06 ноября 2020 г.
Иртнĕ вырсарникун Трак ен боксерĕсем Раççейĕн çар разведкин кунне, Раççей Паттăрне Николай Смирнова тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă алла-аллăн çапăçассипе (рукопашный бой) иртнĕ республика шайĕнчи VIII уçă турнира хутшăнчĕç. Пирĕн спортсменсем тытăçусенче çине тăрса кĕрешрĕç, лайăх техника кăтартрĕç, пĕтĕмĕшле зачет тăрăх командăпа иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Хĕрỹ кĕрешỹре Дмитрий Карповпа (2003 — 2004 ç.ç., 70 кг яхăн виçе) Александр Иванов (2005 — 2006, 60 кг) — пĕрремĕш, Владимир Петров (2002 ç.ç. — унран та аслăрах, 80 кг), Павел Федоров (2002 — унран та аслăрах, 70 кг), Антон Пелевин (2005 — 2006, 65), Вениамин Михеев (2005 — 2006, 50), Роман Романов (2005 — 2006, 60) — иккĕмĕш, Стас Степанов (2003 —2004, 55) виççĕмĕш вырăна тухнă. Пирĕн командăри Д. Карповпа А. Иванов çĕнтерĕвне уйрăммăн палăртмалла. Вĕсем мĕн пур тытăçусенче çĕнтерсе мала тухма пултарчĕç. Каччăсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Малашнехи ăмăртусенче спортсменсене ăнăçусем сунмалли çеç юлать.
А. Тимофеев.