06 ноября 2020 г.
Регионта саккунсăр майпа Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Комисси пайташĕсем промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне пĕлесси, строительство материалĕсен тата алкоголь продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешмелли мероприятисен кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Ларăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Чăваш Республикинче Шалти ĕçсен министерстви витĕмĕпе республикăра оперативлă майпа тĕрлĕ профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттереççĕ. Çулсерен “Алкоголь” профилактика мероприятийĕ регионта анлăн иртет. ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх ĕçкĕпе сăлтавланакан преступленисен шучĕ ỹссех пынине палăртнă. Çавăнпа та эрех суту-илĕвĕ тĕлĕшпе хушма чарусем палăртни вырăнлă тесе каланă комисси пайташĕсем. Чарусем палăртасси те виçеллĕ пулмалла, мĕншĕн тесен саккунлă суту-илĕве хĕстерсен ун вырăнне саккунсăрри йышăнас хăрушлăх пысăк — ĕçкĕпе çыхăннă лару-тăру пушшех çивĕчленĕ. Кун пирки те манмалла мар. Çав вăхăтрах сăмакун сутакансемпе çителĕксĕр ĕçленине кăмăлсăрланса палăртнă, ШĔМĕн ку енĕпе çине тăрарах ĕçлемелли çинчен каланă регион ертỹçи. Марка çук таварсене час-часах та тупкаласа палăрткаланă ятарлă служба ĕçченĕсем. Алкоголь таврашĕнче йĕрке пăснă тĕслĕхсем те сахал мар, вĕсен шучĕ 177-рен иртсе кайнă. Çирĕп йĕркене пăхăнманнисене административлă майпа явап тыттарнă. Чăваш Республикин Экономика министерствинче тăрăшакансем те тăтăшах, графикпа килĕшỹл-лĕн, предприятисене тухса тĕрĕслев ирттернĕ. Лицензи пуррипе çуккине те специалистсем çирĕп пăхаççĕ. Ку енĕпе те йĕркесĕрлĕхсене тупкаланă, 2 материала административлă майпа явап тыттарма хатĕрленĕ. Лицензи йĕркине пăхăнмалла, унсăрăн тĕрĕслеве кĕтсех тăр. Çỹлерех асăннă ыйтăвăн ĕçне тухăçлăрах тăвас тесе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Правительство комиссийĕ пирки калакан ĕç хутне те алă пусса çирĕплетнĕ. Унăн йышне федераци службисен регионти управле-нийĕсенче тăрăшакансем, ĕç тăвакан влаç органĕсенче вăй хуракансем, асăрхавпа тĕрĕслев службин ĕçченĕсем кĕнĕ. Паян комиссийĕн ларăвĕнче ытти актуаллă ыйтусене те тишкернĕ, лару-тăрăва уçăмлатнă. Паянхи куна илес пулсан, Раççейре ятарлă наци маркировкисен тытăмне пурнăçа кĕртнĕ. Чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кĕрĕксен пĕтĕмпех марка пулмалла. Атă-пушмак, туртмалли таврашне, эмелсене, фотоаппаратсене, духи таврашĕсен те çакăн пек маркировка пулмаллах. Кунсăр пуçне ытти хăш-пĕр таварсене те çак условисене пăхăнма хушнă. Чăваш Республикинчи саккунсăр майпа промышленноç таварĕсене сарассинчен сыхă тăракан комиссийĕн ĕçне пĕтĕм-летнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ предприятисемпе организацисене çĕнĕлĕхсем пирки вăхăтра пĕлтерме сĕннĕ, бизнеса аталантарасси, вĕсене кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси тĕп ыйтусенчен пĕри тенĕ. “Предпринимательсене çĕнĕ формăсем тата методикăсем пирки кулленех аса илтерсе тăмалла. Чи кирли вăхăтра мĕн пур хыпарсене пĕлтересси. Саккунсăр майпа промышленноç таварĕсене регионта сутăнассинчен пурин те сыхă тăмалла. Йĕрке пăсма никамăн та ирĕк çук. Шăпах та, ку енĕ-пе те цифровизаци мелне ытларах пурнăçа кĕртме тытăнмалла”, — тесе каланă сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.