06 ноября 2020 г.
Çут тĕнчери аттепе анне — чи çывăх çынсем. Вĕсем пулман пулсан çак çĕр çинче Егоровсемпе Семеновсем: Николай, Гордей, Зинаида, Анфиса, Нюра (Анна), Роза пулман та пулĕччĕç. Пурнăçра хура-шурне самаях курнă пулсан та, нихăçан та, нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуçĕсене усман вĕсем. Ачисене тĕрĕс çул çине тăма пулăшнă, вĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Кăштах çунат сарма пуçласанах ĕçе юратма хăнăхтарнă, ăс-тăн панă. Çак çемье пирки çырса кăтартнă май вĕсен пурнăçĕ çинче чарăнса тăрас килет манăн. Зинаида Егорова — 1932 çулта, Кăчкă праçникĕнче Кỹлхĕрри ялĕнчи Мария Петровăпа Егор Семенов хресчен çем-йинче çуралнă. Çемье йышлă пулнă. Ултă пĕр тăван çитĕннĕ вĕсем. Паян çут тĕнчере Çинккăпа Шупашкар хулинче тĕпленнĕ кĕçĕн йăмăкĕ Роза çеç пурăнаççĕ. "Шел, икĕ пиччепе икĕ йăмăка пурăнма Турри кун-çул памарĕ. Чир-чĕртен çăлса хăвараймарăмăр", — терĕ хурланса кинеми. Паян Зинаида Егоровна тăван ашшĕпе амăшне аса илмесĕр чăтаймарĕ. Унăн ашшĕ — Егор Семенович, 1902 çулта çуралнăскер, ялта пуçаруллă та хисеплĕ çын пулнă. Пултаруллăскерне колхозниксем Войков ячĕллĕ пĕрлешỹллĕ хуçалăх ертỹçи пулма шанаççĕ. Анчах йывăр пурнăç пилĕк ачаллă çемьене Çĕпĕр тăрăхне куçса кайма хистенĕ. Каярах вара тăван тăрăх хăй еннех туртнă пулас. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă вăхăтра Семеновсем Карай тăрăхне таврăнаççĕ. Ирсĕр нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешме Е. Семенов та тухса каять. 1942 çулхи пуш уйăхĕнче Мускав çывăхĕнчи пĕр çапăçура хыпарсăр çухалнă ентешĕм. Амăшĕ — Мария Петровна ĕмĕрĕпех çĕр ĕçĕпе пурăннă. Юратнă мăшăрĕ хыпарсăр çухални самаях хуçса хăварнă. 1942 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче çĕр çине Роза килет. Ултă ачана çурма тăлăххăн çитĕнтерме тивнĕ. Юратнă амăшĕ 1976 çулта çĕре кĕнĕ. Семеновсен чи аслă ывăлĕ — Николай. Сăмах май, манăн мăшăрăн, Рудольфăн, ашшĕ вăл. Н. Егоров 1926 çулта çуралнă. Николай Егоровича 1951 çулта "Россия" колхозăн 3-мĕш бригада бригадирĕ пулма суйланă. Ачаранах ĕçе пиçĕхнĕскер, кунти яваплă ĕçре çухалса кайман вăл. Çак тилхепене 27 çул хушши тытса пынă, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав ордена тивĕçнĕ, Тав хучĕсемпе Дипломсем, Хисеп грамотисем чылай. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе 1944-1951 çулсенче пурнăçланă. Румыни чиккин Карпат тăвĕсен çывăхĕнче хĕсметре тăнă. Çичĕ çул хушши банда ушкăнĕсемпе тытăçма тивнĕ унăн. Хаяр пĕр çапăçура Н. Егоровпа тепĕр салтак кăна сыввăн юлнă. Паттăрлăх кăтартнăшăн Н. Егоров ылтăн сехете тивĕçнĕ. Фронтовик мăшăрĕ, Зинаида Хрисановна, тăван хуçалăхра тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă. Егоровсем виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Мăнукĕсем 10-ăн, кĕçĕн мăнукĕсем —13, кĕçĕн мăнукĕн ачисем — 3. Иккĕмĕш ывăлĕ — Гордей Семенов. Кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Ялти пултаруллă механизатор пулнă вăл. ФЗО шучĕпе ĕçлеме кайнă. Салтакра пулнă. Зинаида пиччĕшĕ пирки çапла хуравларĕ: "Пирĕн таврашра салтак тивĕçне пурнăçламан çын юлман. Мăшăрĕпе, Анна Трофимовнăпа (вăл ял хуçалăхĕнче, фермăра ĕçлесе палăрнă), çемье çавăрнă. Юратупа пĕрлешнĕ çемьере 3 хĕрпе пĕр ывăл çут тĕнчене килнĕ. Шел, Станислав ывăлĕ темиçе çул каялла çĕре кĕнĕ". Анфиса, Нюра, Роза мăшăрланса кун-çулĕн пысăк пайне Шупашкар хулипе çыхăнтарнă. Кашниех икшер ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Зинаида çемьере хĕр ачасенчен асли пулнăран ăна кĕçĕннисене пăхма шаннă. Япала çăвасси, апат-çимĕç пĕçересси, ытти вак-тĕвек ĕç ывăнтарсах çитернĕ. Çамрăклах çăм арланă, пир шуратнă, тĕртнĕ, лашапа ака-суха тунă, уй-хирте утă çулнă, тырă вырнă, вăрман каснă. Фермăра конюх пулса ĕçленĕ. Йывăр самантсем нумай пулнă пурнăçра. Турă пулăшнипе вĕсене çĕнтерсе пынă. "Инкек пĕччен çỹремест", теççĕ халăхра. Çапла, пĕр çулхине çемьене хăрушă инкек пырса çапать. Вăл тапхăрта З. Егорова конюхра тăрăшнă. Утă тапхăрĕ. Çамрăк ăйăра кỹлнĕ пулнă. Юплĕ юпа хушшинче пĕчĕк ачасем выляса ларнă. Вĕсенчен хăраса хайхи çамрăк лаша ĕрĕхсе каять. Хĕр ачан çивĕчĕ тилхепене çакланса ларать, Зинаида, урапа çинчен ỹксе сĕтĕрĕнсе пырать, тăнне çухатать. Юрать-ха, пиччĕшĕ, Н. Егоров бригадир, ăйăра вăхăтра тытса чарать. З. Егорова сиплев учрежденинче чылай хушă сипленет. Тивĕçлĕ канăва тухсан та хуçалăх ĕçĕсене хутшăннă вăл. Çапла, пĕррехинче улăм ури тăррине тăма тивет ăна. Майсăр мелпе ун тăрринчен ỹкет, çурăм шăммине амантать. Нумай инкек курнăран 88 çулхи ватăн паян хăлхисем япăх илтеççĕ. Кашни ачан ашшĕ-амăшĕ çумĕнче телей курса ỹсмелле-çке. Анчах шăпа тĕрлĕрен килсе тухать çав. 1934 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕче Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси çĕрĕ çинче çут тĕнчене килнĕ Николай Москеев. Микулай ашшĕсĕр ỹснĕ. Ашшĕ, Сергей Москеев, политика репрессине лекет. Çывăх çыннине арестлесе илсе кайни пĕчĕкскерĕн чунне амантса хăварнă. Мĕн пурнăç тăршшĕпех ыраттарса тăнă çакă. Кил хуçи хăйĕн çемйине килтен тухса кайма хушса хăварнă. Верукпа ывăлĕ Мăн Шетмĕри кукамăшĕ патĕнче пурăнма пуçланă. Микулай 7 çула çитсен амăшĕ Кỹлхĕрринчи Виктор Ивановпа пĕрлешет. Тĕлĕнмелле пурнăçран: вăрçă вăхăтĕнче вилĕмĕ те, юратăвĕ те юнашарах, пĕр çулпа çỹренĕ. Мĕн тăвăн, нушаллă пурнăç çапла тума хистенĕ пулас. Михтерĕн малтанхи арăмĕн пурнăçĕ кĕске килнĕ. Ывăлĕ — Ярмула, 1921 çулта çуралнăскер, çурма тăлăха тăрса юлнă. Карай шкулĕ хыççăн Канашри медицина училищинче фельдшер ăсталăхне алла илет. Часах Е. Иванова фронта кайма черет çитет. Çапла вара çамрăк каччă вăрçă хирне ăсанать. Ярмулан салтак шăпи хуйхăпа вĕçленнĕ. Фронтра пĕр çулталăк ытларах çапăçсан ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупать. 1942 çулхи августăн 19-мĕшĕнче Ермолай Иванова Волгоград (Сталинград) облаçĕнчи Городищински районĕнчи Ерцовка ялĕнче пытарнă. 1943 çулта Викторпа Вера Михайловна çем-йинче йыш хушăнать. Вера ятлă хĕр ача çут тĕнчене килет. Унăн пурнăçĕ те пыл та çу пулман. 18 çул тултарсан Шупашкар хулинчи пĕр садике ĕçе кỹлĕнет. Ун хыççăн пĕр столовăйĕнче тĕрлĕ ĕçсене пурнăçланă. Паллах, çамрăк хĕре малашлăх астарнă ĕнтĕ. Вера инçете, Çĕпĕр тăрăхне, çул тытать. Сăн-питрен илемлĕскер Юрий Константинова качча тухать. Мăшăрне ывăл парнелет вăл. Анчах пилĕк çулхи пепкен пурнăçне сарăмсăр вилĕм татнă. Мĕн тăвăн, шăпаран тарса пытанаймăн. Йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çамрăк хĕрарăма упăшки пăрахса тухса каять. Вера Викторовнăн пĕртен-пĕр тăванĕ — Микулай пиччĕшĕ. Вăл çемьере асли пулнă тата çурма тăлăх çитĕннĕ май пĕтĕм ĕçе пĕчĕклех тума вĕреннĕ. Ачалăха тата ăçтан манăн-ха? 8-9 çулсенче татăлса йĕрекен Верăна çывратас тесе йăтса çỹренине? Çапла, çывăрнă çĕртен сиксе тăнине, яланах выçă пулнине, ыйхă татнине пĕрре мар курнă. Тăван мар ашшĕ ачана юратман. Апат çиме ларсан, çăкăр е улма илме пуçласан аллинчен пысăк йывăç кашăкпа çапнă. Хыт кукар кил хуçи хĕрарăмĕ çăкăр пĕçернĕ кун сыхласа ларнă. Питĕ йывăр самантсенче арçын ача 8 çухрăмри кукамăшĕ патне çул тытнă. Анчах ăна та унта тутли кĕтмен. Улăм пĕрчи витĕр шĕвĕ турăх ĕçсе хырăм выççине ирттернĕ. Инкек куçа курăнса килмест тенешкел, кил-çурта хуйхă хуçса хăварнă. 1944 çулта Виктор Иванов сарăмсăр вилĕме пула çемйинчен яланлăхах уйрăлса кайнă. Вера Михайловнăна шăпа мăшăрĕпе пĕрле нумай савăнтарса пурăнайман. Ывăлĕпе хĕрне хăрах çунат айĕнче пăхса ỹстернĕ. Ашшĕсĕр тăлăх туратăн ỹснипе пĕрлех хăрушă вăрçă çулĕсем те тиеннĕ Микулай ĕнси çине. 10 çулхи ывăлĕ те амăшĕпе пĕрле тырă акнă, вырнă. Тĕттĕм пуличчен, алăри çурла палăрми пуличченех ĕçленĕ. Иккĕшĕ çеç вырнă пирки вĕсенчен йышлă çемьеллисем чылай мала иртсе кайнă. Каç пуласпа хăш-пĕр ĕçсене пурнăçлама амăшĕ кăшт маларах киле кайнă. Ыттисене хăваласа çитес тĕллевпе васкаса ĕçлет арçын ача. Пит çăмарти тăрăх тар пĕрчи юхса анать, тăварлă тар тумламĕ çăвара кĕрет. Ăна шăлма вара вăхăчĕ çук. Темĕн чухлĕ васкаса ĕçлесен те йышлисемпе танлашма май çук. Выçăскерĕн киле çитме вăйĕ те юлман. Вăл уйрах çĕр каçнă. 18 çул тултарнă каччă çуралнă ялне кайса ашшĕн хушаматне — "Москеев" илсе килнĕ. Çавăн пекех хăйсем пурăннă çурта сутса хăварнă. "Ĕне çур пурнăç" тенине çирĕп тытса Н. Москеев ĕне туянса яла таврăнать. 1956 çулта Н. Москеев кỹршĕ республикăсене кайса ĕçлесе килет. ГАЗ-53 автомашинăпа тырă илсе таврăнать. Çакăн хыççăн кăна Москеевсем тăраниччен çăкăр çиме пуçланă. Ар вăхăчĕ çитсен çамрăк каччă мăшăр пулма пĕр урамра ỹссе çитĕннĕ хĕре З. Егоровăна суйласа илнĕ. Çак çулах Николая çара кайма повестка параççĕ. Вăл служба кунĕсене Сахалин çур утравĕ çинче ирттерет. Анчах чĕре чирĕпе чирлесе ỹкет вăл. Госпитальте сипленнĕ хыççăн ăна киле яраççĕ. Тăван тăрăха таврăнсан вырăнти пуçлăхсем механизатор профессине илме направлени панă. Вăл Куйбышев хулинче вĕренсе алла тивĕçлĕ документ илнĕ. Чылай çул тăван хуçалăхра тар тăкнă, малта пыракан тракторист, комбайнер пулнă. Ăна чыслă ĕçшĕн "Хисеп палли" орденпа наградăланă. Каярах Н. Москеев Çырмапуç ялĕнчи пекарьнăра кочегарта вăй хунă. Ĕçленĕшĕн икĕ буханка çăкăр тỹлевсĕр панă. Çав вăхăтрах тепĕр ĕçре тăрăшнă вăл. Ашшĕ-амăшĕн хỹттинче тăватă пăхаттирпе пĕр хĕр çитĕннĕ: Валерий, Виталий, Фаина, Вячеслав тата Владимир. Николай Москеев тахçанах çут тĕнчере çук пулин те, ачисем, тăванĕсем ăна паян кун та ăшшăн аса илеççĕ. Мăшăрĕ, Зинаида Егоровна, халĕ пĕчченех пурăнать. Паян 5 ачи, 9 мăнукĕ, кĕçĕн 5 мăнукĕ çăмăл автомашинăпа Шупашкар хулинчен тăван ялне амăшĕ-кукамăшĕ-мăн кукамăшĕ патне васкаççĕ... Г. Егорова.