27 октября 2020 г.
Мĕнле чир вăл — остеопороз, мĕн пирки аталанать, çакăн çинчен тата ытти ыйтусем çине хуравлама эпир Республикăри ветерансен госпиталĕнчи эндокринологи уйрăмĕн ертỹçинчен Татьяна Васильевна Якимовăран ыйтрăмăр.
Остеопороз — шăмă тытăмĕн чирĕ, ăна пула шăмăсем çирĕплĕхне çу-хатаççĕ, çăмăллăнах ху-çăлма пултараççĕ. Урăхла каласан, ку чир шăмăсен çирĕплĕхĕпе тытăмне йĕр-келеме кирлĕ кальци са-халлине пĕлтерет. Шăмă масси систермесĕр чакса пырать, çиелтен пăхсан вăл йĕркеллех пек, анчах шалта шăтăкланнипе пат-ракланать, унăн тытăмĕ палăрмасăр пăсăлать, йывăрăшĕ сисĕнмесĕр чаксах пырать, тĕртĕмĕн никĕсĕ улшăнать. Мелсĕр ỹксен е ура çине мелсĕр пуссан, шăмă çăмăллăнах хуçăлма пултарать. Пурнăç тăршшĕпе шăмă ялан арканать, унтан кал-лех çĕнелет, ку питĕ шайлашуллă пулса пырать. Анчах ватлăхра аркану çĕнелнинчен хăвăртрах пулса пырсан, чир аталанать. Ку чире вăрттăн вĕлерекен те теççĕ. Остеопороз чухне шăмă та, сыпă та ыратмасть. Нумайăшĕ чир пирки шăмă хуçăлсан кăна пĕлет. Уйрамах пĕçĕ мăкăрăлчăкĕ (вырăсла ăна шейка бедра теççĕ) ху-çăлни хăрушă. Тĕнчере кашни 3 çеккунтра пĕр çыннăн остео-пороза пула шăмă хуçăлать. 50 çултан иртнĕ кашни виççĕмĕш хĕрарăмăн тата кашни пиллĕкмĕш арçынăн хăй ĕмĕрĕнче шăмă хуçăлас хăрушлăх пур. Раççейре кашни минутра 7 çыннăн остеопо-роза пула çурăм шăмми, кашни 5 минутра пĕçĕ шăммин мăкăрăлчăкĕ хуçăлать. — Татьяна Васильевна, остеопороз чирĕ мĕне пула аталанса кайма пултарать-ха? — Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Тĕрлĕ чир-чĕре, çав шутра эндокрин тытăмĕпе çыхăннă чирсене пула, организмра гормонсен шайлашăвĕ пăсăлнипе шăмă вăйсăр-ланма, патракланма пултарать. Хĕрарăмсен çулсем иртсен ар гормонĕсен шайĕ чакать, эстрогенсен çитменлĕхĕ вара остеопо-роза аталанма витĕм кỹрет. Чылай вăхăт хускалмасан е ревматизм, шала кайнă пỹре чирĕсене пула, тĕрлĕ эмеле, уйрăмах гормонсене, нумай вăхăт ĕçни те остеопороза аталанма май парать. Чирлес хăрушлăх кашнинех пур. Ку тĕпрен илсен йăх туртăмĕнчен те килет. Çын хăй ĕмĕрĕн тĕрлĕ яваплă тапхăрĕнче — ача чухне, кайран çул çитмен çамрăк аталанса пынă вăхăтра, хĕрарăм ача кĕтнĕ тапхăрта, кăкăр ĕмĕртнĕ вăхăтра мĕнлерех апатланнинчен, мĕнлерех пурнăç йĕркине тытса пынинчен те килет. Унччен, ку чир ытларах аслăрах ỹсĕмри çынсене аптăратать, тесе шутланă пулсан, юлашки вăхăтра çак чир те çамрăкланса пынине, 30 çултан иртнĕ çынсен те тĕл пулнине палăртаççĕ. Кунта пирĕн хамăрăн айăп та пур — сахал хускални, тĕрĕс мар апатланни, ытларах полуфабрикатсем çини сиенлĕ витĕм кỹреççĕ. Ытла ир пирус туртма пуçлани, эрех-сăра ĕçни те шăмă тĕртĕмне сиенлĕ витĕм кỹреççĕ, чире хăвăртрах аталанма май параççĕ. Çăра чейпе кофе нумай ĕçни (кунне 4 чашăкран ытла) пĕçĕ шăмми хуçăлас хăрушлăха ỹстерет. Организмра кальцийпе Д витамин çитменни, çавăн пекех кĕлетке виçи 58 кг сахалрах пулни, сахал хускану туни, спортпа туслă пулманни шăмă патракланнин сăлтавĕсем пулма пултараççĕ. — Çак чир аталаннине мĕнле паллăсем тăрăх пĕлме пулать-ха? — Остеопороз чĕмсĕр, вăрттăн чир, хăй пирки систермест терĕмĕр. Вăл аталаннине кăтартакан паллăсем малтанхи тапхăрсенче çук темелле. Нумайăшĕ хăйсен шăмă виçи чакса пынине, унăн тытăмĕ пăсăлнине туймасть. Çын хăй лутраланса пынине, пĕкĕрĕлсе çỹреме тытăннине асăрхасшăн мар. Çавăнпа ку чир сарăлнине шăппăн иртекен эпидеми, теççĕ. Пĕртен-пĕр паллă — çын пĕр пек тăрсан е ларсан çурăм шăмми ыратнине туйма пултарать. Нумайăшĕ çак-на ывăннипе çыхăнтарать, тухтăр патне кайма васкамасть. Организмра кальци çитменнипе те шăмăсем патракланма тытăнаççĕ, терĕмĕр. Чир аталаннине асăрхас тесен, çỹçе, шăлсене тимлĕрех пăхма, сăнама сĕнеççĕ. Чĕрнесем хуçăлни, шăлсем хĕррипе витĕр курăннă пек туйăнни, çуç икĕ вĕçленни, татăлни — остеопороз пуçланма пултарасса систереççĕ. Хушăран ура туртса лартни те кальци çителĕксĕррине, тухтăр патне кайса тĕрĕсленме вăхăт çитнине кă-тартать. Çын утнă чух та унчченхи пек çăмăллăн пыраймасть, ураран урана йывăррăн ярса пусать. Çурăм шăмми кукăрăлма тытăнать. Сĕтел хушшинче вăрах ларса ĕçлесен хул калакки хушшинче ыратма пуçлать. Хул пуççи тĕлĕнче туртни сисĕнет, нумай утса çỹресен ура сĕрлет, туртать, уйрăмах — чĕр-куççи тĕлĕнче. Остеопороз çурăм шăм-мине пысăк витĕм курет, унти улшăнусене пула этем çуллĕшĕ чакать, çын лутраланать, кукăрăлать, çурăм çинче курпун тухать, хырăм малалла тухса тăма пуçлать. Аслăрах арçынсен шă-мă йывăрăшĕ çулталăкра 0,5 процент чухлĕ, хĕрарăмсен 1-4 процент таран чакать, майĕпен остеопорз патне илсе çитерет. Çавăнпа шăмă чирĕ аталанасран сыхланма тăтăшах профилактика тĕрĕслевĕсем ирттермелле, чир аталанăвне чарас, чакарас тĕлĕшпе специалистсемпе канаш-ламалла. Тăвансен хуш-шинче ку чирпе аптăракансем пур пулсан, тимлĕхе тата ỹстермелле. — Остеопорозран сыхланас тесен, шăм-сен пахалăхне мĕнле майпа лайăхлатма пулать-ха? — Малтанах çакна палăртмалла, этем 20-25 çула çитичччен шăмă йывăрăшне ỹстерсе пырать. 45-50 çултан унăн йывăрăшне çухатма пуçлать. 65 çултан иртнĕ кашни çыннăнах шăмă хуçас хăрушлăх пур. 25 çул тĕлне шăмăсем мĕн чухлĕ çирĕпрех пулаççĕ — кайран, 50 çул хыççăн çавăн чуль аванрах пулĕ. Шăмăсем çирĕплĕхне, пахалăхне лайăхлатас тесе кальципе пуян тата Д витаминлă апат-çимĕç ытларах çиме тăрăшмалла. Кальци ытларах сĕт çимĕçĕсенче, типĕтнĕ улма-çырлара, кунжутра, пулă консервисенче. Кальцие организм лайăхрах йышăнтăр тесе, цинкпа пуян çимĕçсем — хĕвел çаврăнăш, мăйăр, тымар çимĕçĕсене тата К витаминпа пуян, симĕс çулçăллă пахча çимĕç ытларах çимелле. Рациона çавăн пекех шăмă тытăмне йĕркелеме пулăшакан А витамин пур çимĕçсем — сĕт юр-варĕ, çăмарта, сарă тата хĕрлĕрех сарă улма çимĕçĕсемпе пахча çимĕçĕ, симĕс пахча çимĕç кĕртмелле. Белокпа пуян аш-какай, пулă, тăпăрчă, çăмарта çителĕклĕ çимелле. Кулленех Д ви-тамин илмелле, çавăнпа кăнтăрла уçă сывлăшра ытларах çуремелле. Менотăхтав хыççăнхи хĕрарăмсемпе аллăран иртнĕ арçынсене кальци куллен 1000-1500 милли-грамм кирлĕ. 50-ран кĕçĕнреххисене вара 1000 миллиграмм таран. Талăкра апатпа мĕн чухлĕ кальци кĕнине ятарлă таблицăсем палăртаççĕ. Тĕслĕхрен, пĕр стакан сĕтре е кефирта 120 миллиграмм, 100 гр тăпăрчăра 150-160 миллиграмм, 100 грамм сырта 1000 миллиграмм таран. Выртакан шăмăна кальци кĕмест текен афоризм та пур. Шăмăсем хăйĕн çывăхĕнчи мышцăсем ĕçленĕ чухне кăна çителĕклĕ çимĕçсем илеççĕ. Кальципе пуян апат-çимĕç çини кăна çителĕксĕр, ытларах хускални те питĕ кирлĕ. Кальци шăмăсем патне çиттĕр тесе, ятарлă физкультура туни питĕ усăллă, хусканусем туни юн çаврăнăшне лайăхла-тать, мĕнпур органпа тĕр-тĕме усă кỹрет. Тепĕр лайăх профилактика — çуран утни, кунне 8 çухрăм таран çỹремелле. Физ-культурăпа туслă мар çынсемпе танлаштарсан, спортменсен шăмă тĕртĕмĕ çирĕпрех, йывăртарах пулнине палăртаççĕ. “Хускану — пурнăç” тесе ахальтен каламан, спорт занятийĕсем тума пуçламашкăн вара нихăçан та кая мар. — Мĕнле сăлтавсем шăмă чирне аталанма пулăшса пыраççĕ-ха? — Çакна та асра тытмалла, кальцие йышăнма пулăшакан çимĕçсем кăна мар, ăна йышăнма чакаракан тата организмран кăларма хĕтĕртекен çимĕçсем те пур. Вĕсем — сахăр, кофе, чей, тулă çăнăхĕнчен хатĕрленĕ тата рафинадланă çимĕçсем. Çăра чейри, уйрăмах кофери кофеин кальцие пыршăлăхран йышăнма памаççĕ. Ытлашши тăварлă çимĕçсем те кальцие организмран шăкпа хăва-ласа кăлараççĕ. Кăлпасси, сосиски, паштет кальцие йышăнма чăрмантараççĕ. Шурă çăкăр сахалрах çимелле, чей ĕçнĕ чух сахăр вырăнне темиçе типĕтнĕ инжир, курага (шăмăсăр типĕтнĕ абрикос) çиме тăрăшăр. Эрехпе никотин чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне мĕнлерех витĕм кунине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, шăмăсене те çак наркăмăшлă япаласем пысăк сиен куреççĕ. Эрех ĕçсе ỹсĕрĕлнĕ çыннăн ỹксе аманас хăрушлăх та пысăкрах. — Остеопороз ата-ланас хăрушлăх пуррине çын хăй тĕллĕн палăртма пултарать-и? — Паллах, хăйĕн сывлăхне пысăк тимлĕх уйăракан çын çакна тума пултарать. Компьютер пулăшнипе 40 çултан иртнĕ кашни çын çитес 10 çул хушшинче шăмă чирĕ аталанас е хуçăлас хăрушлăх пуррине шутласа кăларма пултарать. Аслăрах ỹсĕмри çынсем çакна тăванĕсем, мăнукĕсем е тухтăр пулăшнипе тăваяççĕ. Çакна интернетри FRAX текен ятарлă программăпа шутлама пулать. Ку программа шăмăсене патракаланса хуçăлма май паракан сăлтавсене палăртакан ыйтусенчен тăрать. Çыннăн çак сăлтавсем мĕн чуль ытларах — чир аталанас хăрушлăх çавăн чуль пысăкрах. Шăмă чирĕ аталанас хăрушлăх пысăккине палăртсан, пирĕн республикăри Ветерансене сиплекен госпитальри эндокринологи центрĕн специалисчĕсем патне килме пултаратăр. Кунта сире остеопороз чирĕн аталанăвне палăртма, тĕрĕс диагноз лартса сипленме пулăшĕç. — Татьяна Васильевна, калаçăва пĕтĕмлетнĕ май пирĕн хаçат вулаканĕсене та-та мĕн калама пултаратăр-ха? — Паллă каларăша улăштарса, кĕпене çĕнĕрен, шăмăсене çамрăкран упрамалла тесе калас килет. Çавăнпа тĕрĕс апатланăр, хăвăр ачасене те кальципе пуян çимĕçсем ытларах пама тăрăшăр, ытларах хусканăр, хăвăр шăмăсене çирĕплетĕр, вĕсем сире ĕмĕр тăршшĕпех питĕ кирлĕ пулĕç.