06 ноября 2020 г.
Ватă çынсен Халăхсем хушшинчи кунĕ пур пулин те тĕнчере тата асаннесемпе асаттесен уявне те паллă тăваççĕ. Ăна çулсеренех юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче уяв-лаççĕ. Çав кун ачасем хăйсен çывăх çыннисене чечексем парнелеççĕ. Чĕрĕ чечексем ăрусен çыхăнăвĕ татăлманнине пĕлтереççĕ — тымарпа çеçкисем — ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем, мăнукĕсем. Аслă ăру çыннисене çамрăксен пурнăçĕнче вĕсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине аса илтерекен куна тĕнчери вăтăр ытла патшалăхра паллă тăваççĕ, çав шутра Раççейре те. 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Рес-публикинче тивĕçлĕ канăва çитнĕ çулти 302,8 пин çын шутланнă, вĕсенчен 89,7 пин арçын тата 213,2 пин хĕрарăм. Ку вара Чăваш Енре пурăнакансен пĕрре виççĕмĕш пайĕ (24,9 процент). 19,1 пинĕшĕ 85 çултан иртнĕ аслă асламăшĕсемпе аслашшĕсем. Çемье пирки халĕ тĕнчипех тĕрлĕрен шутлаççĕ. Анчах Раççей асламă-шĕсемпе аслашшĕсем ĕлĕкрен пыракан хутшăнусене нимĕнпе те улăштармаççĕ, вĕсен пахалăхне палăртаççĕ, çак ырă йă-лана тытса пыраççĕ. Çавăнпах пулĕ, шурă çỹçлĕ ватăсем хăй вăхăтĕнче официаллă майпа мăшăрланнă. Ытти çулхисемпе танлаштарсан çавнаш-каллисем самаях йышлă. Раççейре 60 çултан иртнĕ 74 процент арçынсем авланнă, хĕрарăмсем — 47 процент. Чăваш Енре ку кăтарту çапларах — арçынсем — 75, хĕрарăмсем — 33 процент. Асăрхаттаратпăр: аслăраххисем йышĕнче авланнă арçынсем качча кайнă хĕрарăмсенчен ытларах. Кунта нимĕн тĕлĕнмелли те çук, тĕнчипех хĕрарăмсем арçынсенчен ытларах пурăнаççĕ. Раççейре тата вăрçă, тĕрлĕ пăтăрмахсене пула нумай çын вилнĕ. Мăшăрланнă асанне-семпе асаттесем тата аслисен йышĕнче мĕнлерех улшăну пулнине эпир çитес халăх çыравĕ хыççăн пĕлĕпĕр. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн тĕп тапхăрĕ 2021 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен цифра технологийĕсемпе усă курса иртет. Çитес çыравăн тĕп çĕнĕлĕхĕ — Раççейре пурăнакансем Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче (Gosuslugi.ru) кашни хăй тĕллĕн элек-тронлă çырав листисене тултарма пултарни. Çыравçăсем хваттерсемпе çуртсене ятарлă программăллă планшетсемпе каяççĕ. Çавăн пекех, çырав участокĕсенче, патшалăх тата муниципаллă пулăшу паракан нумай функциллĕ “Мои документы” центрсенче те çырава хутшăнма пулать.
Чăвашстат, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ - 2020.