13 ноября 2020 г.
Ман алăра "Чувашские переливы!" ятлă кĕнеке. Ăна мана Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, районти культура çурчĕн музăкçи, ăста купăсçă тата баянист, кунти халăх музыкин "Хавал" ансамблĕн илемлĕх ертỹçи Н. Никоноров парнелерĕ. Типографи сăрĕн шăрши те кайса пĕтменскерпе туллин паллашрăм. Кĕнекене аслă Атăл хĕрринче ларакан Куславкка тăрăхĕнчи купăсçăсем кăларма вăй çитернĕ. Ку ахальтен мар. Çак тăрăхра çĕршывĕпех палăрнă питех те паллă купăсçă, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ялĕнчи халăх хорĕн тата тăван ялĕнчи — Куснарти пултарулăх ушкăнĕн музыка ертỹçи пулнă Петр Петрович Шоркин пурăннă. Кĕнекен ум сăмахĕнче çапла çырнă: “Тахçан унăн ячĕ мăнаçлăн янăратчĕ, вăл купăсне тăсса ярсан вылякан кĕввисем радиоэфира тухса кашни киле кĕретчĕç, çынсем унăн юрри-кĕввине çырса илнĕ пластинкисене типтерлĕ упратчĕç. Ял каччи купăспа вылянă янăравлă чăваш кĕввисене çĕршыври чи лайăх студисенче çыра-çыра илнĕ, пластинкисем вара питех те пысăк тиражпа тухнă. Çакă вара музыка енĕпе ĕçлекен специалист-сене ку çыннăн таланчĕ пирки калаçтарнă. ... П. Шоркин пурăннă, пире ырăлăх парнеленĕ, тĕлĕн-тернĕ, хăйĕн ăсталăхĕпе савăнтарнă. Унтанпа чылай шыв-шур юхрĕ. Паянхи кунпа каласан, унăн пластинкисене “цифр” çине куçарман, произведенийĕсене сцена çинче вылямаççĕ, наци радиовĕпе памаççĕ, çакăн пек шухăш патне пырса тухатăн: ăна тĕрĕс мар “маннă” (С. Утемовăн “Играй, моя гармошка!” (2013 ç.) кĕнекинчен). Петр Шоркин — хăй тĕллĕн вĕреннĕ купăсçă, Куснар ялĕнчен. Унăн творчествине Куславкка районĕнче юратаççĕ, сума сăваççĕ. Петр Петрович купăспа вылянине кам курнă тата илтнĕ — ăна питех те пысăк ăста вырăнне хураççĕ. Пирĕн умăрта тĕп тĕллев — унăн мĕн пур пуянлăхне сыхласа хăварасси. “Кам иртнине пĕлмест, çавăн малашлăхĕ çук”, теççĕ. Тĕрĕсех пулĕ. “Раççей купăсĕ шăпчăк пекех, пирĕн кăна çавăн пек кайăк пур”, — тенĕ паллă композитор А. Пахмутова. Çакăнпа килĕшмесĕр тăма май çук. Вырăс купăсĕнчен янăравлă музыка инструменчĕ урăх нихăш çĕршывра та çук пулĕ. Асăннă инструмента вара ачаранах юратнă, килĕштернĕ çынсем алла илеççĕ. Çак кĕнеке шăпах Чăваш Енре палăрнă купăсçăсем пирки. Купăсçа халăх хак парать. Çак хаклав вара укçаран та, тĕрлĕрен ятсенчен те хаклă. Такмак тата купăс уявĕ Раççейре пулмаллах! Пирĕн тĕллев — такмакçăсене, купăсçăсене, Чăваш Енри халăх пултарулăхĕн ăстисене Петр Шоркин юратнă Куславкка çĕрĕ çинче “Купăс выля, такмак янăра” уява пухасси кăна мар, çак паллă купăсçăна тивĕçлипе сума сăвасси, хисеп тăвасси. Паянхи ăру ун ятне тивĕçлипе пĕлтĕр, унпа мăнаçлантăр”. Кĕнекене Чăваш Енти ра-йонсенчи, Шупашкар хулинчи паллă купăсçăсене кĕртнĕ, сăн ỹкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Трак енрен унта эпир аван пĕлекен виçĕ купăсçă сăнланнă. Анатолий Алексеев (Яманак) 1956 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче çуралнă. Педагог, музыкант, аккомпаниатор. Трак енри тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕсемпе вăй хунă. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Купăсçăсен “Хавал” ансамблĕпе наци инструменчĕсен “Многоликая Россия” ятлă оркестрсемпе ансамбльсен Пĕтĕм Раççейри 2-мĕш фестивалĕнче, çĕршывăн тĕп хулинчи П. Чайковский ячĕллĕ концерт-залĕнче иртнĕ гала концертĕнче, тĕрĕк тĕнчин “Урмай-залида” Пĕтĕм тĕнчери культура фестивалĕнче тупăшнă. Георгий Ефимов-Тусли (Пайсупин) 1947 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче çĕр çине килнĕ. Журналист, тĕрлĕ премисен лауреачĕ. Обществăлла ĕçре хастар, Трак енри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн председателĕ. Хăй тĕллĕн аталаннă купăсçă, Раççейри, республикăри, районти смотр-конкурссен лауреачĕ, паллă купăсçă тата такмакçă, шỹт ăсти. Юрий Романов 1946 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче çĕр çине килнĕ. Чылай тапхăр автотранспорт тытăмĕнче ĕçленĕ: гараж начальникĕ, вĕрентỹ мастерĕ, автобус водителĕ. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор. Районти культура çурчĕ çумĕнчи купăсçăсен “Хавал” ансамблĕпе наци инструменчĕсен “Многоликая Россия” оркестрсемпе ансамбльсен Пĕтĕм Раççейри 2-мĕш фестивальне, Мускаври П. Чайковский ячĕллĕ концерт залĕнче иртнĕ гала-концерта, тĕрĕк тĕнчин “Урмай-залида” ятлă Пĕтĕм тĕнчери культура фестивальне хутшăннă. Тĕрлĕ тĕслĕ сăн ỹкерчĕксемпе илемлетнĕ кĕнеке çăмăллăн вуланать. Унпа эсир районти вулавăшăн тĕп библиотекинче паллашасса шанас килет. Г. Борзин.