27 октября 2020 г.
Кăçал пирĕн халăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче (1941 — 1945) Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине паллă турĕ. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă хаяр вăрçă СССРти пур халăхсемшĕн те çĕршыв шăпишĕн пыракан вăрçă пулса тăнă. Çĕршыв çийĕн ви-лĕмле хăрушлăх алхаснă, çавăнпа та нумай нациллĕ совет халăхĕ тăшмана аркатса тăкма, ирсĕрсене хамăр территорирен хăва-ласа кăларма пĕр шухăшлăн кар çĕкленнĕ. Фашизм пирĕн çĕршыва виçесĕр хурлăх, асап кỹнĕ: 1710 хулапа поселока, 40 пин больницăна, 84 пин шкула, 427 музее аркатнă, 70 пин ытла яла çунтарса янă. Чи хăрушши вара — 37 миллиона яхăн совет çыннин пурнăçне татни (ку цифра юлашки тĕпчевсем тăрăх — авт.). Тăшман çав тери хăрушă пулнă. Фашистсем пирĕн халăха чĕркуççи çине тăратса тарçă вырăн-не усă курас тĕллевлĕ пулнă. Анчах та тăван халăхăмăр çирĕппĕн чăмăртанса нимĕçсене тĕп-пипе çапса аркатнă. Паллах, Çĕнтерỹ çав тери йывăррăн килнĕ. 1418 куна пынă тискер вăрçă çынсене нумай терт-нуша кăтартнă, анчах та вĕсем тăшмана парăнман, пĕр тĕллевпе çапăçса Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ. Пирĕн районтан иртнĕ вăрçа 6378 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 3447-шĕ Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе телейĕшĕн çапăçса пуçĕ-сене хунă. 1703 çынна мухтав орденĕсемпе тата медалĕсемпе наградăланă. Мăн Шетмĕ ялĕнче çуралса ỹснĕ Владимир Васильева Одер юхан шывĕ çинче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Совет Союзĕн Паттăрĕ хисеплĕ ят панă. Чăваш çĕрĕ çинчи 78 паттăр çак хисепе тивĕçнĕ. Анаткас ялĕнчен тухнă Прохор Трофимов полковника Хĕрлĕ Çăлтăр (виçĕ хутчен), Хĕрлĕ Ялав (виçĕ хутчен) тата Отечественнăй вăрçăн 1-мĕш степеньлĕ орденĕсемпе наградăланă. Красноармейски ял тăрăхне кĕрекен 9 ялтан (Красноармейски, Васнар, Вăтакас, Кайри Карăк, Малти Карăк, Вутлан, Хусакасси, Крентейкасси, Йỹçкассии) фронта 562 çын тухса кайнă, вĕсенчен 293-шĕ тăван кĕтесе каялла таврăнайман, фашистсемпе паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă (вĕсенчен 179-шĕ хыпарсăр çухалнă). Музей валли ятарлă стенд хатĕрленĕ май ялтан яла çỹресе, килĕрен киле кĕрсе вăрçа хут-шăннă салтаксен сăн ỹкерчĕкĕсене пухрăм. Паллах, вăл вăхăтра сăн ỹкерчĕке пурте ỹкерттермен. Çапах та 190 салтакăнне тупма май килчĕ. Хăрушă вăрçăран кам таврăннă, кам таврăнайман — тăванĕсемпе, кỹршисемпе, ял старости-семпе калаçсан çакăн пек ỹкерчĕк тухса тăчĕ: Красноармейски ялĕ (54 çын фронтран таврăннă, 46 çын вăрçăра вилнĕ е хыпарсăр çухалнă), Вăта-кас (15-7), Васнар (59-71), Кайри Карăк (25-26), Малти Карăк (12-16), Вутлан (33-39), Хусакасси (39-48), Крентейкасси (21-28), Йỹçкасси (11-12). Асăннă ялсенчен вил-нисем хушшинче каччăсем нумай, çемье çавăрма та ĕлкĕреймен вĕт-ха вĕсем, пурнăç илемне кураймасăрах çут тĕнчерен уйрăлнă. Чылайăшĕн анчах юратса пĕрлешнĕ çамрăк мăшăрĕсем тă-лăха юлнă, вĕсенчен нумайăшĕ хăйсен ĕмĕрĕсене пĕчченех ирттернĕ. Аслăрах çулсенчи салтаксен арăмĕсемпе сĕтел тулли ачи-сем тăлăха тăрса юлнă. Шутсăр йывăр килнĕ вĕсене те: çак çемье-сенче çимелли, тăхăнмалли çитменнипе хытă асапланнă. Тем пек йы-вăр пулнă пулин те, çак асапа чăтса ирттернех тăван халăхăмăр. Юратнă çĕршыв ирĕк-лĕхĕшĕн, унăн çутă пуласлăхĕшĕн çапăçнă, кĕрешнĕ, пуçĕсене хунă паттăр салтаксене асра тытса районти историпе тавра пĕлỹ халăх музейĕнче “Вĕсем Тăван çĕршывшăн кĕрешнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă: 1941 — 1945” ятлă çĕнĕ стенд кун çути курчĕ. Çутă та илемлĕ стендăн сарлакăшĕ 7 метр, çỹллĕшĕ — 120 см. Кунта 190 салтакăн сăн ỹкерчĕкĕ вырнаçнă, вĕсем çуккисен хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, хăçан çуралнă, миçемĕш çулта, ăçта вилнине е хыпарсăр çухалнине палăртнă. Чыс та мухтав паттăр ен-тешĕмĕрсене! Вĕсене пирĕн асра тытмалла. Стенда йĕркелеме пу-лăшнăшăн район тата Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем пулнă А. Кузнецовпа П. Моисеева, ял çыннисене тав тумалли çеç юлать, çирĕп сывлăх, телейпе ăнăçу пултăр.
В. Тихонова.