03 ноября 2020 г.
Чăваш Енре çĕнĕ праçник — Атте кунне çирĕплетнĕ. ЧР Пуçлăхĕн О. Николаевăн Указĕнче палăртнă тăрăх, ăна çулленех юпа уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тăвĕç. Кăçал вăл октябрĕн 25-мĕшне лекрĕ. Лайăх атте пулма питех те яваплă тата арçын кун-çулĕнче кирлĕ ĕç. Унăн арçын ачашăн ырă тĕслĕх, хĕр ачашăн асамçă пулмалла. Ачасене вĕрентмелле, каласа тата ăнлантарса пама пĕлмелле, хỹтĕлемелле тата пур ĕçе те юратса тата чăтăмпа, тỹсĕмпе пурнăçламалла. Çакна атте çеç пултарать. Кĕçĕн Шетмĕри ялти вулавăшра "С папой интересно!" уяв иртрĕ. Ачасемшĕн чи юратнă заняти — вăйă. Ку хутĕнче уяв хăни пулса Александровсен çемйи килнĕ: кил хуçи арçынĕ Алексей, ывăлĕ — Андрей, хĕрĕсем — Анна, Арина тата вырăнти шкул вĕренекенĕсем. Ачасем ашшĕ пирки каласа кăтартнă. Пурте пĕрле "Мой папа самый лучший", "Умелые руки", "Расскажу сказку" конкурссене хутшăннă. Вулавăшра "Папа — лучший друг" кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. "Никам та ачана анне пек юратупа ачашлăх памасть, йывăрлăхсенчен атте пек хăтăлма вĕрентмест", — тенĕ юлашкинчен вулавăш ĕçченĕ А. Сергеева.