13 ноября 2020 г.
Унăн хайлавĕсем республикăра тухса тăракан хаçат-журналта пичетленнĕ. Паллăрах кĕнекисем: "Сталин грамоти", "Çĕрĕллĕ хура кушак", "Вăхăта парăнман юрату", "Танец в ночи", "Загубленный рай".
— Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
— Хамăрăн тăван чĕлхепе çырнинчен хакли нимĕн те çук.
— Мĕн хавхалантарать сире çырма?
— Тăван чĕлхе.
— Юратнă поэт, прозаик.
— Поэтсем — Николай Теветкел, Александр Пушкин. Прозакисем — Лаврентий Таллеров, Эрнест Хемингуэй. Художник — Анатолий Миттов.
— Юратнă кĕнеке.
— Лаврентий Таллеровăн "Шеремет" романĕ.
— Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа? — Василий Шукшинпа. Унăн "Брат мой..." кĕнеки чаплă.
— Пурнăç девизĕ.
— Малаллах пурăнмалла. Мĕн планланине пурнăçлама тăрăшмалла.
— Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
— Мăшăрăма — Татьяна Лаврентьевнăна.
О. Иванова.