30 октября 2020 г.
Кашни çулах кĕркунне çанталăк сивĕтсе пынă май респираторлă вирус чирĕпе чирлекенсен шучĕ ỹсет. Кăçал вара коронавирус инфекцийĕпе çынсем чирленĕ пирки лару-тăру татах та йывăрланса пырать пулĕ. Епле сыхланмалла, мĕн тумалла респираторлă вирус тата коронавирус чирĕсемпе чирлес мар тесен. Паян çакăн çинчен тата ытти ыйтусем çине хуравлама эпир Республикăн общество сывлахĕн, профилактика медицинин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачне Елена Михайловна ЕГОРОВĂРАН ыйтрăмăр. — Елена Михайловна, чăн малтан респира-торлă вируслă чир-сем çинче чарăнса тăрар-ха. Çынсене тепĕр хут аса илте-рер, кĕркунне çитрĕ, çав чирпе чирлекен-сен йышĕ хальхи вăхăтра мĕн чухлĕ, çынсем ытларах мĕн-ле майпа чирлесе каяççĕ? — Кăçал çанталăк ăшă тăчĕ пулин те, çак чирпе чирлекенсен шучĕ ну-майланчĕ. Республикара хальхи вăхăта пĕтĕмпе 6 пин ытла çын чирлет. Чирлекенсенчен 67: — Шупашкар хулинче пур-накансем. Респираторлă чирсене пуçарса яракансем — вируссем. Вĕсем сывă çынсене чирлĕ çынран тата уйрăмах чире ура çинче чирлесе ирттерекен-сенчен ереççĕ. Чире пуçаракан вирус-сем ỹсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă май сывлăша тухаççĕ. Сывă çынсем вара таса мар вируслă сыв-лăшпа сывласа чире каяççĕ. Вируссем таса мар алă урлă та сывă çынна лекме пултараççĕ. Вирус организма лекнĕ хыççăн чирĕн пĕрремĕш паллисем сисĕниччен 2 кунтан пуçласа 4-5 кун иртет. — Грипп чирĕ вара респираторлă чирсен-чен мĕнпе уйрăлса тăрать? — Грипп та респи-раторлă вируслă чирĕсен шутне кĕрет. Гриппа ытти респираторлă чирĕсен паллисем ытларах пĕреш-кел: ỹт температури ỹсет, вăй чакать, сăмса хупла-нать, çын хăйне питĕ япăх туять. Анчах та грипп самай йывăртарах иртет: вăл яланах сасартăк, кĕтмен çĕртен пуçланать: ỹт-пỹ температури тăруках 39-40 градуса çити хăпарать, мышцăсем, куçсем ыратаç-çĕ, тар вăйлă тухать, вăй-хал чакать, пуç ыратать. Каярахпа тин сăмса пи-тĕрĕнет, пыр ыратма пуçлать, ỹслĕк пуçланать. Пысăк температура 5 кун таранах тытăнса тăрать. Йывăр чирлекенсен е чире ура çинчех ирттерекенсен грипп шала кайса, вирус энцефалитне, пневмоние тата ытти йывăр чирсене куçма пултарать. Уйрăмах ача кĕтекен хĕрарăмсен асăрхануллă пулмалла. Ытти респираторлă ви-рус чирĕсемпе чирлесен вара, пĕрремĕш вырăна ỹслĕк, пыр ыратни, сăмса юхни тухса тăрать. Темпе-ратура вара ытларах ик-кĕмĕш-виççĕмĕш кунсенче кăна хăпарма пуçлать. — Елена Михай-ловна, чирлесен мĕн тумалла? — Гриппа та, респира-торлă инфекци чирĕпе чирлесен те чире ура çинче чирлесе ирттермелле мар. Чирлесен малтанхи кун-сенче килте пулма тăрăш-малла. Вăй пĕтсен, пысăк температура пулсан, шăнтса пăрахсан вы-рăн çинчен тăмалла мар. Тухтăр çырса панă эмелсене кăна ĕçмелле тата вăл сĕннине çирĕп пăхăнса сипленмелле. Антибиотиксене врач каламасăр ĕçмелле мар, мĕншĕн тесен грипп вирусĕсем антибиотик-сене туйăмсăр. Çакна каласа хăвар-малла, 38 градусран пы-сăкрах температурăна кăна чакарма тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен, пысăк температура вируссемпе кĕрешекен организмăн хăтлăх реакцийĕ шутла-нать. Температура хăпар-сан, ăшă процедурăсем — ванна, горчичник, ăшă чĕркени юрамаççĕ. Хур-лăхан, хăмла çырлинчен морс, çăка чечекĕнчен хатĕрленĕ чей нумайрах ĕçме тăрашмалла. — Коронавирус чирĕ респираторлă вирус чирĕсенчен мĕнпе уй-рăлса тăрать? — Грипп хăрушă чир пулнине çынсем нумайăшĕ пĕлеççĕ. Ку чире мĕнле сиплемеллине тахçанах тупса палăртнă. Хальхи коронавирус чирĕ вара çĕнĕ чир. Специалистсем анчах коронавируса тĕп-чесе, çак чире мĕнле лайăхрах сиплемеллине тупса вĕренсе пыраççĕ. Вăл пĕрисен юнне çăра-тать, теприсен пыршă-лăхне сиенлет, виççĕмĕш-сен ỹпкисене пĕтерет. Чир ерме пултаракан хăрушлăх ушкăнне уйрă-мах ватă çынсем, гипер-тонипе тата ытти вăраха кайнă чирсемпе аптăра-кансем кĕреççĕ. Вĕсен чир уйрăмах питĕ йывăр иртет. — Елена Михайлов-на, коронавирус чирпе чирленине мĕнле пал-лăсем кăтартаççĕ? — Коронавирус чирĕпе чирлекенсен те чир пал-лисем ытларах респира-торлă вирус чирĕн пал-лисемпе пĕрешкел. Пĕр-ремĕш кунсенче ỹт темпе-ратури ỹссе каять. Чирлĕ çын хăйне питĕ япăх туйма пуçлать, хăвăрт ывăнать, вăй пĕтет, апат çиес килми пулать. Каярах типĕ ỹслĕк нушалантарма пуçлать. Нумайăшĕ апат тутине туйми пулаççĕ, шăршă çухатаççĕ. Чирлекенсен сывлама йывăрлансах пырать. Статистика кăтартнă тăрăх, пирĕн республикăра чирлекенсенчен 27 процен-чĕн чирĕн паллисем пачах та çук. Анчах та çакăн пек çынсем ытти çынсене чирлеттерсе яма пулта-раççĕ. Çавăнпа та хальхи вăхăтра уйрăмах пурин те питĕ асăрхануллă тата тимлĕ пулмалла. — Мĕн тумалла-ха, асăннă чирсемпе чирлес мар тесен? — Чирлес мар тесен, кашни çыннăн хăйĕн яла-нах тăрăшмалла, имму-нитета çирĕплетмелле. Çирĕп иммунитет çынна нумай чиртен сыхлать, асăннă чирсенчен кăна мар. Иммунитета пĕр уйăх хушшинчех çирĕплетсе çитерме май çук, çавăнпа та ун çинчен эпидеми пуçланиччен кăна аса илмелле мар. Вăл çирĕп пултăр тесен, кунсерен сывă пурнăç йĕркине тыт-са пымалла, тĕрĕс апат-ланмалла, физкультурăпа туслă пулмалла. Çỹлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, грипа та, коронави-рус тата респираторлă ин-фекци чирĕсене пуçарса яраканĕсем — вируссем. Вĕсем сывă çынсене сыв-лăш тата алă урлă ереççĕ. Çавăнпа та çак чирсенчен сыхланас тесен, хальхи вăхăтра халăх çỹренĕ вырăнсенче яланах маска тăхăнмалла. Анчах та час-часах çакна асăр-хатпăр, маскăпа нума-йăшĕ тутине кăна хуп-лаççĕ. Кун пек чухне маска тăхăнни пачах та усси пулмасть. Вирус-сем вара сăмсапа сывла-сан, сывлăша тухса са-рăлса ытти сывă çынсене лекеççĕ. Çавăнпа маскă-на тĕрĕс тăхăнмалла, унпа сăмсана та, тутана та хупламалла. Май пул-сан, халăх нумай çỹренĕ вырăнсенчен аяккарах пулма тăрăшмалла. Ал-сене час-часах çумалла е антисептикпе сĕрмел-ле. — Елена Михайловна, прививкăсем пирки мĕн калама пултаратăр? Прививкăсем асăннă чирсенчен хальхи вă-хăтра тăваççĕ-и? — Сыхланмалли мел-сенчен вара чи лайăххи — прививка туни. Кăçал пи-рĕн республикăра пĕтĕмпе 60: çынна грипран при-вивка тума палăртнă. По-ликлиникăсенче сентябрь пуçламăшĕнчех çынсене прививкăсем тума пуçла-нă, çак ĕç халь те ма-лаллах пырать. Паянхи куна республикăра пурă-накан 237925 çынна прививка тунă. Енчен те грипран прививка тăвас килет пулсан, хальтерех, грипп эпидемийĕ пуçла-ниччен тусан, питĕ вырăн-лă пулĕ. Прививка тутарма хăвăрăн тухтăр патне каймалла. Коронавирусран та вакцина туса кăларнă, ăна пирĕн республикăна та илсе килнĕ. Анчах та ăна чи малтан коронавирус чи-рĕпе чирлекен çынсене, сиплекен тухтăрсене тума палăртнă. — Анчах та, хăш-пĕ-рисем грипран та прививка тутарас пирки иккĕленеççĕ. Кун пирки мĕн кала-ма пултаратăр? — Чăнах та, хăш-пĕр çынсем, прививка тута-расшăнах мар. Пĕрисем унăн усси сахал, теприсем тата сиенлĕ те, тесе шутлаççĕ. Каланине сахал мар илтнĕ, прививка ту-тарсан та чирлерĕм, çавăнпа урăх тутармастăп тенине. Çỹлерех асăн-тăмăр ĕнтĕ, грипсăр пуçне тĕрлĕ респираторлă вирус чирĕсем питĕ нумай. Çынсем вĕсемпе чирле-нине гриппа пăтрашта-раççĕ. Статистика кăтартнă тăрăх, прививка тутарни-сем гриппа нумайăшĕ чирлемеççĕ. Чирлесен те, чире çăмăллăн ирттерсе яраççĕ. Прививка тутара-кансем хушшинче чир шала кайса, ытти йывăр чирсене куçнă тĕслĕхсем те питĕ сахал. Хальхи вăхăтра вара коронавирус пирки йывăр лару-тăру вăхăтра грипран прививка туни питех те вырăнлă пулĕ. — Прививкăна пурне те тума юрать-и? — Прививкăна чирленĕ вăхăтра кăна тата аллерги паракан çынсене кăна тума юрамасть. Тĕплĕнрех кун пирки хăвăра сиплекен врачпа канашласа пĕл-мелле. — Елена Михайловна, юлашкинчен мĕн каласа хăваратăр? — Тепĕр хут асăрхат-тарса хăварсшăн, чи малтан кашни çын хăйĕн сывлăхшăн хăй яваплине. Çавăнпа кунсеренех сывă пурнăç йĕркине тытса, яланах тĕрĕс апатланса, физкультурăпа туслă пулса иммунитета çирĕп-летмелле. Хальхи вăхăтра пу-рин те питĕ тимлĕ пулмалла.