27 октября 2020 г.
Иртнĕ эрнекун, юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Чăваш Енĕн тĕп хулинче, шурă Шупашкарта, Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Тĕп уяв мĕн пур хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса "Шупашкар-Арена" пăр керменĕнче иртрĕ. Уяв программи пуçланиччен Чăваш Ен Пуçлăхĕ О. Николаев республикăн ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçăн курав-презентацийĕпе, ял хуçалăх предприятийĕсем хатĕрленĕ стендсемпе паллашрĕ. Праçникре ял хуçалăх çулĕн кăтартăвĕсемпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-республикăн ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов паллаштарчĕ. Вăл, тỹрремĕн илсен, çакна палăртрĕ: 2020 çул Чăваш Ен аграрийĕсемшĕн чылайччен асра юлĕ. Вĕсене коронавирус инфекцийĕ анлăн сарăлнă, экономикăн çăмăл мар тапхăрĕнче вăй хума тиврĕ. Апла пулин те, ял ĕçченĕсемшĕн çулталăк япăх мар кăтартусемпе вĕçленет. Çак тытăмра тăрăшакансен чыслă ĕçне пула 960 пин тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Ку кăтарту республикăн агропром историйĕнче 1992 çул хыççăн иккĕмĕш. Тата тепĕр паллă пулăм: агропромышленность комплексĕн историйĕнче тĕш тырăсен гектартан илекен рекордлă тухăçĕ пулнă — кашни гектартан 33 центнер тырă алла илнĕ. Пахча çимĕç ăстисен те савăнăç пысăк — вĕсем 150 пин тонна паха çимĕç пухса кĕртнĕ, ку юлашки 19 çул хушшинче чи лайăх кăтарту. Вăтам тухăç 339 центнерпа танлашнă. Республикăри хăмлаçăсем 185 тонна "симĕс ылтăн" е ăна кашни гектартан 18,6 центнер алла илнĕ. Ку тухăçпа илсен 2007 çул хыççăн АПК историйĕнче иккĕмĕш кăтарту. Республикăри выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кăтартăвĕсем те чуна савăнтараççĕ. Праçникре уй тата ферма ĕçченĕсене, ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсене, аграри ăсчахĕсене, апат-çимĕç, тирпейлекен индустринче, агропромышленность комплексĕнче тимлекенсене республика ертỹçи О. Николаев саламларĕ, отрасль аталанăвĕн тĕп тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. "Пирĕн тĕп задача, — терĕ Олег Алексеевич, — ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлеме интереслĕ, хăтлăхлă тата тупăшлă пултăр. Çавăнпа эпир малашне те яллă территорисенче пурнăç условийĕсене лайăхлатма яракан инфратытăм проекчĕсене ĕçе кĕртме палăртатпăр. Çул-йĕр, социаллă объектсем: шкулсем, больницăсем, ача-пăча сачĕсем тăвăпăр. Çитес çул вĕсене ĕçе кĕртме хушма укçа-тенкĕ уйăрăпăр". Республика ертỹçи ял хуçалăх отраслĕнчи экономика ăмăртăвĕнче палăрнă муниципаллă районсене, ял хуçалăх организацийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсене Дипломсем пачĕ. Юлашкинчен уява пухăннисене республикăри юрă-ташă ăстисем саламларĕç. Уява Трак ен делегацийĕ те хутшăннă. Пирĕн ял хуçалăх ĕçченĕсем те çулталăка япăх мар кăтартусемпе вĕçлеççĕ. Кăçал районĕпе 15266 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнĕ, пĕтĕмпе 56132,7 тонна тĕш тырă çапса илнĕ, вăтам тухăç 36,8 центнерпа (2019 çулта 26,6 ц) танлашнă. Çĕр улмие 252 гектар çинче çитĕнтернĕ, "иккĕмĕш çăкăр" кашни гектартан 261 центнер тухнă. Пахча çимĕçĕн тухăçĕ те япăх мар: ăна кашни гектартан 293 центнер алла илнĕ. Кăçалхи кĕркунне çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса 5356 гектар кĕрхи культурăсем (тулă — 5245, ыраш — 111 гектар) акса хăварнă. Ку палăртнин 118,5 проценчĕпе танлашать. 3943 гектар çинче кĕрхи çĕртме туса хăварнă. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма 23,5 центнер апат единици хатĕрленĕ. Кăçал агропромышленность комплексне аталантарас тĕлĕшпе Трак енре çак инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртнĕ: А. Игнатьев ХФХĕнче 100 пуç вырнаçмалăх выльăх-чĕрлĕх ферми, проект хакĕ 8 млн тенкĕ; "Красное Сормово" ОООра пăрусем валли 200 пуçлăх ферма (3,0 млн тенкĕлĕх); Л. Посадский ХФХра 500 пуç вырнаçмалăх сурăх ферми (проект хакĕ 3,6 млн тенкĕ). 2021-2023 çулсем валли çак проектсене ĕçе кĕртме пăхаççĕ: 2021 çулта "ВОЛИТ" ОООра 18 тонна тырă типĕтмелли сушилка (5,5 млн тенкĕ); кунтах 2022 çулта 350 пуç вырнаçмалăх пăру вити (4,6 млн тенкĕ). Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсем кăçалхи 9 уйăхра 59 единица техникăпа оборудовани (92708,4 пин тенкĕлĕх) туяннă. Пирĕн района экономика ăмăртăвĕнче палăрнăшăн (34600 гектара яхăн çĕр çинче ĕçлекен районсем хушшинче) Диплом тата укçан преми парса хавхалантарнă. Г. Борзин.