АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕн хисеплĕ çыннисене чысларĕç

10 ноября 2020 г.

Ял тăрăхĕн хисеплĕ çыннисене чысларĕç

 Чỹк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕри кану центрне ку тăрăхра пурăнакансем йышлăн пухăнчĕç. Сăлтавĕ те пулчĕ: çак кун кунта хăйсен хисеплĕ çыннисене "Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят панă май савăк мероприяти пулса иртрĕ. — Паян, чỹк уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕшĕн паллă та савăнăçлă, сумлă кун. Хисеплĕ, мухтавлă, пултаруллă, вăйлă, сăпайлă, ĕçчен, маттур çынсене, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ çыннисене чыслатпăр. “Нива” хуçалăхра ырми-канми тăрăшса ĕçлекенсене палăртатпăр, юрă-ташăпа савăнатпăр. Пурне те ăнăçу, телей, юрату, сывлăх сунса уява пуçлатпăр”, — янăраса кайрĕ праçнике ертсе пыраканăн сасси. Сцена çине Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне Г. Ефимовăна чĕнеççĕ. Галина Георгиевна ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнчи ларăвĕн йышăнăвĕпе паллаштарать. Депутатсем, пĕр саслă пулса, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата педагогика ĕçĕн ветеранне, Яманакра çуралса ỹснĕ Иван Терентьевич Терентьева тата Ванюшкасси ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Любовь Владимировна Афанасьева юрăçа, культура мероприятисен йĕркелỹçине пама йышăннă. И.Т. Терентьев 1915 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче Яманак ялĕнче çуралнă. Педагог, производствăн чăн-чăн йĕркелỹçи. Иван Терентьевич 1935 çулта Çĕрпỹри педагогика училищине, каярах Чăваш патшалăх учительсем хатĕрлекен институтăн физикăпа математика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, Хĕрлĕ Çарта 1939 _ 1946 çулхи май уйăхĕччен пулнă. Хаяр тытăçусенче тăватă хутчен аманнă. 1942 çулта кĕçĕн лейтенантсен курсĕнчен вĕренсе тухнă. Каярах Брянск фрончĕн командирсем хатĕрлекен курсĕнче пĕлỹ илнĕ. Аслă лейтенант, стрелоксен полкĕн штаб начальникĕн пулăшуçи (1943). Каярах — гварди майор. Тăван тăрăха таврăнсан математика учителĕнче, Янкасри тулли мар вăтам шкулăн вĕренỹ пайĕн заведующийĕнче тăрăшнă. Кĕçех И. Терентьева Яманакри 7 çул вĕренмелли шкул директорне (1950 çулччен тата 1954 çул хыççăн) çирĕплетеççĕ. 1950-1954 çулсенче ентеш Кĕçĕн Шетмĕри 7 çул вĕренмелли шкулти математика учителĕнче тимлет. 1956 çулта И. Терентьева “Красное Сормово” колхоз председательне суйлаççĕ, “Россия” колхоз председателĕн çумне (1960-1961) çирĕплетеççĕ. 1961-1972 çулсенче И. Терентьев Яманакри 8 çул вĕренмелли шкул директорĕн тилхепине тытса пырать. Çак тапхăрта типлă проектпа шкул çуртне хăпартса лартма май килнĕ. Вăрçăри паттăрлăхшăн И. Терентьева Хĕрлĕ Ялав (1943), Хĕрлĕ çăлтăр (1943), Отечественнăй вăрçăн 1-мĕш (1945), 2-мĕш (1943, 1944) степеньлĕ орденĕсемпе, “Прагăна ирĕке кăларнăшăн”, “Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн”, ытти медальсемпе наградăланă. И. Терентьев 1989 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Любовь Владимировна Афанасьева 1960 çулхи майăн 7-мĕшĕнче Ванюшкасси ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Юрăç, культура мероприятийĕсен ăста йĕркелỹçи. Красноармейски вăтам шкулĕнчен (1975) вĕренсе тухнă. Производствăра тăрăшнă: Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче, Çĕрпỹри райсельхозтехникăн ятарлă уйрăмĕнче, Шупашкарти промышленность тракторĕсен заводĕнче вăй хунă. Каярах асăннă заводăн клубĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективне ертсе пынă. Юлашки çулсенче Любовь Владимировна ЧР Культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин “Республикăри халăх пултарулăх çурчĕ” АУра методистра, аслă администраторта тăрăшнă. Л. Афанасьева Пĕтĕм Раççейри тата Чăваш Енри юрă фестивалĕсен конкурсĕсен çĕнтерỹçи, Чăваш наци конгресĕ йĕркелекен “Кĕмĕл сасă” конкурс лауреачĕ. Ăна ЧР Культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотисемпе, Челябинск облаçĕн, Тутар тата Пушкăрт Республикисен, Санкт-Петербург, Екатеринбург, ытти пысăк хуласен культура центрĕсен Тав хучĕсемпе чысланă. Вунă ял куллен тухатпăр Хамăр халăх нимине. Пурнăçра пĕрле пайлатпăр Хурине те шуррине. Пухăннисене çак паллă пулăм ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕх ертỹçи, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ çынни А. Львов саламларĕç. Г. Ефимовăпа А. Львов Л. Афанасьевăна тата И. Терентьевăн ывăлне — Александр Ивановича "Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ çынни" тесе çырнă хĕрлĕ хăю, свидетельство парса чыслаççĕ. Çак уяврах “Нива” ЯХПКан малта пыракан ĕçченĕсене парнесем пачĕç. Тăван ен, ытарми Шетмĕ ен, Эс пире çут малашлăх пиллен. Тăван ен пулнăран, Кăмăлсем тулнăран, Тав тăватпăр сана чĕререн. Епле уяв вăл юрă-ташăсăр? Праçнике килнисене “Çăлкуç” ушкăн, “Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ çынни” Любовь Афанасьева, Данила Ленский, Кристина Софронова юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе туллин савăнтарчĕç.

Тăван ен, тăрă шывлă Шетмĕ ен,

Вĕççĕн-вĕççĕн ялĕсем:

Çирĕклĕсем çирĕплĕ,

Кăмакалĕ кăмăллă,

Очкассийĕ уçăмлă,

Яманакĕ ятурлă,

Ешкилчĕсем яш чунлă,

Тăхăртаки çул хĕрри,

Пшонки ылтăн пул хỹри,

Ванюшкасси ачисем

Тута купăс ăстисем,

Танăшсем — халап-юмах ăстисем,

Ỹсекĕнчесем — юрă-ташă ăстисем.

В. Петрова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика