АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Мобильлĕ контролер” — тĕрĕслевре

13 ноября 2020 г.

“Мобильлĕ контролер” — тĕрĕслевре

 Икĕ эрне хушшинче "Мобильлĕ контролер" пулăшу кỹнипе Чăваш Енре санитарипе эпидемиологи правилисене пăснă 100-е яхăн тĕслĕхе шута илнĕ. Сервиса республикăри мĕн пур районсемпе хуласенче йĕркеленĕ мобильлĕ ушкăнсем усă кураççĕ. Специалистсем обществăлла транспортра, суту-илỹ центрĕсенче, вĕренỹ учрежденийĕсенче, обществăлла апатлану предприятийĕсенче коронавирус ан сарăлтăр тесе правилăсене мĕнле пăхăннине тĕрĕслеççĕ. Октябрĕн 26 — ноябрĕн 8-мĕшĕсенче “Мобильлĕ контролер” пулăшу кỹнипе 3,2 пин объект тĕрĕсленĕ. Сервиса Красноармейски, Етĕрне, Тăвай, Улатăр районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр тата Çĕмĕрле хулисенче йĕркеленĕ мобильлĕ ушкăнсем туллин усă кураççĕ. Мобильлĕ ушкăнсен управлени тытăмне тата “Мобильлĕ контролера” “ИСЕРВ” компани специалисчĕсем туса хатĕрленĕ. Организаци хăйсем ăсталанă ĕçне Чăваш Енри муниципалитетсене тỹлевсĕр панă, çапла май коронавирусăн çĕнĕ инфекцийĕ пирĕн тăрăхра ан сарăлтăр тесе хăйсен сумлă тỹпине хывнă. “Мобильлĕ контролер” приложени тĕрĕслев валли мобильлĕ ушкăн йĕркелеме, маршрут туса хума, вырăнсенче правилăсене пăснă тĕслĕхсене тупма пулăшать. Сервиса тĕрĕслев ушкăнĕнчи кашни çыннăн сотовăй телефонĕ çине вырнаçтараççĕ. Вăл е ку объектри тĕрĕслев кăтартăвĕсене “контролера” кĕртеççĕ. Тĕрĕлевçĕсем çак тытăма вырăнсенче правилăсене пăснă сăн ỹкерчĕксене е видео вырнаçтараççĕ, миçе акт е протокол çырнине кăтартаççĕ. Рейд кăтартăвĕсене çийĕнчех сервер çине куçараççĕ. Çакна палăртмалла: “Мобильлĕ контролер” приложени правилăсене пăснă тĕрлĕрен тĕслĕхсене — маска режимне еплерех пăхăннине, объектра антисептик япалисем пурри-çуккине, пĕр-пĕрин хушшинче дистанцие мĕнлерех пăхăннине тата ыт. те — “асăрхать”. Кашни муниципалитетрах диспетчерсен автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсем пур. Яваплă специалистсем кашни кун валли маршрутсем туса хатĕрлеççĕ, рейдсенчи кăтартусене тишкереççĕ. Информаци тытăмĕнче мобильлĕ ушкăнсен мĕн пур маршручĕ-сем, объектсен тĕрĕслев кăтартăвĕсем упранаççĕ. “Мобильлĕ контролер” приложение усă курни мобильлĕ ушкăнсен ĕçне туллин йĕркелеме, рейдсенче тĕрĕс хыпар илме тата пухма, каярах вĕсене тишкернĕ чухне ĕç вăхăтне перекетлеме май парать”, — тет ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ М. Анисимов. Муниципалитетсен территорийĕсенче “Мобильлĕ контролер” приложение еплерех усă курнине коронавирус инфекцийĕ сарăлнине асăрхаттарас тĕлĕшпе ĕçлекен республикăри оперативлă штаб ларăвĕ-сенче кашни эрнерех тишкереççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика