АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ сезон уçрĕç

03 ноября 2020 г.

 Алмачри культура çуртĕнче творчество сезонне уçрĕç. Кунта пысăках мар ушкăн пуçтарăнчĕ. Савăнăçлă уява культура çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕн илемлĕх ертỹçи А.Ф. Григорьева ертсе пычĕ. Вăрманкас Алманч ялĕн старости, волонтер, шашка-шахмат тата бокс спорчĕн тренерĕ П.С. Яковлев сăмах тухса каларĕ. Вăл 2020 çул пирĕншĕн паллă пулнине палăртрĕ, Чăваш Республики — 100, Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитрĕ, Раççей Федерацийĕн Конституцине çĕнĕ улшăнусем кĕртрĕç, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти органсен суйлавне халăх активлă хутшăнчĕ. Петр Сергеевич Алманч тăрăхĕнчи боксерсен çитĕнĕвĕсем çинче те чарăнса тăчĕ, пухăннисене пĕчĕк сувенирсем парнелерĕ. Савăнăçлă уявра шашка-шахмат енĕпе тупăшрĕç, тĕрлĕрен вăйăсем, конкурссем чылай пулчĕç. Ăста купăсçă Александр Кириллов илемлĕ юрăсем юрлаттарчĕ, ташă картинче те савăнăç парнелекенсем пулчĕç. Уява хутшăнакансенчен чи çамрăкки Дария Фомина пулчĕ, хаклă парне илчĕ. Аслисенчен — вырăнти ваттисен канашĕн членĕ А. Николаев хутшăнчĕ. О. Долгова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика