30 октября 2020 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен канашлура кăшăл вируса хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен оперативлă ушкăнсене хастартарах пулма, лару-тăрăва тĕрĕслессипе ĕç-пуçа çирĕпрех йĕркелесе пыма хушнă. Хăрушсăрлăх мерисене пăхăнманнисене çийĕнчех тупса палăртмаллине, кирлĕ пулсан явап тыттармаллине те асăрхаттарнă. Ертỹçĕ сăмаха малалла тăснă май, халăх йышлă пухăнакан обществăлла вырăнсене дезинфекци тума чĕнсе каланă. Енчен те ĕç планне мероприятисем кĕртнĕ пулсан, хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса пурнăçламаллине те палăртнă вăл. Ют çĕршывсенчен пирĕн тăрăха килсе çитнисемпе асăрхануллă пулмалла, вĕсене тест партармалла. Уйрăмах шкул ачисене сыхă тăмалла, вĕсемпе чир-чĕр ересрен кулленех профилактика мероприятийĕсене ирттермелле. Чирлисене валли сиплев учрежденийĕсенче хушма вырăнсене хатĕрлеме сĕннĕ. Мĕнпур пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсене çителĕклĕ вырнаçтарма, вĕсемпе халăха пулăшу пама пăхса хăварнă. Ял территорисене аталантарса пырассипе йышăннă мероприятисем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕн каласа кăтартнă. Кăçалхи çул ялсене аталантарассипе палăртнă проектсене пурнăçа кĕртме 4,3 млрд тенкĕ йышăннă. Сахал мар объектсем пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă. Культура çурчĕсем, шкулсем, газификаци, ФАПсем тата ытти нумай ĕçсем плана кĕртнĕ. Çул-йĕр тăвасси те кун йĕркинчех пулнине каланă вăл. Çулталăкне ялсенче пĕтĕмпе 3178 проект пурнăçа кĕртме плана кĕртнĕ. Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче вырăнти влаçра ĕçлекенсен ялти ин-фратытăма аталантарас ыйту çине ытларах тимлĕх уйăрмалла тесе каланă. Чылай чухне проектсене пурнăçа кĕртме вырăнти халăх кăштах укçан та пулăшма тăрăшать. “Район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене чĕнсе калатăп. Хăвăрăн тăрăхра енчен те кăлтăксем е чăрмавсем кăларса тăратнă объектсем пур пулсан, вĕсене çийĕнчех тупса палăртмалла, ыйтусене уçăмлатмалла. Мĕне пула, çав йывăрлăхсем сиксе тухнине пĕлме тăрăшмалла, сăлтавĕсене те пăхса тухса тишкермелле", — тенĕ вăл. Йывăрлăх кăларса тăратнă объектсем пирки хыпарсене туххăмрах Чăваш Республикин Строительство министерствипе Экспертиза центрне илсе çитерме каланă, кун пек ĕçе йĕркелесе пырсан тĕрĕс йышăнусем туса хăварма витĕм кỹрĕç тенĕ регион Ертỹçи. Хулан хутлăхне хăтлăлатассипе йышăннă регионти проект пурнăçа епле кĕрсе пынипе те кăсăкланнă канашлăва пухăннă ертỹçĕсем, палăртса хунă ĕçсене планпа килĕшỹллĕн, чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçне-хĕрне çитерме каланă. Анчах та кăлăхах, хăш-пĕр муниципалитетсенче ĕçсем графикпа килĕшỹл-лĕн пурнăçланса пыманни те куç кĕретех. Чăваш Республикин строительство министрĕ Александр Героев паянхи куна илес пулсан, Шупашкар, Улатăр, Каçал ен, Пăрачкав, Тăвай районĕ хастар ĕçленине палăртнă. Çав вăхăтрах, Канаш, Çĕмĕрле хулисем, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар районĕсем начар ĕçлеççĕ, аукционсене те ирттермен тенĕ вăл. Республика Пуçлăхĕ кашни район тата хула ертỹлĕхĕпе ыйтусене пăхса тухмаллине, тивĕçлĕ йышăнусем тумаллине каланă. Енчен те бюджетра укçа-тенкĕ пăхса хăварнă пулсан, вĕсене тивĕçмелле, объектсене вăхăтра пурнăçа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшмалла тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе регион Пуçлăхĕ.