АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » М. Няманьпе — Михаил Иванович Юрьевпа мăнаçланатăп

13 ноября 2020 г.

М. Няманьпе — Михаил Иванович Юрьевпа мăнаçланатăп

 (Малалли. Пуçламăшĕ 82-мĕш номерте)

Анчах та район администрацийĕнчен те, шкул директорĕсенчен те пĕр тав сăмахĕ те пулмарĕ. Çак сăмахсене эпĕ кỹренсех калатăп: хамран кăларнă укçа-тенкĕшĕн мар, чăваш сăмахлăхĕ сỹнсе пынишĕн чĕререн кулянса. — Камсем эпир? Ăçталла каятпăр? Камсен сăмахне кĕрсе ỹкрĕ чăвашран вăтанакан пăлхар-сăвар тăхăмĕ? Хамăр ентеш пулнă май, кам, кăштах та пулсан Нямань-Михаил Юрьев çинчен пĕлнĕ, паллах унăн ĕç-хĕлĕпе интересленнех пулмалла та... сасартăк Элли Михайлович Юрьев! — Шупашкар хулин, Чăваш Республикин Патшалăх элемĕсен авторĕ. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕ (1976), Чăваш халăх художникĕ (1993), Чăваш АССР К.В. Иванов ячĕллĕ преми лауреачĕ (1990), Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ (1996)... Михаил Иванович Юрьевăн мухтавлă ывăлĕ. Телее, мана ача чухнех хамăр ялта курнă Эллипе (ун чухне вăл та аслăрах классенче вĕренекен шкул ачи) 1988 çулхи нарăс уйăхĕн вĕçĕнче тата тепре курса калаçма тỹр килнĕччĕ. Шăпах кăнтăрла вăхăтĕнче манăн ĕç пỹлĕмне (эпĕ ĕнтĕ совхоз директорĕ) тỹрех виçĕ арçын (интеллигентлăскерсем) килсе кĕчĕç. Пĕрне тỹрех палласа илтĕм: Георгий Николаевич Николаев, Танăш ялĕнче çуралса ỹснĕскер, Шупаш-карти пир-авăр комбинатĕнчи художник, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕ. Эпир тỹрех пĕр-пĕрне сывлăх сунтăмăр. — Николай Прокопье-вич Карачарсков — РСФСР тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ, “Сельские зори” творчество ушкăнĕн ер-тỹçи; Элли Михайлович Юрьев — Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕ, — паллаштарать ентешĕм. Н. Карачарсков хăйсем мĕншĕн килнине пĕлтерчĕ: — Пирĕн тĕллев — сирĕн ентешсен, хамăрăн республикăра кăна мар, çĕршывĕпех паллă художникăн ĕçĕ-хĕлĕпе вырăнти халăха паллаштарас тĕллевпе вĕсен ỹкерчĕксен выставкине Кĕçĕн Шетмĕри культура çуртĕнче йĕркелесшĕн, — терĕ. Хăйсене чейпе хăнала-нă хыççăнах Элли Михай-лович ялти шкула çитсе ку-расшăн пулнине пĕлтерчĕ. Шкула çуранах утрăмăр. Çула май Элли хăй Кĕçĕн Шетмĕ шкул çурчĕпе юна-шар пĕчĕк, йывăçран пураласа тунă пỹртре — ашшĕн хваттерĕнче çурални çинчен пĕлтерчĕ, çитсенех çав пỹрте курасшăн пулчĕ. — Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне (1950 — 1957) çав пỹрт ларатчĕ-ха, халĕ çук ĕнтĕ, вырăнĕпе пахча вырăнне усă кураççĕ, — пĕлтертĕм эпĕ. Çав вă-хăтрах тĕлĕнтĕм те, хĕ-пĕртерĕм те... Эпир вĕт, районти культура ĕçченĕ-сем те, вăл вăхăтра Элли Юрьев художник Çирĕклĕре çуралнă, — теттĕмĕр районти канашлусенче те. Кăçалхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Михаил Иванович Юрьев çуралнăранпа 110 çул çитнĕ май, килти библиотекăна ухтаратăп. Акă çỹхе кăна хуплашкаллă “Михаил Юрьев Нямань” ятпа “Красноармейски издательство çурчĕ” РПУПĕнче калăпланă, “Çĕрпỹ типографийĕ” РПУПра пичетленнĕ 16 страницăллă кĕнекене алла илетĕп. Хуплашки çинче Михаил Ивановичăн çамрăк чухнехи сăн ỹкер-чĕкĕ. Авторĕ Д. Федоров. Кĕнеке 2002 çулта 300 экз. тиражпа пичетленнĕ. — Михаил Иванович Юрьевăн ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ çинчен çырнисем питĕ сахал. Çук тесен те йăнăш пулмасть. Унăн пурнăçне тĕпчекенĕ те Трак тăрăхĕнчи пĕртен-пĕр тавра пĕлỹçĕ В.З. Константинов çеç. Манăн ĕçĕн тĕллевĕ — М.И. Юрьевăн пурнăçне, ĕç-хĕлне, пулта-рулăхне пĕтĕмĕшле пăхса тухасси, унăн сумлă ячĕ чă-ваш историйĕпе культурин-че паллă вырăнта пулмаллине кăтартасси, — вулатăп кĕнекере. Владимир Захаровичпа çыхăнса калаçнă хыççăн çакна пĕлтĕм: вăл 1990 çулта М. Юрьев çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май “Ял пурнăçĕ” хаçатра унăн биографипе ĕçĕ-хĕлне çыхăнтарса статья пичетленĕ иккен. Стайине те, тухнă материалсене те Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ю.Е. Дуброва пани çинчен пĕлтерчĕ. М. Юрьева, пĕтĕм пурнăçне хаçат-журнал ĕçне панăскере, патшалăх ен-чен хаклани паллă-ха: вăл “Хисеп Палли” ордена (1960), “Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята (1968) тивĕçнĕ. Çапах та М. Юрьевăн пичет ĕçĕнчи пултарулăхне ĕçри юлташĕсен — паллă çыравçăсен унăн çавра юбилейлă çулĕсенче çутатса памалла пек те... Çавна пĕлес шутпа кăçалхи авăн уйăхĕнче Шупашкара çул тытрăм. Чăваш наци библиотекинче кун кунларăм. Мана кунта ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Трак тăрăхĕнчен килнине пĕлтерсенех, пĕр кăмăллă çамрăк хĕрарăм, библиотека сотрудникĕ ĕнтĕ, хăй те Çирĕклĕ кинĕ пулни çинчен пĕлтерчĕ, унтан тухнă республикăри паллă журналистăн Юрий Петрович Степановăн (Листопад) мăшăрĕ иккен. — Роза Васильевна Степанова, — паллаштарчĕ хăйпе. (Турри пурах иккен! — шухăшлатăп ăшăмра). М. Юрьев “Коммунизм ялавĕ” хаçатра 21 çула яхăн ĕçленине шута илсе (1941, апрель, 6 — 1973 июнь, 1) хаçатăн 1960, 1970, 1980 çулхи тĕркисене пăхса тухрăмăр. Кашни подшивкăрах юпа уйăхĕн 10-мĕш чыслисенче тухнă номерсем пурте пур, анчах Михаил Юрьевич Юрьев çинчен нимĕн те çук. Юлташĕсем хаçатçăна юби-лейлă çулсене те хăйсен хаçатĕнче саламлама та вырăн тупайман-ши? 1980 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕ хаçатăн ответлă секретарĕнче ĕçленĕ М. Юрьев пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă кун. Хаçат номерĕ çав кун пичетрен тухнă. Некролог вара çав но-мерте те, ун хыççăнхи номерсенче те çук. Мĕншĕн? Паллă мар... Çапах та шухăшлакан, ас тăвакан ырă çынсем те пур иккен. Акă ман умма “Хыпар” хаçатăн икĕ номерне илсе килсе хучĕç. Пĕри 2000 çулхи, тепри 2010 çулхи юпа уйăхĕсенче пичетлен-нĕскерсем. Павел Крысин журналист 2000 çулта хаçатри Астăвăм рубрикăра “Пĕр-ле ĕçленĕ юлташа асăнса”, 2010 çулти номерте вара Юбилей рубрикăра “Пурнăçпа тан утнă журналист” статйисене шăпах Михаил Иванович Юрьев (Нямань) журналистăн 90, 100 çулхи юбилейĕсене халалланă. Сăмах май Павел Афиногенович Крысин (псевдонимĕ Микиш Па-вăлĕ) — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă участникĕ. Чăваш АССР журналистсен пĕрлешĕвĕн правлени председателĕ, 1971 — 1988 ç.ç.— Михаил Иванович Юрьев чăваш журналистикин историне хăйĕн пултаруллă ĕçĕпе кĕрсе юлнă çын. Вăл малтанах ачасем валли кăларакан хаçат-журналта, унтан “Çамăрк коммунист” хаçатра (ун чухне çак хаçат икĕ чĕлхепе чăвашла-вырăсла тухса тăнă), каярахпа Чăваш ра-диора аслă редакторта, “Коммунизм ялавĕ” (хальхи “Хыпар” хаçатра) ответлă вырăнсенче ĕçленĕ, пур çĕрте те авторсен çырăвĕсене редакциленĕ. Çав вăхăтрах хăй те мате-риалсем çырма вăхăт тупнă. Литературăпа искусствăра, наукăра тава тивĕçлĕ ĕçсем тунă çынсен çуралнă кунĕсене хаçат-журнал-сенче палăртас ырă йăла пур. Чăннипе калас-тăк, çак йăлана журналистсем пуçарса янă. Çав вăхăтрах хăйсен хушшинче пулта-руллă ĕçченсем çинчен çырасси йĕркене кĕменнине пăшăрханса калама тивет, — çырать Павел Крысин “Пĕрле ĕçленĕ юлташа асăнса” статьяра. “Хатĕр пул” журнал секретарĕ Михаил Юрьев (Нямань) — ăста педагог, çамрăк литератор хăйĕн ĕçне питĕ юрататчĕ, жур-нала илемлĕ, интереслĕ кăларма тăрăшатчĕ” — çапла хакланă унăн ĕçне “Пионер сасси” хаçат редакторĕ Илья Алтын-Баш. “Çав çыннăн (Юрьевăн — П.К.) чунĕнче питĕ çирĕп шăнăр пур пуль теттĕм, вăл шутсăр нумай ĕçлетчĕ” аса илнĕ “Коммунизм ялавĕ” хаçатăн культура пайĕнче унпа пĕрле ĕçленĕ Валентина Минеева. Çапла пĕлтерет П. Крысин 2010 çулта М. Юрьев çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă туса “Пурнăçпа тан утнă журналист” статьяра. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Михаил Юрьев-Нямань литература ĕçĕсемпе те аппаланнине эпир пĕлетпĕр ĕнтĕ. Акă ман алра 1932 çулта пичетленнĕ “Хаваслăх” сă-вăсен пуххи. Кĕнекене 14 сăвă кĕртнĕ. Калăпăшĕ 1 пичет листи, 5100 экз. ти-ражпа. Редакторĕ Г. Краснов. 1933 ç. “Тантăшсене” сăвăсен пуххи кĕнекене пурĕ 13 сăвă кĕртнĕ. Калăпăшĕ 1,25 пичет листи, 5100 экз., редакторĕ Н. Васянка. 1934 ç. “Ешĕл вăй” 6 картинăллă пьеса. Тиражĕ 4000 экземпляр. Сăввисене пурне те тимлесех вуласа тухрăм. Ку сăвăсем пирки хамăрăн мухтавлă ентешĕмĕр Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер хăйĕн 2012 çулта Шупашкарта пичетленсе тухнă “Ентешсене пуç тайни” вырăсла “Поклон землякам” çырнисен пуххинче çапла каланă йĕркесем пур: “В деревне Сирикли увидели свет сразу три чувашских поэта, это Михаил Юрьев-Нямань (1910 — 1980), Прокопий Васильев (Иван Рони) (1903 — 1974), Василий Дмитриев (1906 — 1977). На их счету по нескольку сборников стихотворений, пользовавшихся большой популярностью в тридцатые-сороковые годы”. П. Крысинăн Астăвăмĕнче М. Юрьев журналистăн ĕçне хăй куçĕпе курса хаклани те пур. — Эпĕ Михаил Иванвич Юрьевпа чи малтан аллăмĕш çулсен пуçламăшĕнче вăл Чăваш радион аслă редакторĕнче ĕçленĕ вăхăтра паллашнă, вăл редакциленĕ материалсене диктор пулса радиопа та вуланă. Каярахпа “Комму-низм ялавĕ” хаçат редакцийĕнче унпа пĕрле ĕçле-ме тиврĕ, унта вăл малтан культура пайне ертсе пычĕ, кайран редакцин явап-лă секретарĕ пулса тăчĕ. Яваплă секретарь пỹлĕмне эпĕ яланах редакци штабĕ тетĕп. Вăл кирек мĕнле редакцире те çапла. Михаил Иванович пỹлĕ-мĕнчен çын татăлма пĕлместчĕ: редакцире ĕçлекенсен паянхи номере мĕн кайнине, васкавлăн мĕнле материалсем хатĕрлемеллине, фотокорреспондентăн сăн ỹкерме ăçта каймаллине пĕлмелле, телетайппа илнĕ ТАСС ин-формацинчен хăшне халех номере лартмалла — çак тата нумай-нумай ытти ыйтусене пурне те секретарĕн татса памаллаччĕ. Кунсăр пуçне, ун патне штатра тăман авторсем, çыравçăсем, композиторсем, художниксем, искусствăпа çыхăннă ытти çынсем тăтăшах пырса çỹретчĕç, Михаил Иванович ăшă кăмăлпа йышăнатчĕ, ĕçлеме чăрмантаракансемпе вăл хăçан та пулин сассине хăпартса сиввĕн калаçнине курман. Авторсем илсе пынă материалсене пăхса тухса, тỹрлетсе, вĕсене ырă сĕнỹсем парса кама кăна пулăшман пулĕ яваплă секретарь. М.И. Юрьева асăннă май тата çакна каламалла пулĕ: вăл мăшăрĕпе пĕрле вунă ача пăхса çитĕнтернĕ. Эпĕ редакцире ĕçленĕ вăхăтра профсоюз коми-течĕ пухусенче редакци ĕçченĕсен ачисем шкулта мĕнле вĕреннине те пăхса тухатчĕ. Çав пухусенче Михаил Ивановичăн ачисем туслăн, пĕрне-пĕри пулăшса, килĕштерсе ỹсни çинчен калатчĕç, шкулта лайăх вĕреннине палăртатчĕç. Вĕсене пурне те Михаил Юрьев тивĕçлĕ пĕлỹ панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел пулин те, çак çула вăл пурăнса çи-теймерĕ, çирĕм çул каярах çĕре кĕчĕ. Анчах унăн ырă ĕçне пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем манмаççĕ. Чăваш журналистикине тĕпчекенсем Михаил Иванович Юрьев ĕçне тивĕçлĕ хак парасса шанас килет, — вĕçлет хăйĕн асаилĕвне Павел Афиногенович... — Халĕ вăл та ку тĕнчере çук ĕнтĕ. Шупашкартан таврăнсанах “Тăван Атăл” журналăн иртнĕ çулхи номерĕсене уçкалама тытăнтăм. Акă ĕнтĕ аллăмра журналăн 2009 çулхи номерĕсем. Журналăн 1-мĕш номерне уçатăп. 133-мĕш страница. “Писатель арчинчен” рубрика: Анатолий Юман “Асăмри Нямянь, Михаил Иванович”. Вулатăп: иртнĕ ĕмĕрти 1960 — 1970 çулсенче Шупашкара пымассерен эпĕ халăх юратакан “Комму-низм ялавĕ” хаçат редакцине кĕрсе курма васкаттăм. Кунта яланах мана хаçатăн ответлă секретарĕ Михаил Иванович Юрьев-Нямань (1910 — 1980) хăйĕн пỹлĕмĕнче ăшшăн кĕтсе илетчĕ. Ĕçĕ тем пек нумай пулсан та çывăх тăван евĕрех калаçма ерçетчĕ вăл. Çав хушăра чĕлĕмне те çăвартан кăлар-мастчĕ, пуç çĕклемесĕр вулакан материалĕсене çине-çинех набора ăсататчĕ. Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен литератури çинчен ыйтса пĕлетчĕ. Мĕн тери ырă канашсем паман пулĕ Михаил Иванович! Вăл тăван чĕлхене юратма, тарăн шухăшла-ма, çырма вĕрентнĕ. Унăн анлă тавра курăмĕ, пысăк ăс-хакăлĕ, çынлăхĕ ман пата çырнă çырусенче яр уççăн курăнать. Анатолий Федорович Ермилов-Юман Ульяновск облаçне кĕрекен Пухтел районĕнчи Чăваш-касси ялĕнче 1932 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Унтах нумаях пулмасть вилнĕ. 1967 çултан-па Раççей журналистсен Союзĕн, 1983 çултанпа СССР писательсен Союзĕн членĕ, Раççей Федера-цийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 40 ытла кĕнеке авторĕ. Акă мĕн вуласа пĕлетпĕр М. Юрьев А. Юман патне çырнă çырусенчен: “1974 çулхи январĕн 22-мĕшĕ. Шупашкар. Ырă кун пултăр, Анатолий Федорович! Çырăвна та, хăвăр çинчен çырса пĕлтернине те илтĕм. Тимленĕшĕн тавтапуç... Кĕскен хам çинчен: пурнăç чиперех пырать, кунпа çĕр яланах хулари библиотекăсенче иртет. Нумай пулмасть “Писатели Советской Чувашии” кĕнеке çырса пĕтертĕм. Пенсие тухнă хыççăн вăхăта (1973 ç., июнь, 1) пĕтĕмпех çавăнпа айкашса ирттертĕм. Малашнехи плансем: халиччен çыр-каланисене пĕр çĕре пухса кĕнеке пекки хатĕрлесшĕн. Кунсăр пуçне журналсене хутшăнма ĕмĕтленетĕп. Хаçатра ĕçленĕ чухне журналсем валли çырма вăхăт çукрахчĕ. Хаçат секретарĕн ĕçĕ мĕнлине хăвăрах лайăх чухлатăр... “1974 çулхи февралĕн 5-мĕшĕ. Шупашкар. Анатолий Федорович! Ку çырăва тахçанах çы-расшăнччĕ, анчах ниепле те алă çитереймерĕм. Сăмахăм акă мĕн пирки: сирĕн районти Каша (Кайсарово) ялĕнче В. Садайпа Ехрем Иванĕ çеç мар иккен. Тăван литературăшăн хыпса çунакансем тахçанах пулнă-мĕн. Çавсенчен пĕри — çав ялта çуралса ỹснĕ Кузьма Васильевич Репин. Вăл — 1889 — 1900 çулсенче çуралнă çын. Чĕмпĕр шкулĕнче вĕреннĕ. Граждан вăрçинчен хăрах урасăр таврăннă. 1920 çулта вилнĕ. К.В. Репин — литература историне кĕме тивĕçлĕ çын. Мĕншĕн? Мĕншĕн те-сен вăл хăй вăхăтĕнче сă-вăсем çырни, халăх хушшинче çỹрекен сăмах вĕççĕн çỹрекен халап-юмахсемпе сăвă-юрăсем пухни çинчен калакан хыпарсем пур.

(Вĕçĕ пулать).

Н. Семенов-Çемен Эреш.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика