06 ноября 2020 г.
Сăмах пуçламăшĕнче çакна каласа хăварам. Трак енри Çирĕклĕ ялĕ пултарулăх çыннисене пĕр хутчен çеç мар ура çине тăратнă. Ку йыша эпĕ Юрий Петрович Степанов-Листопада кĕртетĕп. Унпа мана И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче паллашма тỹр килчĕ. Вăл манран икĕ çул маларах вĕренсе пычĕ. Пĕр общежитире пурăннă, хĕрсем патне пĕрле çỹренĕ. Аслă шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн эпир, икĕ журналист, туслă çыхăну тытнă, вăл паян кун та тăсăлса пырать, унăн пичет лаççинчи ырă енĕсене чылай аван пĕлетĕп. Аш-шĕпе амăшĕ Яманак тăрăхĕнче, Трак енре ырăпа палăрнă, Петр Степанович ĕмĕрне районти финанс пайĕнче ĕçлесе ирттерчĕ, амăшĕ вĕрентỹçĕ пулчĕ. Çыравçă, журналист ĕçне Юрий Петрович çамрăклах суйласа илнĕ. Красноармейскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех шкул хыпарĕсене районта тухса тăракан "Ял пурнăçĕ" хаçата пĕлтерсе тăнă. Эпĕ астăвасса, унăн хушамачĕ район хыпарçин страницисенче кашни номертех курăннă тесен те йăнăш мар пулĕ. Хам та вăл тапхăрти юнкор пулнă май, "Ял пурнăçне" ăмăртмалла кĕске корреспонденцисем çитерме тăрăшнă. Пĕр суймасăр каласан, пире, иксĕмĕре, "Ял пурнăçĕ" аслă çул çине тухма пулăшрĕ тесен те йăнăш мар. Юрий Петрович Степанов 1955 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче хамăр районти Çирĕклĕ ялĕче çуралнă. Яманак, Красноармейски шкулĕсенче вĕреннĕ. Çарта пулнă. Казахстанри "Байконур" космодромра хĕсметре тăнă. Запасри офицер. Салтак шинельне хывсан сакăр уйăх хушши хаçат корреспондентĕнче тимленĕ. Аслă юлташĕсем сĕннипе Юра Шупашкарти аслă шкулăн чăваш чĕлхипе литература факультетне вĕренме кĕрет. Студент çулĕсенче те Юрий Петрович тăван хаçатпа çыхăнăва çухатмарĕ, тăтăшах материалсем ярса тăчĕ. Аслă шкулта тăрăшса вĕренчĕ вăл, хаçатçă-журналист ĕçне малалла талпăнса алла илчĕ. Çакна ку тĕслĕх аван çирĕплетет — паянхи евĕр астăватăп. Ю. Степанов пĕр çул хушши И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн "Ульяновец" хаçатне редакцилерĕ. Аслă пĕлỹ илсен Ю. Степанов республикăри "Коммунизм ялавĕ" (халĕ "Хыпар") хаçат корреспондентĕнче, Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕн хаçачĕн яваплă секретарĕн çумĕнче тар тăкать. Юрий Петровичăн кун-çулĕн пысăк пайĕ Шупашкар районĕн "Тăван ен" хаçатпа çыхăннă. Вăл кунта пай заведующийĕнче, редактор çумĕнче, тĕп редакторта тăрăшать. Ун хыççăн Ю. Степанов республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçатăн сотрудникĕнче тимлет, ăна хаçатăн обществăпа политика тата массăллă ĕç хатĕрĕсен пайĕн пуçлăхне çирĕплетеççĕ. Юрий Петрович хаçатра ĕçленĕ хушăрах кĕнеке çырас ĕçе кỹлĕнет, вăл чăваш журналисчĕсемпе поэчĕсен, писателĕсен псевдонимĕсене тĕпчесе "Алга, Ахах... Камсем эсир?" словарь-справочнике, "Халăхран тухнă ăсчах", "Тăван кĕтес пилĕпе" кĕнекесене вулакан патне çитерчĕ. Çакна каласа хăварни вырăнлă пулĕ тетĕп: Ю. Степанов чăваш журналисткинче 1973 çултанпа вăй хурать, урăхла каласан 47 çул. Сахал мар вăхăт вĕт. Хаçат ĕçĕнче нумай çул тимлесе вăл хăйне профессилле репортер, çивĕч калемлĕ журналист тата хăй çине явап илекен çыравçă пулнине кăтартрĕ. Пултарулăхри активлă ĕçшĕн Ю . Степанова Раççей, ресублика шайĕнчи чылай наградăпа чыланă. Вăл "СССР летчик-космонавчĕ А.Г. Николаев", " РФ Хĕç-пăшаллă Вăйсене — 90 çул", ытти медальсене тивĕçнĕ. Тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Дипломсен шучĕ те çук унăн. Вăл — районти Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ. Ю. Степанов республикăри Журналистсен канашĕн виçĕ съезчĕн делегачĕ пулнă. Вăл — ырă кăмăллă ĕçтеш те. Юрий Петрович Шупашкар, Красноармейски тата Тăвай районĕсенчи ялсен вулавăшĕсене 1500 ытла кĕнеке парнеленĕ. Çавăнпа манăн та савăнма май пур ырă ентешпе. Ю. Степанов политика пурнăçĕнчен те аякра тăман. Вăл хăйне 1998 çулта ЧР Патшалăх Канашне Шупашкар районĕнчи 19-мĕш Çĕньял Покровски тата Ишлей суйлав округĕпе депутата суйлама кандидата тăратнă. Тупăшăва 9-ăн хутшăннă. Вăл суйлавçăсен 54,8 процент сассине пухса иккĕмĕш вырăн йышăннă. Юрий Степанов_Листопада иртнĕ юбилейĕпе саламласа Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ, Йĕпреç районĕнчи "Çĕнтерỹшĕн" хаçат журналисчĕ, пирĕн районти Чаканар ялĕн кĕрỹшĕ, сăвăç, чылай кĕнеке авторĕ Геннадий Кузнецов пысăках мар поэма калăпланă. Эпĕ сире унти йĕркесемпе паллаштарасшăн. Çич ютра мар, тăван Трак енче, Шетмĕпе Çавал хутлăхĕнче, Çирĕксем кашланă çĕр çинче, Çирĕклĕре — чăваш ялĕнче Иртсе кайнă ĕмĕр варринче, Çулçă тăкакан кĕр кунĕнче Степановсен туслă çемйинче Пĕр "тĕпренчĕк" курнă çут тĕнче. Пĕлмен çын та çук Листопада — Янракан хушма хушамата. Кĕркунне тухать те парада Вырăн йышăнать: вăл — тамада: Каймăп, тет, паян вăрман-сада, — Çулçă тăкасси хăямата. Юлтăр, тет, ыранлăха тата, Манăн ĕçсем пур-ха унсăр та. Çакăн евĕр пултарулăх çыннипе пирĕн мухтанмалли пурах. Вĕсем вара хутшăнсах пыччăр. Ю. Борисов.