АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Паха çăнăх авăртма клейковина хисепĕ 23 : пĕчĕкрех пулмалла мар”, — тет “Чувашхлебопродукт” предприятийĕн пуçлăхĕ Ю. Степанов

30 октября 2020 г.

Элеваторсене кăçалхи тухăçран тырă сутмалли тапхăр пырать. Ăна йышăнакан, çăкăр пĕçерекен заводсене, апат-çимĕç промышленноçне тата халăха çăнăхпа тивĕçтерекен тĕп предприяти республикăра — “Чувашхлебопродукт” акционер обществи — çак ĕçе еплерех йĕркелет? Юрий Степанов генеральнăй директор хуравлать. Вăл пирĕн ентеш, Упи ялĕнче çуралса ỹснĕ.

Кăтартăвĕ тивĕçтермест

— ЧР Ял хуçалăх министерстви пирĕн ума лартакан тĕллеве пурнăçласа темиçе тĕрлĕ çăнăх авăртма, кĕрпесем хатĕрлесе сутма пире çулталăкра апатлăх тырă 160 пин тонна, ку шутра тулă — 147 пин, ыраш 13 пин, кирлĕ. Çак планăн çуррине çуллен çурла-авăн уйăхĕсенче тултаратпăр. Хуçалăхсенче тырра кĕлете кĕртиччен пирĕн пата турттармасан кайран унтан кăларттарма йывăр, хĕлле çеç сутма пуçлаççĕ. Общество юпа уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне 131 пин тонна туянчĕ. Нумайăшĕ — Чăваш Енрен. Элеватора пама Ульяновск, Киров, Самар облаçĕсемпе Тутар тата Мари Республикисенчен те килеççĕ.

— Юрий Витальевич, халĕ çеç “Хыпар” журналисчĕсене обществăн Шупашкарти элеваторĕн производствăпа технологи лабораторийĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштартăр, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнине, киввине юсаттарнине, вĕсемпе тырăри клейковинăпа нỹрĕк, çум курăкпа ют культура вăрлăхĕн, хывăх-хылчăк, çỹп-çап хисепне тĕпчесе палăртнине пĕлтертĕр. Кăçалхи тырă пахалăхĕ мĕнле?

— Иртнĕ çулсенхинчен япăхрах. Чăваш Енре кăна мар, çĕршывĕпех. Çакна РФ Çăнăх авăртакан тата кĕрпе хатĕрлекен предприятисен кăçалхи авăн уйăхĕн вĕçĕнче Мускавра иртнĕ XIV съездĕнче пĕлтерчĕç. Паха шурă çăнăх авăртма пире 3-мĕш класлă тулă кирлĕ. Общество йышăннă мĕн пур тулă калăпăшĕнче пĕлтĕр вăл — 60:, кăçалхи авăнăн 13-мĕшĕ тĕлне 37: çеç пулнă. 4-мĕш класс та 37:, 5-мĕш класс 26:.

— 3-мĕш класлă тулă пахалăхĕн хăш кăтартăвĕ тивĕçтермест?

— Унтан паха çăнăх авăртма клейковина хисепĕ 23: пĕчĕкрех пулмалла мар. Иртнĕ çулсенче пире паха тулă сутнă хуçалăхсен те кăçал çав шая çитмест. Темиçе кун каялла кăна Красноармейски районĕнчи паллă хуçалăхран анализ тума çав культурăран вунă тĕслĕх (проба) илсе килчĕç — 3-мĕш класа пĕри те лараймарĕ. Республикăра туса илнĕ тырă иртнĕ çулсенче те пысăк пахалăхлă пулман, 1 тата 2-мĕш классен шайне хăпараймасть.

— Тулăпа ыраша 160 пин тонна пуçтараятăр-и?

— Пуçтаратпăр, Кун пирки пĕрре те иккĕленместпĕр. Мĕншĕн тесен кăçал тырă нумай. Плана тултарассишĕн те ĕçлетпĕр. Тырăран хатĕрленĕ продукципе пирĕнтен Чăваш Ене çеç мар, федерацин ытти регионне те тивĕçтерме ыйтаççĕ. Шупашкар элеваторĕнче кашни талăкра тулăран — 500, ырашран — 60, Канаш элеваторĕнче ырашран 100 тонна таран çăнăх авăртса Чăваш Енри район-хулана, Чулхула, Киров, Ульяновск, Ленинград, Владимир, Иваново, Ярославль облаçĕсене, Мари, Тутар, Мордва Республикисене, Краснодар крайне тиесе яратпăр.

Пĕр турта хушшинче

— Хуçалăхсемпе алла-аллăн тытăнса ĕçлетĕр-и?

— Паллах! Вĕсемпе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Пирĕн предприятие республикăри хуçалăхсенче пухса кĕртекен тырра чи малтан туянма уçнине пĕр самантлăха та манмастпăр, вĕсене тупăш тума май туса паратпăр. Çулталăкра вĕсем тата тулашран турттаракансем “Чăвашхлебопродукта” сутса 1 млрд яхăн тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Элеватора тырă паян турттарса килсен тата бухгалтерие кирлĕ документсем тăратсан укçа ыранах куçарса паратпăр. Эпир çĕр ĕçченĕсемпе пĕрле пĕр турта хушшинче.

— Партнерсемпе паллаштарма хаçатра вырăн нумай кирлĕ, çапах хăш-пĕрне палăртаймăр-и?

— Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, Красноармейски районĕнчи “Красное Сормово”, Çĕрпỹ районĕнчи “ВДС” тата Патăрьел районĕнчи “Исток”, Комсомольски районĕнчи “Çĕр улмине мухтав”, Вăрнар районĕнчи “Мураты” хуçалăхсем, А.В. Хорошавинăн суту-илỹ çурчĕ, Елчĕк районĕнчи Е.В. Цветкова, Вăрмар районĕнчи О.А. Иванова, Тăвай районĕнчи С.Р. Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕсем тата ыттисем.

— Сире тырра упрама та шанса параççĕ-и?

— Параççĕ. Культурăсене сушилка витĕр кăларса типĕтме, алласа тасатма, кĕлетсенче упрама кунне 100 тонна таран йышăнатпăр. Кашни килограмшăн уйăхра 7 тенкĕ çеç — нумай мар — тỹлемелле. Обществăн Тĕрлемес, Вăрнар, Вăрмар, Çĕмĕрле пунк-чĕсенче, Шупашкарпа Канаш элеваторĕсенче йышăнатпăр.

— Йышăну хакĕсемпе паллаштараймăр-и?

— Вĕсене “Чăвашхлебопродукт”, Ял хуçалăх министерствин сайчĕсене вырнаçтарнă — ертỹçĕсем пурте пĕлеççĕ. Çапах та “Хыпарта” та пĕлтерес килет. Тырă начар пулнă çул сутлăх хак хăпарать. Куратпăр ĕнтĕ — кăçал экономикăн тепĕр саккунĕ ĕçлет: тырă вăйлă пулчĕ, çапах сутлăх хак ỹсет. Чỹкпе раштав уйăхĕсенче çулталăк каяллахинчен вăл пысăкрах пуласси халех паллă. Кĕскен: кăçал çĕр ĕçченĕсемшĕн хаксем питĕ лайăх.

— Предприяти суту-илỹ валли авăртакан çăнăх хакĕ çинчен мĕн калатăр?

— “Чувашхлебопродукт” çăнăхпа кĕрпесен производствине çуллен ỹстерет. Тырă хакланнăçемĕн вĕсен хакне те хăпартма тивет. Сăмахран, авăн уйăхĕнче çăнăхăн вăл 50 пус хушăнчĕ. Унăн хăй хаклăхĕнче тырă хакĕ 85:. Çăнăх хакне епле лартасси тырă хакĕнчен нумай килет.

Плансем епле?

— Рынок производствăна ỹстерсе тупăш ытларах илме хистет. Вăл общество умне мĕнле тĕллев лартма ыйтать?

— Кашни талăкра тулăран 600 тонна çăнăх авăртма тата сăсăлран гранула туса экспорта яма çĕнĕ оборудовани вырнаçтарасшăн. Проектпа смета документацине хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ, 2021 çулта пурнăçа кĕртетпĕр. Унсăр пуçне республика Пуçлăхĕ Олег Николев пире Канаш элеваторне модернизацилеме хушрĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ тата “Росагролизинг” АО 2020 çулхи нарăс уйăхĕнче пĕр-пĕрин хушшинче çирĕплетнĕ килĕшỹпе “Чувашхлебопродукт” Канаш элеваторне реконструкцилемелли 250 млн тенкĕлĕх проекта пурнăçа кĕртессишĕн ĕçлеме тытăнчĕ. Çак проект элеватор хăватне палăртмаллах ỹстерме, ĕç вырăнĕ 100 çын валли йĕркелеме май парĕ. Халĕ 70-ĕн. Тĕллеве пурнăçлама Санкт-Петербургри институт элеватора экспертиза витĕр кăларнинчен пуçларăмăр. “Кивĕ никĕс çинчех модернизаци тума юрать”, — пĕтĕмлетрĕ вăл. Халĕ çĕнĕ производство проектне Воронеж специалисчĕсене тутаратпăр. Модернизацие 2021 çул вĕçлениччен пурнăçлатпăр. 1928 çулта тунă элеватора çĕнетсе производствăна ỹстерĕпĕр. Тырă упранипе, çăнăх-кĕрпе хатĕрленипе пĕрлех Канашран продукцие экспорта яма пуçлăпăр. Кунтах тулă вăрлăхне кашни сехетре 10 тонна тасатакан линие ĕçе кĕртĕпĕр. Виççĕмĕш проект — Шупашкарта 33 çул каялла хута янă элеватора çĕнетес ĕçе икĕ çулта пурнăçласси. Оборудовани ытларах пайĕ кивелнĕ. Çĕнетмесен талăкра 24 сехет ĕçлекен машина-механизм юрăхсăра тухма пултарать. Çапла пĕтĕмлетес килет: “Чувашхлебопродукт” производство калăпăшне килес икĕ çултан самаях ỹстерĕ.

— Эпĕ ăнланнă тăрăх, общество укçи банкра “тусанланса выртмасть”, кунтан та ытларах — эсир палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме те çителĕксĕр.

— Тырă кирлĕ чухлĕ туянма та çитмест, çавăнпа 2: хушса çулталăкра тавăрмалли кредит илетпĕр. Производствăна пысăклатнă май республикăри хуçалăхсем пире тырă ытларах сутасса шанатпăр. Кăçал Чăваш Енре ăна 1 млн яхăн тонна пухса кĕртнĕ. Паллах, хуçалăхсен пĕтĕм сутлăх тыррине эпир йышăнаймастпăр, ытлашшине вĕсем ытти региона е экспорта яма пултараççĕ. Аграрисем тулаша сутса тупăш тунăшăн савăнатпăр çеç.

— Хуçалăхсен ертỹçисем: “Тыррăн сутлăх хакне тĕрĕсрех епле тумалла-ши?” — теççĕ.

— “Чувашхлебопродукт” — суту-илỹ вырăнĕ те. Тырра сутаканăн — пĕр, ăна туянаканăн иккĕмĕш тĕллев. Хуçалăхсем тырра хаклăрах сутасшăн. Эпир вара пахалăхне пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çавăнпа икĕ ен хушшинче тавлашуллă ыйтусем пулнă, пур, пулĕç те. Вĕсене тĕрĕс тата хуçалăхсен ертỹçисене ăнланмалла татса парассишĕн кăçал çĕнĕ оборудовани туяннине пĕлтертĕм ĕнтĕ. Хуçалăхсене те, пире те суйма памаççĕ — тырă çум курăкпа ют культура вăрлăхĕпе, хывăх-кипекпе, хылчăкпа, çỹп-çаппа епле хутăшнине тĕрĕс палăртаççĕ. Общество тыр-пула тасатса тăкак чылай курать. Комисси йышăну хакне çав ĕçе пурнăçласа куракан тăкака шута илсе те палăртать.

— Хуçалăх ертỹçи эсир лартнă хакпа килĕшмесен мĕн тăватăр?

— Лабораторире илнĕ тĕслĕхсене (пробăсене) Россельхознадзорăн республикăри управленине ярса паратпăр. Йышăну хакне унăн анализĕпе килĕшỹллĕн çирĕплететпĕр. Эпир тырă сутаканпа пĕр сăмах тупайманни сайра-хутра çеç пулать. “Хыпар” хаçатран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика