13 ноября 2020 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе 2021 çула республикăра Сăр тата Хусан оборона чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе пĕлтернĕ. Халĕ ку тĕлĕшпе вырăнсенче ĕç-пуç тытăннă ĕнтĕ. Шкулсенче хальхи вăхăтра Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннă çынсен паттăрлăхне халалласа уçă уроксем, паттăрлăх сехечĕсем, куравсем тата ытти мероприятисем иртеççĕ. Нумаях пулмасть пур çĕрте те "Строителям безмолвных рубежей..." ятлă асăну акцийĕ пулчĕ. Ку шăпах асăннă çулталăкри мероприятисене старт пачĕ. Унтанпа сакăр теçетке çул çитет пулин те, çав вăхăтсене куççульсĕр аса илме çук. Ытла та йывăр пулнă-çке шартлама сивĕ тăнă çанталăкра вăрçă хирне тухса каяйман ватă-вĕтĕне, хĕр ачасене. Историрен çакă паллă: Тăван çĕршывăн 1941 çулхи Аслă вăрçи пуçлансан хаяр та ирсĕр тăшман вун-вун хулапа яла питĕ кĕске вăхăтра ярса илнĕ, тĕпрен илсен, хỹтлĕх линийĕсем çукран. Мускав патнех çитнĕ ирсĕр нимĕçсем. Çакна шута илсе пысăк хуласем тавра окопсем чавма йышăннă. Çĕршывăн Оборона патшалăх комитечĕн 1941 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш АССРĕн Халăх комиссарĕсен канашĕ тата ВКП(б) Чăваш обкомĕн бюровĕ пирĕн республикăра Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисен строительствине тумаллине палăртнă. Унта 17 çултан аслăрах, çирĕп сывлăхлă çынсене явăçтарма сĕннĕ.
Хỹтĕлев чиккисем тума — йышăну
Чăваш Ен территорийĕнче çарпа уй сооруженийĕсем (военно-полевые сооружения, ВПС) пĕтĕмпе улттă пулнă: Сăр строительство чикки: центрĕсем — Етĕрне, Çĕмĕрле, Пăрачкав тата Улатăр. Иккĕшĕ Хусан енпе: Октябрьски тата Тăвай ялĕсем. Вун-вун пин çын тата апат-çимĕç тиенĕ лавсем вăрăм çула тухнă. Хальхи Чăваш Ен патшалăх архивĕн информацийĕ тăрăх, хỹтĕлев сооруженийĕсем тума 171450 çын, 13660 лаша хутшăннă. Строительствăна “кунсерен вăтамран 85 пин çын хутшăннă, уйрăм кунсенче çак цифра 110 пин çынна та çитнĕ”. Хỹтĕлев сооруженийĕсен строительствинче ăмăртусем йĕркелесе янă: çак ĕçсене пахалăхлă пурнăçламалла тата ĕçе хăвăртрах пĕтермелле. Малта пыракан коллектива куçса çỹрекен Хĕрлĕ ялавпа чысланă. Ыттисене — ырă тĕслĕх кăтартакан участоксене, бригадăсене, звеносемпе уйрăм çынсене хавхалантармалли тытăма пурнăçласа пынă. Окоп чавма янă çынсене ĕç бригадисене пĕрлештернĕ. Унта 50 çын таран пулнă. “Кашни районăн хăйĕн рабочийĕсене ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле пулнă: кĕреçесемпе, лумсемпе, катмаксемпе, кувалтăсемпе, пăчкăсемпе, наçилккасемпе тата ыттипе. Рабочисене ĕç материалĕсемпе (ĕç хатĕрĕсемпе, вăрманпа, цементпа, кирпĕчпе тата ыттипе) тивĕçтерес енĕпе мерăсем йышăннă. Халăха çывăхри ялсенче, бараксенче, вăрманти тата ытти организацин çурчĕсенче вырнаçтармалла, çĕр пỹртсем тумалла. Колхозсен шучĕпе апат çитермелле, котлопунктсем йĕркелемелле”, — палăртнă çав вăхăтри документсенче. Чăвашстройтрест пулемет дзочĕсем валли тимĕр-бетон “калпаксем” тума пуçланă. Артельсем ĕçлекенсене пуртă тата кĕреçе аврисемпе, йывăç кашăк-чашăкпа, çăпатапа, алсиш-нускипе тивĕçтернĕ. Окоп чавас ĕç пĕр канмалли кунсăр пынă. Темĕнле сивĕ кунсенче те, сывлăш температури 40 градусран аяларах ансан та, ĕçлеме чарăнман. Прораб участокĕсен начальникĕсем пулма ВКП(б) райкомĕсен пĕрремĕш секретарĕсене тата халăх депутачĕсен райсовет ĕçтăвкомĕсен председателĕсене çирĕплетнĕ. Вĕсен "хăйсен районĕсенче" тивĕçлĕ йĕрке тумалла пулнă. Апла пулин те çынсен ĕç тата пурăнмалли условисем çав тери йывăр пулнă. Ăшă тумтир çитмен. Çынсене вăхăтлăха та пулин ăшăнса тăма ăшă хуралтăсем пулман. Вĕсем сивĕ бараксенче, палаткăсемпе шалашсенче пурăннă. Алăран лумпа кувалта кайман, çавăнпа алса тулĕ, урари çăпата хăвăрт юрăхсăра тухнă. Ыйтăва татса пама пушăтпа, çăпатапа тивĕçтерме тытăннă. Апачĕ пĕр евĕрлĕ, начар, япăх пулнă. Хăш-пĕр чухне апат-çимĕçпе вăхăтра тивĕçтерменрен рабочисен темиçе талăк апатланманни те пулнă. Хăшĕ-пĕри çакăн пек лару-тăрăва чăтайман, стройкăран тарнă. Анчах вĕсене тытнă, тĕрмене хупнă. Саккунĕсем çав тери çирĕп пулнă ун чухне. Ĕç хатĕрĕсем çитмен. Вырăнта медицина пулăшăвĕ парассине йĕркелемен, тухтăрсем те унта тухса çỹремен. Питех те сивĕ тăнăран çынсен аллисене, пит-куçне тăм илнĕ. Çĕр чул пек пулса тăнă. Ăна вутпа хутса ăшăтни те уссине паман. Апла пулин те çынсем чунĕпе ĕçе парăннă пулнă, вĕсем фронтра çапăçакан ашшĕсемпе пиччĕшĕсене, тăванĕсене аса илнĕ. Тăшман хỹтĕлев линине татса ан кĕтĕр тесе тăрăшнă, умри тĕллеве пурнăçланă.
Халăх çĕнтерĕвĕ
Темĕнле йывăр пулнă пулин те, Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене палăртнă вăхăтра туса пĕтернĕ. Сăр тăрăхĕнчи ĕçсене 45 кунта — 1942 çулхи январĕн 20-мĕшĕ (Улатăр, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Тăвай — срокчен), Хусан енчи строительство ĕçĕсене 1942 çулхи январĕн 25-мĕшĕ тĕлне вĕçленĕ. Чăваш Енĕн хальхи историйĕн Патшалăх архивĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Сăр тата Хусан чиккисен Чăваш Енри пĕтĕмĕшле тăршшĕ 380 километрпа танлашнă, 3 миллион кубла метр çĕр кăларнă, дзотпа пемелли 1600 площадка, 1500 çĕр пỹрт тунă. Кунне çын пуçне 1,42 кубла метр çĕр кăларнă. Манăн алăра 6-мĕш №-лĕ ВПС начальникĕ Кузин Чăваш АССР Совнаркомĕн председателĕ А. Сомов патне янă рапорт: "Асăннă тапхăрта 6-мĕш №-лĕ ВПС, тĕпрен илсен, çак ĕçсене пурнăçланă: Красноармейски районĕпе (участок начальникĕ Повшко, политчаç енĕпе ĕçлекен çумĕ Еремеев): танксене хирĕçле чăрмавсем тунă — 10,6 км; мĕн пур сооруженисемпе çĕр ĕçĕсем пурнăçланă — 147,9 пин кубла метр; хỹтĕлев сооруженийĕсем тунă — 72; çĕр пỹртсем — 29. Çав вăхăтри документсенчен çакă паллă: строительство ĕçĕнче чăн-чăн паттăрлăх кăтартнисене, палăрнисене патшалăх наградисемпе чысланă, Хисеп грамотисем панă, сăнĕсене Хисеп хăми çине кĕртнĕ, чи лайăххисене 100 тенкĕ укçан преми парса хавхалантарнă.
Окоп чавма Тракенсем те хутшăннă
Манăн анне, Мария Борисовна Борисова, Упи ялĕнче 1923 çулхи юпа уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вăл халĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Хаклă çыннăм каласа пани халĕ те асран тухмасть. “Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи никама та шеллемерĕ. Мĕн пур вăй питти фронтра ун чухне. Яла ватти-вĕтти çеç юлнă. 1941 çулхи декабрьте пире Тăвай райĕнĕнчи Пуянкасси ялĕ патне окоп чавма илсе кайрĕç. Эпĕ ун чухне 18 çул тултарнăччĕ. Хĕл питех те сивĕ килчĕ ун чухне. Сывлăш температури 40 градусран та аяларах анатчĕ. Алăра — лум. Шăн çĕре чаватпăр. Лум пăнк! сасă кăларса çав çĕр çине лекет те 5 пус евĕр чухлĕ хăпăнать вăл. Чăтрăмăр, тỹсрĕмĕр. Çав окопа палăртнă вăхăт тĕлне чавса пĕтертĕмĕр. Каярах çамрăк вăхăт вăрман каснă çĕртре иртрĕ. Эпĕ каснă йывăç Трак ен халăхне те ăшăнса пурăнма çитет пулĕ”. Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ пулнă В. Михайлов сăмахĕсем аса килеççĕ. “Эпĕ Тăвай районне кĕрекен Пуянкасси ялĕнче çуралнă. Хусан хỹтĕлев чикки шăпах пирĕн ял çумĕпе иртсе кайнă. Окоп чавакансем пирĕн патăрта та пурăннă, тетчĕ анне. Вĕсем хушшинче Трак ен çыннисем те пулнах ĕнтĕ. Çав паттăрсем пирки пĕр-пĕр кĕнеке çырмаллах”, — тетчĕ Василий Михайлович редакцире пулнă чухне. Манăн анне евĕр Трак тăрăхĕнчи тата миçе çын хỹтĕлев сооруженийĕсем тума хутшăннă-ши? Ку ыйтăва уçăмлатма пирĕн малалла та ĕçлемелле-ха. Манăн алăра 1942 çулхи январĕн 26-мĕшĕнчи ВКП(б) Красноармейски райкомĕн ларăвĕн 117-мĕш №-лĕ протоколĕ. Лару ĕçне унăн членĕсем — Н. Григорьев, Н. Гладков, А. Краснов, Е. Дмитриева, Г. Томасов, райкомăн пай заведующийĕсем — парти райкомĕн секретарĕн пулăшуçи Г. Филиппов, парткабинет заведующийĕ И. Еремеев, НКВДăн районти уйрăмĕн начальникĕ Ф. Чугунов, район прокурорĕ К. Петров хутшăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйту: "Оборона чиккисене тума хутшăннă çĕрте уйрăмах палăрнă ентешсене правительство наградисем тата премисем пама тăратасси". Ку ыйтупа Н. Григорьев тухса калаçнă. Йышăннă: а). Оборона чиккисене тума хутшăннă çĕрте уйрăмах палăрнă ентешсене правительство наградисем пама тăратас (Мускава): 1. Василий Ильич Ильина, строительствăн десятникне. Типçырма ял советĕнчи "Пахарь" колхоз членне. 2. Агафия Тимофеевна Тимофеевăна, çĕр чавакана. Карай ял советĕнчи Войков ячĕллĕ колхоз. 3. Иван Степанович Еремеева, политчаçăн участок начальникĕн заместительне. ă). Оборона чиккисене тума хутшăннă çĕрте палăрнă çак çынсене Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн наградипе чыслама тăратас: 1. Димитрий Андреевич Андреева, оборона чиккисен прорабĕн пулăшаканне-районти çĕр пайĕн техник-строительне. 2. Игорь Львович Богаевские, 6-мĕш №-лĕ ВПСăн 2-мĕш участок инженерне. Алла тата тепĕр документ — Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн 1942 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнчи Указĕ лекрĕ. Унта оборона чиккисене тума хутшăннисене Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланисен хушамачĕсене кăтартнă. Красноармейски районĕнчен çак çынсем кĕнĕ унта: 71. Димитрий Андреевич Андреев, прораба пулăшаканĕ, техник-строитель. 72. Федора Егоровна Егорова, çĕр чавакан, Мартынкасси ял советĕнчи "Знамя Ленина" колхоз колхозници. 73. Елена Осиповна Осипова, çĕр чавакансен бригадирĕ, Янкас ял Советĕнчи Тельман ячĕллĕ колхоз колхозници. 74. Анна Павловна Павлова, çĕр чавакан, Именкасси ял Советĕнчи Молотов ячĕллĕ колхоз колхозници. 75. Павел Тимофеевич Павшко, стройучасток начальникĕ. 76. Александра Прокопьевна Селянкина, Красноармейски районĕн тĕп больницин медсестри. 77. Анатолий Алексеевич Тяжеловатых, прораб. 78. Иван Николаевич Финдюков, ВКП(б) Красноармейски райкомĕн пай заведующийĕ. Вăхăт шăвать, нумайăшĕ манăçса пырать. Хуласемпе ял-поселок тавра оборона линийĕсем тăвасси чăнласах пĕтĕм халăх ĕçĕ пулнă. Чăваш Енре вĕсене чавас çĕрте вун-вун пин çын ĕçленĕ. Ахальтен мар Чăваш Ен Пуçлăхĕ О. Николаев Сăр чиккин строительстви пирки астăвăма упрама чĕнсе калать. Вăл çак пулăма халăхăн чăн-чăн паттăрлăхĕ тесе палăртать. Пирĕн çав паттăрлăха асра тытмаллах. Нимĕн те ан манăçтăр. Ю. Борисов.