30 октября 2020 г.
Карай ялĕ ятлă-сумлă, тăрăшуллă, сăпайлă çынсенчен пуян. Манăн сăмахăм хамăр тăван ялта — Сурăмхĕрринче çуралса ỹснĕ, Карай шкулне пĕр вăхăталла такăрланă хастар та пултаруллă Юрий Сергеев çинчен пулĕ. Эпĕ унпа пĕр урамра ỹснĕ май ăна питĕ лайăх пĕлетĕп. Юрий Михайлович 1960 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче çак ялтах çуралнă. Пилĕк пĕр тăван çитĕннĕ вĕсем: Коля, Гриша, Надя, Юра, Аля. Вĕсен ашшĕпе амăшĕ — Нинăпа Михаил Сергеевсем ку тăрăхра питĕ ĕçчен çынсем пулнипе паллă. Вĕсем пур ачине те ĕçе юратма тата сăпайлă пулма вĕрентнĕ. Ытти ял ачисем пекех Юра Карай шкул сукмакне такăрланă. Ăна вунă класс пĕтерсенех çара илеççĕ. 1978 -1981 çулсенче Тинĕс çар хĕсметĕнче виçĕ çул салтак тивĕçне пурнăçлать. Моряк тумне тăхăннă каччăна пулас мăшăрĕпе, кỹршĕллĕ Элĕк районне кĕрекен Анаткас Сурăм хĕрĕпе — Людмилăпа паллашма тỹр килнĕ. Çамрăксем тỹрех пĕр-пĕрне килĕштернĕ. 1984 çулта çĕнĕ çемье чăмăртанать. 36 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ. Ваттисен сăмахне шута илсен кашни çыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче кил-çурт çавăрмалла, йывăç лартса ỹстермелле, ача-пăча çуратса çитĕнтермелле. Çапла, пурнăç урапи Сергеевсене Карай ялне çитерет. Кунта пус çумне пус хушса кил-çурт çавăрнă, пĕчĕккĕн хушма хуçалăха çĕнетсе пынă. Мăшăрĕпе Людмила Николаевнăпа пĕрле сад-пахчинче тĕрлĕ йывăç-тĕм лартнă. Кил-çурчĕ аякранах курăнса, илемĕпе уйрăлса ларать, палисадникĕнче тĕрлĕ чечек ешерет, пахчинче тĕрлĕ тĕслĕ çимĕç ỹсет, пур çĕрте те тирпей-лĕхпе тасалăх хуçаланать. Тăпăл-тăпăл хуçалăх тытса пыраççĕ. Ăш пиллĕ, çынлăха çухатман çемье кỹршĕ-аршăпа, ял-йышпа килĕштерсе пурăнать. Ачисем — Таня, Оксана, Алена, Света, Кристина — хăйсем пекех сăпайлă, ĕçчен, пултаруллă. Тăватă хĕрĕ аслă пĕлỹллĕ, пурте хăйсем килĕштернĕ профессипе ĕçлеççĕ. Ура çинче мăшăрĕсемпе пĕрле çирĕппĕн тăнă. Кĕçĕнни Кристина кăна Карай шкулĕнче 9-мĕш класра пĕлỹ пухать. Виçĕ хĕрĕ мăшăрĕсемпе тăван хуламăрта Шупашкарта тĕпленнĕ. Пĕр хĕрĕ Оксана мăшăрĕпе Мускавра пурăнать. Хĕрĕсем пĕринчен тепри маттур, чечек пек илемлĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса туслă пурăнни савăнтарать. Кунта кил хуçин тỹпи те пысăк. Ара, ачасене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса пурнăç тути-масине вĕрентни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юратнă хĕрĕсем мăшăрлă пулни, мăнукĕсем кил хуçи кăмăлне çĕклеççĕ. Юрий Сергеев пурнăçра хăйĕн телейне хăй туптанă. Нумай пулнă эпĕ ĕçпе Сергеевсем патĕнче. Сăпайлă та тарават çемье. Хамăр пĕрле выляса-ỹснĕрен сăмах-юмах ваклама çăмăл вĕсемпе. Пĕр-пĕрин çине сас хăпартса кỹрентернине нихăçан та курман. Кил-терĕшре ĕçсене те пĕрле шăкăл-шăкăл пурнăçлама васкаççĕ. Пур çĕрте те йĕркелĕх хуçаланать. Халăхра анлă сарăлнă “пупĕ мĕнле — прихучĕ те çапла”, “кашни япала хăй вырăнĕнче” текен каларăш вĕсен çумĕнче хуçаланать. Салтак шинельне тăхăнса курнă кил хуçи пур ĕçре те правур. Водитель профессине алла илнĕ кил хуçи. Тăван колхозра 35 çул хушши тĕрлĕ ĕçсене пурнăçланă. Тивĕçлĕ канура пулин те, кирек епле ĕç патне те алли пырать тата таврара тирпей-илем кỹме те тăрăшать. Юратнă 8 мăнукĕ валли çеç мар, урам ачисем валли те хăйсен умĕнче ача-пăча лапамĕ ăсталарĕ. Ку ĕçе çемйипех кỹлĕннĕ тесен те йăнăш пулас çук. Çуллахи вăхăтра ача-пăча сасси каймасть кунтан. Тата картиш тулли выльăх-чĕрлĕхне пăхать, килнĕ хăнасене мăшăрĕпе тарават кĕтсе илет. Людмила Николаевна чылай хушă садикре, ваттисен çуртĕнче тимлерĕ. Ăшă кăмăллă хĕрарăм, пуринпе те пĕр чĕлхе тупать. Итлеме те, илтме те пĕлет. Калăпăр, 2008 çулта районта “Семья года” конкурсра 1-мĕш вырăн йышăнса Шупашкарта хаклă парне илме тивĕçлĕ пулчĕç. 2009 çулта вара Сергеевсене мăшăрланни 25 çул çитнĕ май “Юратупа шанчăклăх” медальпе чысларĕç. — Атте те пултăм, кукаç ятне те илтрĕм... Турă сакăр мăнук пачĕ. Çав тери кăмăллă вĕсемпе. Ачасемпе мăнуксем çине пăхатăп та — чун хĕпĕртет, — тет паян Юрий Михайлович. Манăн хамăн ентеше 60 çул тултарнă ятпа пур кăмăлтан ырлăх-сывлăх сунас килет. Юрий Сергеевăн чи пысăк савăнăçĕ, телейĕ вăл — унăн çемйи. Мăшăрĕ, ачисем, мăнукĕсем унпа мухтанаççĕ, телей сунаççĕ. — Чи çывăх та чун юратнă çыннăмăра — аттене, кукаçине 60 çулхи юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Тата нумай çул пире савăнтарса пурăн, сывлăхăр çирĕп пултăр, вăй-халăр ан иксĕлтĕр, кашни çĕнĕ кун савăнăç парнелетĕр. Эпир сана юратни, хисеплени кунсерен вăй хушса пытăр. Тав сана пуриншĕн те, юратнă çыннăмăр, — теççĕ çывăх çыннисем, тĕпренчĕкĕсем.. М. Романова.