АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш тĕрри — чун уççи

06 ноября 2020 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ О. Николаев çĕнĕ уяв — Чăваш тĕррин-эрешĕн кунне пуçарса ярасси пирки калакан Указа йышăннине пур кăмăлтан йышăнтăм. Тĕрĕ сăмаха аса илсенех куç умне илемлĕх тухса тăрать. Тĕрĕ тĕнчи питĕ пуян. Кашни халăхăн юратнă тĕрри пур. Пирĕн вара юратнă тĕрĕ — илемлĕ те асамлă чăваш тĕрри. Чăваш тĕррине пирĕн республикăра çеç мар, ытти çĕршывсенче те пысăк шайпа хаклаççĕ. Нумай тĕпчевçĕ унăн асамлăхне, вăрттăнлăхне пĕлесшĕн çунать. Чăнах та, чăваш тĕррин илемне куçпа çеç мар, чун-чĕрепе туятăн, çавăнпа та вăл нумай тĕрлĕ халăха илĕр-тет. Мĕнре-ха пирĕн тĕрĕн асамлăхĕ? Ман шухăшпа унăн асамлăхĕ, илемлĕхĕ тĕрĕ эрешĕсенче, çут çанталăкăн илемлĕхĕпе пуянлăхне сăнарланинче. Çут çанталăк кашни çыннăн чунĕнчех ăшă та ырă туйăмсем çуратать. Чăваш тĕррине тĕрленĕ, сăнарланă чухне те çавăн пек туйăмсем çуралаççĕ. Уйрăмах авалхи (200-300 çул каялли) эрешсенче çакна туйма пулать. Çакă вăл çав тапхăрпа çут çанталăк илемлĕхĕ пуян пулнипе çыхăннă тесе шутлатăп. Чăваш тĕррине тĕрлени мана çут çанталăк илемне туйма, унăн пуянлăхĕшĕн тăрăшма пулăшать. Тĕпчевçĕсем çырнă тăрăх XVII ĕмĕрсенче кашни хĕрарăм хăйĕн килне, çемьери çынсен тумтирне тĕрĕпе илемлетнĕ. Уйрăмах туй тумĕсем (пĕркенчĕк, кĕрỹ тутри-çулăк, шупăр, хĕрарăмăн туй хыççăн тăхăнмалли кĕпи, туй парнисем) тĕрлĕ эрешпе пуян пулнă. Çак пуянлăхсене, халĕ эпир Чăваш Ен халăх художникĕн, РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн М.С. Спиридонов ỹнерçĕн, тĕпчевçĕн “Чăваш эрешĕ” ятлă кĕнекинче курса киленме, çав эрешсене тĕрлеме пултаратпăр. Çак кĕнеке тĕрĕçсемшĕн питĕ хаклă, вăл 2010 çулта пичетрен тухнă. Туй тумĕсем эрешсемпе пуян пулни çемье пĕлтерĕшĕ кашни çыншăн çỹлти шайра пулнипе çыхăннă тесе шутлатăп. Ман шухăшпа хĕрарăмăн кĕпи çинчи хĕвел эрешĕсем (кĕскĕсем) çемьере яланах хĕвел пек çутă пурнăç пултăр тесе ĕмĕтленнипе çыхăннă. Шел пулин те, XIX ĕмĕртен пуçласа чăваш тĕррине тĕрлекенсем сахалланса пынă. Халĕ эпир кашни килтех асамлă чăваш тĕррипе тĕрленĕ япаласем пур тесе калама пултараймастпăр. Тĕрлекен ăстасем ватăлса пыраççĕ, çамрăксем хушшинче тĕрлекенсем çукпа пĕрех. Çавăнпа та чỹк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин уявне палăртни паха ĕç. Чăваш тĕррин пуласлăхĕшĕн чунне парса тăрăшнă Екатерина Иосифовна Ефремова шăпах çак кун çуралнă. Çакăн пек çынсем пуррипе — вĕсен шутĕнче Е.Н. Жачева, М.В. Симакова — тĕрĕ эрешĕсем çухалмаççĕ. Е.Н. Жачева тăрăшнипех пирĕн районта 2002-2004 çулсенче Заволжски клуб çулĕнче чăваш тĕррине тĕрлес шухăшлă çынсен кружокĕ ĕçлерĕ. Ырă кăмăллă Е.Н. Жачева пирĕн пата Шупашкартан кашни эрнере пĕрре килсе çỹрерĕ. Пысăк тав ăна (шел, авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче вăл çут тĕнчерен уйрăлчĕ). Тĕрĕ ушкăнĕнчи пирĕн хĕрарăмсем — Т. Аркадьева, Ж. Михайлова, Л. Голубева, З. Романова, В. Иванова, О. Романова пĕчĕккĕн ăсталăха туптарĕç. 2006-2008 çулсенче районти ача-пăча вулавăшĕнче “Ытарай” ятлă тĕрĕ кружокĕ ĕçлерĕ. Унта 30-а яхăн ачасемпе мăнаçланнă хĕрарăмсем хăйсен ăсталăхне туптарĕç. Кружока йĕркелеме Е.Н. Жачевăн “Чăваш тĕрри” ятлă кĕнеки (2006 ç. пичетрен тухнă) пулăшрĕ, унтан тĕрĕçĕсем нумай тĕслĕ эрешсем, çĕвĕсем илсе хăйсен тĕррисене пуянлатрĕç. Хальхи вăхăтра чăваш тĕррине тĕрлеме хапăл тăвакансене Заволжски клубра Ж. Михайлова пулăшма пултарать. Эпĕ те тĕрлес текенсем пулсан пулăшма хатĕр. Пирĕн малашнехи ăру валли чăваш тĕррин пуянлăхне, асамлăхне упраса хăвармаллах. С. Мефодьева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика