30 октября 2020 г.
Халăх театрне чунтан парăннă артист
Тавралăха савса сăнатăп,
Ăш çил вылять ман çỹçĕмпе.
Хĕвел шевли çинче канатăп —
Хĕртет мана вăл çиçĕм пек.
Тăван çĕршыв, тăван кĕтесĕм,
Эп сансăр кам-ши? Эп пĕччен…
Çуралнă ялăма килсессĕн
Юрлатăп кăмăл туличчен.
Хăш кĕтесре, хăш çĕршывра
Канлĕх тупайĕ-ши чĕрем?
Тăван килте лаштра йăмра
Кашлать, ыйтать: “Ăçта çỹрен?”
Чунăм тăван еннех туртать.
Кашниншĕн хаклă тăван килĕ…
Паян та асăмрах тăрать
Ачалăх, яшлăх, анне пилĕ…
Çав ăш пиле ăçтан, кам манĕ?
Тунсăхпала, шав, чун кỹтет.
Яла çитсен кашни тăванĕ
Кучченеçпе мана кĕтет, — тесе çапларах çырнă Клавдия Тукайăкĕ Геннадий Сергеевич Сергеевăн шухăшĕсене.
Кам-ши вăл? Ахăртнех, ăна палламан çын çук та пулĕ районта...
Паян хаçат тусĕсене тивĕçлĕ канăва тухнă ĕç ветеранĕпе, милици майорĕпе, Красноармейски районĕнчи тĕп культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрне 1976 çултанпа çỹрекен Геннадий Сергеевич Сергеевпа тĕплĕнрех паллаштаратпăр.
Г.С. Сергеев 1933 çулхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикине кĕрекен Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси ялĕнче кун çути курнă.
Калиниградри милици шкулне ăнăçлă вĕренсе пĕтерсен çамрăк каччă хăйĕн ĕç кĕнекине Ярославль облаçĕнчи Рыбинск хулинче ОБХСС оперуполномоченнăйĕнчен çырма пуçланă. Темиçе çултан Г.Сергеева шăпа каялла тăван çĕршыва илсе килнĕ, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпỹ районĕсенчи шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшнă.
1963 — 1966 ç.ç. СССР Шалти ĕçсен ми-нистерствин Аслă шкулĕнче пĕлỹ илнĕ хыççăн Етĕрнери шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕнче, Йĕпреç тата Вăрмар районĕсенчи шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ пулса вăй хунă.
1975 — 1983 ç.ç. Геннадий Сергеевич Красноармейски районĕн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕнче, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин районти уйрăмĕн начальникĕнче хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă.
Вăл пурнăçăн анлă сукмакĕпе утса пынă май хăйĕн пуян ăс-тăнĕпе, пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе, ăшă пилĕпе лăпкăлăх хуралĕнче кăна мар, культура пурнăçĕнче те юрласа, ташласа, спектакльсенче тĕрлĕрен рольсенче выляса куракансен чун-чĕрисене пайтах савăнтарать те, хумхатать те ĕнтĕ.
Çакна палăртмалла, ĕнерхи милици майорĕ, паянхи ĕç ветеранĕ Трак районĕнчи культура çурчĕ çумĕнче вĕресе тăракан халăх театрне шăпах 1976 çулта килнĕ. Вăл районти халăх театрĕнчи чи талантлă артистсенчен пĕри, спектакльсене, ветерансен хорне чи хастар хутшăнакан кăна мар, вăл — илемлĕ сăмах ăсти, чылай кулăшла анекдотсен авторĕ.
Геннадий Сергеевич — кулăш ăсти те, çыравçă та. Ахальтен мар ăна чăваш литературине, культурине тата искусствине аталантарнă çĕрте тăрăшнăшăн Нестер Янкас ячĕллĕ премие (2019 ç.) панă. Вăл чăнахах та Çỹлти Турă панă нумай енлĕ ăсталăхпа пуян. Çав пуянлăха, пултарулăха Геннадий Сергеев пĕтĕм чĕререн çынсене парнелесе савăнтарать.
Пултарулăх ĕçĕнче те Г. Сергеев калама çук талантлă, çирĕп тĕллевлĕ те яваплă артист йышĕнче — хăй вылянă сăнарсене вăл ăшран кăларса, чĕрĕлĕх сĕмне кĕртсе яланах çỹллĕ шайра вылять. Геннадий Сергеевич Ф. Павловăн “Ялта”, Юхма Мишшин “Уйăх тулнă каç”, А. Чебановăн “Тарçă”, П. Осиповăн “Икĕ каччăн пĕр шухăш”, “Ылханлă йăх”, В. Синичкинăн “Салтак амăшĕ”, Н. Сидоровăн “Шупашкарти савни”, “Шăматкун каçхине”, “Çеçке çурчĕ юрату”, “Юрату — шỹт мар”, Мунча Мишшин “Кăмака çинче ларса качча каяймăн”, М. Михайловăн “Шăпа” тата ытти чылай спектакльсенче выляса залра ларакансен чи юратнă та сцена çинче кĕтнĕ артист пулса тăчĕ. “Вăл пултарнă кашни сăнар куракансен чĕрисенче асран кайми тарăн йĕр, асаилỹсем хăварать”, — теççĕ театра юратса куракансем.
Геннадий Сергеевичăн пысăк ăсталăхне пула ра-йонти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕ чылай фестивальсене, конкурссене, мероприятисене хутшăнса Н. Янкас премие тивĕçнĕ, район тата республика шайĕнчи Дипломсемпе, Хисеп хучĕсемпе пуянланнă.
Г.С. Сергеева 2017 çулта республикăри ветерансен совечĕн Президиумĕн Хисеп хучĕпе, 2009 çулта республикăри “Мухтав ахрăмĕ” (“Эхо Победы”) театрсемпе драмколлективсен фестивалĕнче “Арçын рольне чи лайăх вылякан” номинацире I степеньлĕ Дипломпа, 2015 çулта “Театра юратакансен” коллективĕсен хулари уçă фестиваль-конкурсĕнче II степеньлĕ Дипломпа, Республикăри халăх пултарулăхĕн “Çирĕп пирĕн çунатсем” фестиваль-конкурсра “Илемлĕ сăмах” номинацире III степеньлĕ Дипломпа чысланă.
Унăн кулăш кушелĕнче çав тери савăнăçлă, ăса вĕрентекен калавсем, анекдотсем нумай. Ку хайлавсемпе вăл тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса ра-йонта та, республикăра та малти вырăнсене йышăнса чылай Дипломсене, лауреат ятне тивĕçнĕ. Çакă хайлавсемпе Геннадий Сергеевичăн нумаях пулмасть “Пурнăç кĕнеки” пичетленсе тухрĕ.
Çулĕсем ерипен малалла шăваççĕ пулсассăн та, пирĕн артист чунĕпе çамрăк. Вăл çут çанталăка, пурнăçа çав тери юратать, ăна Тăван çĕршывăн шăпи те хумхантарать. Пушă вăхăтра ветеран кроссвордсем шутлать, пахчинче тĕрлĕрен илемлĕ чечексем, пахча çимĕç çитĕнтерет.
Геннадий Сергеевич Сергеев артист кăна мар, театр искусствин активлă пропагандисчĕ те. Вăл театра çỹреме пуçланăранпах, чылай çул хушши, çамрăксене художествăпа эстетика воспитанийĕ парас тата çитĕнекен ăрăвăн пултарулăхне аталантарас ĕçре пысăк тỹпе хывать.
Геннадий Сергеевич, чăн та, пултаруллă çын. Акă еплерех калаççĕ ун пирки ĕçтешĕсем, юлташĕсем, театра юраткансем.
Николай Яковлев:
— Эпĕ Геннадий Сергеевичпа пĕрле 1975 çулта шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме пуçларăм. Вăл — чăнлăха, тĕрĕслĕхе юратакан, савăнăçлă çын. Çынсемпе яланах кăмăллă, вашават. Милицинче ĕçленĕ вăхăтра эпир концертсемпе çỹреттĕмĕр. Ун чухне эпир, милици ĕçченĕсем, вун çиччĕн пулнă, пирĕнпе пĕрле культура ĕçченĕсем те çỹретчĕç.
Геннадий Сергеевич кашни клубрах чи малтан районти ĕçсем пирки доклад туса паратчĕ. Кайран концерт пуçлансан ялан шỹтсем калатчĕ — савăнтаратчĕ халăха.
Ахаль чухне те вăл пуринпе те вашават калаçать. Çамрăк специалистсене ĕçлеме вĕрентетчĕ. Вăл енчен Геннадий Сергеевич питĕ пысăк та паха опытлă пулнă. Унпа ĕçлеме питĕ кăмăллăччĕ, лайăхчĕ.
Людмила Маркова:
— Геннадий Сергеевича эпĕ унчченех пĕлнĕ, ра-йонти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрне çỹреме пуçласан çывăхрах паллашнă. Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, пултаруллă та маттур çын. Унран вĕренмелли чылай. Геннадий Сергеевич театрта питĕ лайăх вылять: драмăсенче вăл вылякан рольсенче пурте макăраççĕ, кулянаççĕ, комедисенче вара хырăм ыратиччен кулаççĕ. Антракт вăхăчĕсене тĕрлĕ шỹтсемпе, кулăшла пулăмсемпе тултарать.
Вера Петрова:
— Эпĕ Геннадий Сергеевичпа пĕрле тахçантанпах спектакльсенче вылятăп. Вăл çуралса ỹснĕ Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси ялне кашни çулах кайса килетпĕр. Ăна унта ăшшăн, тарават, хисеплесе кĕтсе илеççĕ. Питĕ юратаççĕ ăна. Хăй те çуралнă тăрăха кайса килсен тата та савăнать. Унти çынсем ăна та, пирĕн драма коллективне те яланах тарават кĕтсе илеççĕ, ăшă кукăлĕпе, кăпăклă сăрипе хăналаççĕ.
Геннадий Сергеевич нумай енлĕ, пултаруллă та ăслă, хăйне евĕрлĕ çын. Пире те вăл çавăн пек пулма хистет. Питĕ шỹтсем юратать, юрлама та ăста вăл. Килĕнче те, пахчинче те тĕрлĕ чечексем ỹстерет, кăмăлласа пăхать. Çынна пулăшма яланах хатĕр вăл. Ăслă, хавас, ăш пиллĕ ветеранăн чунĕ калама çук пуян. Вăл — пирĕн вĕрентекен. Эпир унпа савăнатпăр та мухтанатпăр.
Георгий Ефимов:
— Геннадий Сергеевичăн ĕç биографийĕ Красноармейски районĕпе 1975 çултанпа çыхăннă. 30 çула яхăн вăл шалти ĕçсен органĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вăл ман пекех шỹт ăсти, чылай калав, сăвă, статьясен авторĕ. Эпĕ редакцинче ĕçленĕ чухне милици майорĕ унта час-часах кĕрсе тухатчĕ, хăйĕн хайлавĕсене парса хăваратчĕ. Тата вăл вăхăтра эпир, хаçат ĕçченĕсем, “Арçын сасси” ятарлă рубрика кăлараттăмăрччĕ. Геннадий Сергеевичпа пысăк материал хатĕрлени паянхи кун та асăмрах. Çак туслăх пирĕн паянхи кунчченех тăсăлать.
Тата пире юрă-ташă çыхăнтарнине те палăртмалла. Халĕ те, кашнинчех сцена çине тухса, хамăр пурнăçра пулса иртнĕ шỹтлĕ калавсемпе çынсене паллаштаратпăр, вĕсен кăмăлне хăпартатпăр. Чăннипех те, Геннадий Сергеевич — нумай енлĕ пултаруллă çын.
Клавдия Васильева:
Геннадий Сергеевича эпĕ, Красноармейски райо-нĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕ ертỹçи пулса ĕçленĕ май, вăл кунта куçса килнĕ çулсенченех пĕлетĕп. Пĕрре чĕннĕ те эпĕ ăна, паянхи кунччен те вăл чун хавалĕпе театра çỹрет. Вăл театра питĕ юратать. Унăн хăйĕн пултарулăхне çынсем патне çитерес кăмăлĕ пысăк, мĕншĕн тесен пултарулăх енĕпе ăна Турă пысăк пуянлăх панă. Çав пуянлăха вăл çынсемпе пайлама нихăçан та хирĕç мар. Геннадий Сергеевич халăх театрĕнче кăна мар, ветерансен тата халăх хорĕсенче те юрлать. Тата вăл халăхпа питĕ килĕшỹллĕ пулма пĕлекен çын. Ăна пурте юратса пăрахаççĕ. Халăх театрĕнче те эпир килти пекех юрататпăр ăна. Вăл пырса кĕрсен пурте ыталаççĕ ăна, калаçаççĕ. Геннадий Сергеевичăн пирĕн валли тỹрех анекдот, шỹт сиксе тухать, кула-кула каласа кăтартать — пирĕн кăмăл уçăлса каять. Вăл пĕтĕм ăш пилпе, ăшă кăмăлпа, хăйĕн Турă панă пĕтĕм пултарулăхĕпе пире савăнтарса паянхи кунччен те пурăнать.
Çулĕсем пур пулсан та, вăл хăйĕн пурăнас кăмăлне, пурнăç хаваслăхне, пурнăçа юратнине пĕрре те манса каймасть. Мĕншĕн тесен унăн пурнăçĕ пĕр енлĕ пымасть: нумай çул лăпкăлăх хуралĕнче тăрăшса ĕçленĕ. Паллах, вăл пĕртте çăмăл ĕç мар. Пĕтĕм тĕнчери кирлĕ мар ĕç туса çỹрекен çынсене çавăн пек лăпкăн ăнлантарса, вĕсене вырăна лартса пурнăç туса пурăнма вĕрентсе пурăнасси вăл çав тери йывăр япала. Сывлăхшăн та, паллах. Çав ĕçе юратмасан унпа ĕçлеме те май çук.
Геннадий Сергеевич театра çỹресе пире те, халăха та савăнтарать. Çырас туртăмĕ те пысăк унăн: “Ял пурнăçĕ”, “Хыпар” хаçатсенче статйисем, шỹтлĕ калавĕсем пичетленеççĕ.
Пирĕн спекакльсем пуçланиччен е декорацисем хатĕрленĕ вăхăтра вăл яланах сцена çине тухать те халăха шỹтсемпе, хăйĕн пурнăçĕнче пулса иртнĕ мыскарисемпе паллаштарать. Залра ларакансем кулса, савăнса, кăмăлне уçса спектакльсене курма пуçлаççĕ. Çакă вăл пирĕн йăлана кĕнĕ.
Ăçтан пулма пĕлнĕ вăл çавăн пек пултаруллă çын — эпĕ пĕлместĕп. Ун пеккисем тĕнчере сайра. Геннадий Сергеевичăн тавра курăмĕ питĕ пысăк. Тĕрлĕ хаçат-журнал, кĕнеке, наука статйисене нумай вулать, илемлĕ литературăпа та туслă вăл. Акă, нумаях пулмасть “Пурнăç кĕнеки” пичетленсе тухрĕ унăн. Кунта ветеранăн хăйĕн пурнăçĕпе пĕрле тан утса пыракан хайлавĕсем вырăн тупнă.
Мĕнле роль паратăн, çавсене питĕ хăвăрт вĕренет. Пурнăçра мĕнле пурăнатпăр, сцена çинче те çапла пурăнать тейĕн ăна. Куççуль тухать-и ун сăмаххисенчен — çав сăмахсене чĕрене тивмелле каласа парать. Е кулăшла самантсене тĕлĕнмелле вырнаçуллă кăтартма пултарать.
Драмăсенче-и, камитсенче-и — пур çĕртре те вăл çав тери пултаруллă çын, нумай енлĕ: хăйĕн пахчинче пĕтĕм вăйне хурса ĕçлет. Акă, килĕнче те тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ешереççĕ унăн. Пурăнас кăмăлне, хăйĕн хаваслăхне сỹнтермест вăл.
Геннадий Сергеевич пирĕншĕн хĕвел пек. Вăл пире малта çутатса пырать. Çамрăксене вăл лăпкăн, ашшĕ килĕнче ачисене каланă пек, вĕрентсе калать. Пĕри те ун çине кỹренместпĕр. Çав калаçăва вăл шỹт çине куçарса ярать те эпир пурте ăнланатпăр. Питĕ савăнăç кỹрекен, тĕлĕнмелле хăйне евĕрлĕ çын.
Малашлăхра эпир Геннадий Сергеевич Сергеева, пирĕн юратнă çыннăмăра, Трак ен тăрăхĕнчи хисеплĕ те сумлă, пултаруллă тĕлĕнтермĕш ентешĕмĕре пĕтĕм чĕререн çирĕп сывлăх, çитĕнỹсем, чунра хаваслăх, иксĕлми телей, канлĕ ватлăх сунатпăр. Малашне те хăйĕн кулăш кушелĕн хутаççине çĕнĕрен-çĕнĕ хайлавсем, халап-юмахсем çырса-тултарса тĕлĕнтерессе, халăх театрĕнче тĕрлĕрен спектакльсене хутшăнса куракансене савăнтарасса кĕтетпĕр те, шанатпăр та.
Материала хатĕрлеме пулăшнăшăн Клавдия Васильевăна тав тăватпăр.