмĕчĕ чăннипех те пурнăçланать. Иакинф аттен чылай тĕрĕслевпе йывăрлăх витĕр тухма тивнĕ. Дра-мăра йăлтах курăмлăн, чуна пырса тивмелле сăнланнă. Николай Сидоров хайлавра истори справкисем илсе панă. Вĕсем сăнарсем пурăннă тапхăра лайăхрах ăнланма, куç умне кăларма пулăшаççĕ, пьесăри çынсемпе çывăхрах паллаштараççĕ. Çавăнпа та вулакан ытти кĕнекесенче е интернетра шырамасăрах хушма инфор-маци тупма пултарать кунта. “Пĕрремĕш учитель (Иван Яковлев)” пĕр курăмлă пьеса Аслă Вĕ-рентекенĕмĕр тата унăн пĕрремĕш вĕренекенĕсем çинчен каласа парать. “Слакпуç ачи (Константин Иванов)” пьесăри ĕçсем 1906 çулта Слакпуçĕнче пулса иртеççĕ. Сăнарсен йышĕ пысăк мар: Кĕçтентин поэт, унăн шăллĕ Квинтилиан, амăшĕ Алтатти тата Слакпуç хĕрĕ Марье. Хайлавсене драматург истори пулăмĕсене тĕпе хурса çырнă. Вĕренекенсем пьесăсене вуласа тухма кăна мар, шкул сцени çинче лартма та пултараççĕ.

АВТОР ПИРКИ

Николай Иванович Сидоров 1963 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Йăнтăрччă ялĕнче çуралнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕреннĕ. Тăвай район хаçатĕнче яваплă секретарь пулса ĕçленĕ. Чăваш драматургийĕнче 1980 çулсен вĕçĕнче палăрнă. Профессиллĕ театрсенче тĕрлĕ çулта лартнă пьесисем: “Шупашкарти савни” камитсен ярăмĕ, “Çитăр качаки”, “Суйлакана Суйпике”, “Вĕçкĕн Ваççан çиччĕмĕш арăмĕ”, “Пуçа килсен — пуçана”, “Гражданла брак”, “Туй хыççăн арăм шырамаççĕ”, “Манăн арăм Хуанита” тата ытти камитсем, “Хỹхĕм хĕрĕн хỹхлевĕ”, “Çăлтăр сỹннĕ каç” трагедисем, “Юнашарах телей çỹрет”, “Упăшкипе арăмĕ”, “Ют йăвари куккук”, “Çулçă тăкăнать”, “Атте мана шур пỹрт лартса парас тет”, “Вун çиччĕре çунать чĕре”, “Тухса каяс умĕн” тата ытти драмисем. Чăваш театрĕсем унăн 50 ытла пьесине куракан патне çитернĕ. К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ сцена çине кăларнă “Хỹхĕм хĕрĕн хỹхлевĕ” трагедишĕн Чăваш Республикин Патшалăх премине тивĕçнĕ (1999). СССР Писателĕсен союзĕн членĕ (1989). Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ (1995), Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ (1996).

О. Австрийская.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика