АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » М. Няманьпе — Михаил Иванович Юрьевпа мăнаçланатăп

10 ноября 2020 г.

М. Няманьпе — Михаил Иванович Юрьевпа мăнаçланатăп

1957 çулхи ака уйăхĕ. Эпĕ çиччĕмĕш класра вĕренекен шкул ачи. Çуркуннехи шыв-шур вăхăчĕ. Пире, Кĕçĕн Шетмĕри çичĕ çул вĕренмелли шкулта таврари ялсенчен çỹрекен ачасене, çуркуннехи каникула янăччĕ ĕнтĕ. Каникул шăпах тата мăнкун эрнипе пĕр килнĕччĕ. Манăн тăван ялăм — Кăмакал Кĕçĕн Шетмĕ юхан шывĕ хĕррипе улăхлă-çаранлă айлăмлă вырăнта тăсăлса ларать. Ялта пурĕ те 33 пурăнакан кил кăна пулин те, икĕ урама пай-ланса, лапсăркка йăмрасем айĕнче, аякран пăхсан самаях пысăк ял пек курăнать. Тури урам Кĕçĕн Шет-мĕн сулахай çыранĕ хĕррипе вырнаçнă пулсан, Анатри урама вара çурçĕр енчен юхса анакан Çỹремет çырми икĕ пая уйăрать. Кĕçĕн Шетмĕ çуллахи шăрăх кунсенче те шăнкăртатса юхса выртать пулсан, Çỹремет çырми вара типсех ларать. Вăйлă çумăрсем вăхăтĕнче кăна хăй чăнах та юхан шыв пулнине кăтартать. ...Таврара шурă юр самаях кайса пĕтнĕччĕ ĕнтĕ. Хĕвел питĕнчи тỹпемсем-пе сăрт çамкисенче ир пуçласа каçченех путек-сурăх сассипе пĕрлех ача-пăча кăшкăрашса шавлани те илтĕнсе тăратчĕ. Шетмĕ хĕррипе вырнаçнă хăвалăх та кăчка ларнăччĕ. Унта та кунта хĕвеле тỹртĕн сăрт айккисенче хĕрарăмсем хĕллехи вăхăтра хăйсем тĕртнĕ пир-авăр таврашне шуратма сарнине курма пулатчĕ. Çапла каникул вăхăчĕ те вĕçленсе пыратчĕ ĕнтĕ. Хитре хĕвеллĕ вырсарникун шурă юр виттинчен тасалнă йăмрасем çинче ирех кураксем шавлаççĕ. Янкăр кăвак тỹпере тăри сасси чуна хавхалантарать. Кĕçĕн Шетмĕ, пăртан тасалса çырантан аннă пулин те, çаплах йывăррăн шавласа юхать-ха. Çỹремет çырминче те çурхи шыв, самаях чакнă пулин те, тăрăлман-ха. Вăл вăхăтра ялти халăх авалхи мăнкун уявне питĕ уявлатчĕ. Эрнипех шав-лăччĕ ялта. Çитĕннĕ вăй питти çынсемпе ватăсем тăван-хурăнташĕсем е кỹршисем патне йышпа хăнана çỹретчĕç. Шкулта пире “мăнкун сиенĕ” çинчен учительсем ăнлантаратчĕç пулин те, эпир, ачасем, çак аслă уява çулсеренех хаваспах кĕтеттĕмĕр-ха. Чылайăшне çĕнĕ е таса çипуçпа курма пулатчĕ. Ирпе-ирех, мăрьесенчен тухакан кăвак тĕтĕмпе пĕрлех, кашни кил умĕнчех тутлă апат-çимĕç шăрши сарăлатчĕ. Юртан тасалнă сăртсем çине сурăхсем çитерме тухнă кашнин аллинчех кăнтăрлахи вăхăтра тăпăрчă е çĕр улми сарса пĕçернĕ икерчĕ, шурă çă-нăхран пĕçернĕ хăпартупа хуплу, купăста кукли, кашнин тенĕ пекех хĕретнĕ çăмарта, хăшин вара — чăх тукмакки те. Пирĕн ялта ачасен мăнкун умĕн маларах йĕтес туртасси йăлана кĕнĕччĕ. Йĕтесне вара эпир чăх йĕтессипе мар, хамăрăн алăри кача пỹрнисемпех пĕр-пĕринпе туртаттăмăр: хĕрлĕ çăмар-талла, кукăль сăмсилле е пĕр касăк тăпăрчă икерчил-ле... Вăлтмалли условисем пирки вара калаçса татăлаттăмăр: е япала тыттармалла, е ят каламалла мар. Чеереххисем вара час-часах çак “шурлăх” хуçисем пулса тăратчĕç. Никама та пăшăрхантарман çакă. Пурте савăнаттăмăр кăна! Шыв-шур вăхăтĕнче çуран çынсене каçса çỹреме Çỹремет çырми урлă çулсеренех каçă вырнаç-таратчĕç. Эпĕ те акă, кăнтăрла çитеспе, урасене атте туса панă вĕр çĕнĕ куплаклă çăпатасем сырса çитермене кайма тухнăччĕ, каçă патнелле васкатăп. Пшонкă енчен мана хирĕç, çуллахи пек çăмăл та капăр тумланнă, арçынпа хĕра-рăм килеççĕ. Арçынни хĕрарăма ĕлкĕрсе пыраймасть пулас та, иккĕшĕ тем харкашнă пек кăшкăрашса утаççĕ. — Кусем хуларан килекенскерсем ĕнтĕ, — тавçăратăп эпĕ, палламан çынсене сăнаса утса. Хĕрарăмĕ каçă урлă çăмăл-лăнах утса каçрĕ. Каялла çаврăнса пăхса арçынна темĕн каларĕ пулас та, васкасах малалла уттара пачĕ. Аллинче самаях пысăк хĕрлĕ тĕспе эрешленĕ шурă хутаç. Арçынни вара çаплах каçă çине хăпараймасть-ха. Эпĕ каçă урлă каçса ун патне çитсе тăтăм ĕнтĕ. Хăй хитре хăмăр костюмпа, шăлаварĕ те хăмăр тĕслĕ. Таса шурă кĕпе тăхăннă. Кăвак, сарă тĕслĕ йĕрсемпе капăрлатнă галстукпа. Урисенче пылчăкпа унтан-кунтан вараланнă хăмăртарах тĕслĕ ботинкăсем. Çара пуçăнах. Çỹçне хыçалалла туранă пулин те, шакланма тытăннă вырăнсем те пуç тỹпинче пулнă пек астăватăп. Çỹллĕ те сарлака çамкаллă, пысăк тăваткал куçлăхлă çын. Çỹллех мар, вăтам кĕлеткеллĕскер. Çак çын мана, ял ачине тỹрех ăслă, пысăк пĕлỹллĕ шухăшлавçă пек туйăннăччĕ. Унтанпа çур ĕмĕр иртрĕ пулин те паян та манăн умра çав сăнарах сыхланса юлнă. Тек: “Елькка! Елькка”, — текелесе мăкăртатать хăй. — Ку çынна эпĕ курнă вĕт-ха? Ухваниçсем патĕнче курнăччĕ пулас! — тỹрех пуçа пырса çапрĕ: — ку çын вĕт — Нямань! Михаил Иванович Юрьев ĕнтĕ... Сенттипе Эллин аш-шĕ... чухласа илтĕм эпĕ. Хĕрарăмĕ вара, шутсăр йă-рăскер, Пшонкăран, Ухваниçсен амăшĕн Вĕçелис акайăн йăмăкĕ вĕт... Сенттипе Эллине эпĕ иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕ-сенчех шкулта, пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех, пĕлнĕ-ха. Çав ачасем пирĕн яла хĕллехи каникул вăхăтĕнче кашни çулсеренех килетчĕç. Питĕ йĕлтĕрпе ярăнма юрататчĕç. Эпĕ вĕсене сăртран йĕлтĕрпе ярăнма тух-сан курнă. Иккĕшĕ те питĕ шухă ачасемччĕ. Чăвашла кăна калаçатчĕç пирĕнпе. Йĕлтĕрĕсем те вара иккĕ-шĕн те илемлĕччĕ, сăрлăччĕ, туйисем те шушкăллă, бамбук йывăçĕнчен тунăскерсем. Ухваниçсен пỹртĕнче хĕрарăмсем чăпта çапатчĕç вăл вă-хăтра. Элли вара чăпта çапакансене самантрах шурă хут листи çине ахаль кăранташпах сăрмаласа ỹкеретчĕ те пире, ачасене, кăтартатчĕ. Чăн-чăн çынсенех сăнласа ỹкернĕ ỹкерчĕксене курсан питĕ тĕлĕнеттĕмĕр. Эпĕ самаях хĕрĕнкĕ арçынна сулахай хулĕнчен ыталаса тытрăм та каçă урлă хуллен çавăтса каçартăм. Çынни тата турткалансах та тăмарĕ-ха, чиперех утма хăтланать. — Эс, ачам, мана Вĕ-çелỹксем патнех çитерсе яр-ха, — тет хайхискер. Ман пуçа тỹрех шкулта кĕçĕн классенче вĕреннĕ сăвă аса килсе кайрĕ. Ку сăвва çыраканĕ шăпах çак çын — Михаил Нямань пулнине чухласа илтĕм. Хĕ-пĕртерĕм те, кăштах хăюллантăм та пулас. Çынни тата манпа, шкул ачипе, хăйне пĕр тантăш çын пекех калаçнине сисрĕм-ши? — Эсĕ кам ачи пулатăн çак? — ыйтать хайхискер. — Çемен Максимовичăн! — хăюллăн ответлетĕп кăна. Аттене, вăл уй-хир бригадирĕнче ĕçленĕскере, ялта пурте çапла чĕнетчĕç те. — Во-он камсен эсĕ! Аçуна та, аннỹне те питĕ лайăх пĕлетĕп. Лайăх çынсем! — тет. — Кăштах хунă-ха эпĕ. Паян вĕт уяв! Мăнкуна ăсататпăр, — тет ман çине пăхса. Хăй çапах та ман çинерех таянса утать-ха. Эпĕ вара тек чăтса тăраймарăм, хам пултарнине те кĕттермесĕрех пĕлтерес-шĕн пултăм-ши? — Кирлĕ мар пире мăнкун — Тĕн уявĕ, Пирĕн çĕнĕ, Аслă кун — Май уявĕ! Тухăр пурте тумланса, Пурте капăр. Паян майăн уявне Уявлатпăр! Уçă сасăпа, хăюллăн, ударенисене кирлĕ пек сыпăксем çине лартса, сăвва янраттартăм. — Ку ман сăвă. Эпĕ ăна çамрăк чухнех çырнăччĕ-ха, — тет Михаил Ива-нович. — Эсĕ ăна пĕлетĕн-çке, — тет ман çине тĕлĕне-реххĕн те, мăнаçлăраххăн пăхса. — Пĕлетĕп! Шкулта пуçламăш классенче вĕ-рентнĕ пире. — Маттур! Маттур! — тет мана çурăмран лăпкаса. — Сăвăсем манăн татах та пулнă-ха ун чухне. Хăшне-пĕрне шкул ачисе-не вĕрентме ятарласа кăларнă хрестоматисем çине те кĕртсе хăварнăччĕ... Вăл шухăша кай-нăн пĕр вăхăт чĕнмесĕр, ман çине таянарах утрĕ. Эпĕ те нимĕн те калама пĕлмерĕм. Çав сăвăсен авторĕпе юнашар утса пыма тỹр килнĕшĕн питĕ хĕпĕртенĕччĕ ун чухне. — Шкулта лайăх вĕренетĕн пулĕ-ха? Хаçатсем вулатăн-и-ха? — каллех ыйтать ман çине ăшшăн, тинкеререх пăхса. — Вулатăп. Атте “Коммунизм ялавĕ”, “Ком-мунизм çулĕпе” хаçатсене кашни çулах çырăнать, — пĕлтеретĕп кăна. — Эпĕ хам шăпах “Коммунизм ялавĕ” хаçатра, редакцире ĕçлетĕп, — пĕлтерет аслă юлташăм. Çапла эпир сисмерĕмĕр те, Ухванеçсен килĕ умне çитсе те тăтăмăр. Ухваниçсен умĕнчен, хирĕçех инçех те мар, юхса выртакан Шетмĕре шыв йывăррăн, самаях хăвăртлăхпа, юхни хăлхана çĕнĕ çурхи сасăсем илсе килет. Уçтин аппа, Ухванеçĕн аккăшĕ, кантăк витĕр курнă пулас та, урам алăкне васкасах уçрĕ те хаклă йыснăшне Михаил Ива-новича-Нямане ыталаса илчĕ, часах кил хушшине çавăтса кĕчĕ. Эпĕ хама Михаил Иванович Юрьевпа çакăн пек тĕл пулса калаçнине хамăн юлташăмсене ун чухне те, çулсем иртнĕçем те пĕрре кăна мар мухтансах каласа панă ĕнтĕ. Манăн атте те Атăл леш енне хĕллехи сивĕсенче çуна кỹлсе лашапа вутă тиеме кайсан, килнĕ чухне тулли лавпа Шупашкарта Юрьевсен килĕнче çĕр каçни çинчен каласа панисене астăватăп. 1951 çулхи кĕркунне эпир Кĕçĕн Шетмĕ шкулне 2-мĕш класа çỹреттĕмĕр. Пĕр класра Кăмакал ялĕн-чен кăна 8 ачаччĕ. Пире вĕрентекен Анастасия Ильинична Ильина декретлă отпуска кайнă пирки пире çĕнĕ 1952 çулччен кỹршĕри Çирĕклĕ ялĕнче пурăнакан Веселова Анна Тихоновна учительница вĕрентрĕ. Пирĕнпе, класри 20 ытла шăпăрлансемпе, тỹрех пĕр чĕлхе тупма пултарчĕ çав тĕлĕнмелле пултаруллă, юратнă учи-тельница — чăн-чăн вĕрентекен. Кĕлеткипе пĕ-чĕкскер кăна пулин те, сăнран илемлĕччĕ, ачасемпе — пирĕнпе кăмăллăччĕ. Эпир те, самаях чăрсăррисем, класра уроксем вăхăтĕнче хамăра йĕркеллĕ тытаттăмăр, тăхтав вăхăтĕнче вара ун тавралла пуçтарăнаттăмăр, вăл хушнине йăлтах пурнăçлама тăрăшаттăмăр. Вăлах пире Çирĕклĕ ялĕнче çуралса ỹссе тĕнчипе паллă çынсем пулса тăнă Васильев Прокопий Васильевич (псевдоним Рони), экономика наукисен докторĕ (1943), профессор (1947), 03.07.1903 — 14.02.1974), Дмитриев Василий Дмитриевич (10.05.1906 — 29.08.1980) физиолог, биологи наукисен кандидачĕ, академик (1954), Юрьев Михаил Иванович (псевдонимĕ Нямань) (10.10.1910 — 07.05.1980) литература критикĕ, куçаруçă, журналист çинчен каласа паратчĕ. Çаксем пурте хăйсен пултарулăхне литература ĕçĕнчен — сăвăсемпе калавсем çырса çамрăклах чăваш пичетĕнче палăрнă çынсем пулни çинчен каласа пани манăн асăмра питĕ тарăна кĕрсе юлнă ĕнтĕ. Анна Тихоновна Иван Рони, Мĕтри Ваçлейĕ, Нямань çырнă хăш-пĕр сăвăсене пăхмасăр пĕлет-чĕ, пире каласа паратчĕ. Вăл каласа панипех эпир, ун чухнех, Михаил Иванович учитель пирĕн шкулта вĕрентнине, унпа пĕрле шкулта Александр Егорович Бачков (псевдонимĕ Алка) (27.11.1913 — 15.06.1977) чăваш халăх поэчĕ (1970), вырăс чĕлхи вĕрентнине, М. Юрьев шкул директорĕ пулса ĕçленине те пĕлнĕ. Вăхăт вĕçĕмсĕр малаллах шăвать. Эпир те ỹссе çитĕнтĕмĕр. Ĕнерхи шкул ачисем салтак тумне тă-хăнса, алла хĕç-пăшал тытса 3 çул çĕршыв хуралĕнче тăтăмăр. Тĕрлĕ-рен аслă шкулсенчен вĕренсе тухса аслă пĕлỹллĕ специалистсем пултăмăр. 1980 çулхи çу уйăхĕн пуçламăшĕ. Эпĕ ĕнтĕ ученăй агроном дипломне илнĕскер совхоз директорĕччĕ. Çурхи ĕçсем çав çулхине тин çеç пуçланатчĕç-ха. Виталий Гаврилов тракторист каçхине ман ĕç пỹлĕмне пынăччĕ... Вăл, йыснăшĕ, пирĕншĕн пуриншĕн те паллă çын Михаил Иванович Юрьев, Шупашкарта вăхăтсăр вилни çинчен пĕлтерчĕ. Ыран Юрьева пытарма кайма хăйне пĕр кунлăх ĕçрен хăтарма ыйтрĕ. Эпĕ ирĕк патăм. Хама темĕнле йывăр пулнине туйса илтĕм. Манăн та каяс килетчĕ Михаил Ивановича юлашки çула ăсатма. Паллах — хуçалăха ертсе пыраканшăн çур аки — ответлă вăхăт. Кĕске вăхăтрах татса памалли ыйтусем тупăнсах пыраççĕ ун пек чухне. Виталине Юрьевсен çемйине çак хурлăхлă йывăр вăхăтра лăпкăлăхпа чăтăмлăх сунса, эпĕ те вĕсен çемйипе пĕрле пысăк çухатушăн хурланни çинчен пĕлтерме хушрăм. Манăн кукка та, Алексей Абрамович Орлов, пушар инспекторĕнче вăй хураканскер, 10 çул каярах, шăпах çак вăхăтра Шу-пашкарта ирхине ĕçе кайнă чухне çул çинчех вилсе кайнăччĕ. Пĕлтерчĕç пулин те эпĕ каяймарăм, колхоз председателĕнче вăй хураттăм ун чухне. Анне кайрĕ пытарма. Алексей Ор-лов хамăрăн Упи вулăсĕн-че совет влаçн йĕркелекенсенчен пĕри пулнă. 30-мĕш çулсенче “Оборона” колохоз председателĕнче те вăй хунă пулнă. Çапла вара иртнĕ вунă çул хушшинче икĕ пысăк çухату пулчĕ манăн. Эпĕ хам та мĕн ачаранпах сăвăсемпе аппа-ланма юратнине пулах-и, тен, чăваш çыравçисем кăларса тăракан “Ялав”, “Тăван Атăл” журналсене 40 çул ытла ĕнтĕ çемье бюджетĕнчен çырăнса илетĕп. “Тăван Атăл” журналта юлашки çулсенче, уйрăммăнах районти Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн ертỹçи Иван Афанасьевич Прокопьев тăрăшнипе, çыхăнусем аталанма пуçларĕç. Иртнĕ çул акă журнал хăйĕн страницисене пирĕн район çыравçисене те уйăрса пачĕ. Тата журналăн уйăхсерен тухакан тиражĕ те пысăклансах пырать. Темиçе çул каярах кăна-ха вăл 1100-1200 экземплярпа пичетрен тухнă пулсан, кăçалхи иртнĕ çур çулта уйăхсерен 1900-шер е ытларах та экземплярпа пичетленсе пычĕ. Кунта, паллах, журналăн ун чухнехи редакторĕн Лидия Ивановна Михайловăн тỹпийĕ питех те пысăк пулнине палăртса хăварас килет манăн. Эпир те вулакансем, çавăн пекех çыракансем те журнала хамăр тă-рăхра сарма паянхи кун вăй çитнĕ таран тăрăшатпăр. Эпĕ хам та юлашки икĕ-виçĕ çул хушшинче районти библиотекăсемпе шкул-сене çулсерен 15-20-шер экземпляр хамăн пенси укçипе çырăнтарса патăм.

(Малалли пулать).

Н. Семенов-Çемен Эреш.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика