АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “2035 çулсем валли Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕ” пирки калакан саккун проектне пăхса тухн

13 ноября 2020 г.

 Чỹк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна регион Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусене пăхса тухиччен, чи малтан Олег Николаев кăшăл вирус амакĕ таврара алхаснă тапхăрта хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине, профилактика ĕçĕсем пирки манма юраманнине асăрхаттарнă. Обществăлла апатлану вырăнĕсенче уйрăмах çỹлерех палăртнă ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрма хушнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ каç кỹлĕм ĕçлекен учрежденисем пирки чарăнса тăнă, уйрăмах вĕсенче ытларах йĕрке пăсни сисĕнкелет тенĕ сăмаха малалла тăснă май. COVID-19 чирĕ сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем умне пысăк йывăрлăх кăларса тăратать. Специалистсем кунне-çĕрне пăхмасăр чирлисене пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе пулăшу пама пикенеççĕ. Халăх енчен те çирĕп йĕркесене пăхăнмасть пулсан, нимĕн шухăшласа тăмасăрах тата та çирĕпрех мерăсем йышăнма тивĕ тенĕ регион Ертỹçи. Калăпăр, Мускавра тата ытти хăш-пĕр регионсенче лару-тăру çирĕпех мар, чирлекенсен йышĕ ỹссе пыни пурсăмăра та шухăша ярать. Енчен те предпринимательсем кафе е тата ытти заведенисенче специалистсен сĕнĕвĕсене пăхăнса ĕçлемесен, чир-чĕр алхасасси куçкĕретех. Кун пирки никамăн та манма юрамасть, питĕ асăрхануллă пулмалла. Паян кун йĕркине кĕртнĕ пысăк ыйтусенчен пĕри Чăваш Республикин 2035 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ пирки калакан ĕç хутне тишкересси. Саккун проектне ертỹçĕсем тарăн тишкернĕ, тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. “2035 çулчченхи Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕ” саккун проектне пăхса тухнă. Тĕп тĕллевсенчен пĕри — 2024 çултан пуçласа 2030 çулччен Раççей Федерацийĕн аталанăвне ỹстерсе пырасси, наци тĕллевĕсене пурнăçа кĕртесси. Чи приоритетли — регионта пурăнакансен кашнин пурнăç условийĕн шайне лайăхлатасси. Республикăн инвестици илĕртỹлĕхне ỹстерес ыйту та кун йĕркинчех тăрать. “Стратегине пурнăçламалли тĕп никĕс хывмалла, пĕтĕмпех вăл ăнăçлă пуласси унтан килет”, — тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев. Республика Правительствин членĕсем паян 2020 çулхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче республика бюдже-чĕпе епле ĕçленин пĕтĕмлетĕвне пăхса тухнă, çирĕплетсе хăварнă. Республика хыснин кăçал тăхăр уйăхри тупăшĕ 49853 млн тенкĕпе танлашнă, 2019 çулхинчен 23,8 процент пысăк пулни сисĕнет, тăкак пайне илес пулсан — 44345,4 млн тенкĕ. Чăваш Республикин республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн кăçалхи тăхăр уйăхри тупăшĕ сахал мар хăпарнă, 18 процент таран ỹснĕ, вăл 53333,5 млн тенкĕпе танлашать. Республикăн харпăр хăй тупăшĕ те ỹссех пырать, ку енĕпе Атăлçи федераци округĕнче Чăваш Ен кăтартăвĕ 3-мĕш вырăнта тăрать. Чăваш Енĕн консолидированнăй бюджечĕн тăкак пайĕ 49621,3 млн тенкĕ, 2019 çулхипе пăхас пулсан кăтарту 25,4 процент чухлĕ ỹснĕ. Социаллă культура сферине бюджетран 36839,9 млн тенкĕ тăкакланă, пĕлтĕр-хинчен 24,5 процент чухлĕ нумайрах. Чăваш Республикин строительство министрĕ Александр Героев хăйĕн докладĕнче çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттернĕшĕн тăкаксене саплаштарма укçа енчен пулăшу пулнине хыпарланă. Олег Николаев энерготухăçлăх технологийĕ çине тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. “Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттернĕ чухне вăл технологисене тĕпе хывни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тепĕр тесен, федераци енчен те пулăшу куçасси куçкĕретех”, — тенĕ вăл. Регион ертỹçи çỹлерех палăртнă ыйтупа ĕçлекен министерствăсене коммерциллĕ банксемпе ĕçлеме, ятарлă счетсене вĕсенче уçса пырсан тен аванрах та пулĕ. Взнос тỹленĕ чухне процент ыйтмаççĕ, çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттернĕшĕн куçаракан укçасемпе вăл банксем урлă ĕçлеме лайăхрах тенĕ сăмаха çавăрса.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика