АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕре вучахĕ — тăван ял

27 октября 2020 г.

 Шăвать кун-çулĕ, самана юххи… çапла, нумай-нумай, питех те нумай вăхăт иртрĕ унтанпа, пурнăç чылай мала кайрĕ. Ялсем те çынсем пекех çуралаççĕ, пурăннăçемĕн сарăлаççĕ, малалла аталанаççĕ. Тăван ялăн сăн-сăпачĕ те самаях юсанчĕ. Тусай ялĕн урамĕсем сарлака, анлă та сип-симĕс, çеп-çемçе кавирлĕ. Мамăк тушек пекех. Мĕн чухлĕ чупман-ши пĕчĕк урасемпе ача-пăча тапхăрĕнче унта?! Эпир чупса çитĕннĕ çеп-çемçе кавирлĕ урам асфальтпа витĕннĕ. Ĕлĕк Малти Трака çынсем çуран çỹренĕ. Халĕ Тусай ялĕнчен тĕп хулана Шупашкара çити асфальтлă çулпа пĕр самантра çитме пулать. Кунта татти-сыпписĕр машин чупать. Çук, ку вăл пач машин чуппи кăна мар, ку вăл — вăхăт чуппи те. Хастар вăхăтăн хăватлă чуппи! Тусай ялĕ ĕмĕртен ĕмĕре ỹссе, малалла аталанса пыракан ял. 1719 çулта Тусайра 30 кил пулнă, 114 арçын пурăннă. 1858 çулта 88 килте 525 çын (252 арçын, 273 хĕрарăм), 1896 çулта 152 килте 804 çын, 1924 çулта 165 килте 738 çын пурăннă. 1930 çулсен вĕçĕнче ялта пурăнакансен хисепĕ 200 хуçалăхран иртсе каять. 2003 çулта 204 кил-çуртра 825 çын, 2014 çулта (600 çул тултарнă) 150 яхăн килте 400 ытла çын пурăннă. 1922 çулхи утăн 1-мĕшĕнче Тусай Упипе Чутай Тусай ялĕсем Етĕрне уесĕн Упи, çакăн хыççăн вара Çĕрпỹ уесĕн Упи вулăсне кĕнĕ. 1923 çулта Тусай Упи ялĕн ятне — Шимар Тусай ятпа, 1927 çулта Шимар ятпа улăштараççĕ. 1927 çулта çавăн пекех Чутай Тусай ялăн ячĕ Чутайпа улшăнать. 1927 çулхи юпан 1-мĕшĕнче икĕ ял Вăрнар, 1935 çулхи пушăн 1-мĕшĕ хыççăн Трак районне кĕнĕ. 1940 çултан ялсене Красноармейски, 1962 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче Çĕрпỹ районне кĕртнĕ. 1964 çулхи акан 23-мĕшĕнче икĕ яла пĕрлештернĕ. Ятне вара Тусай панă. 1965 çулхи чỹкĕн 3-мĕшĕнче хальхи вăхăт таран Красноармейски районне кĕрет. Халĕ Упи ял тăрăхĕнче сакăр ял. Вĕсенче 2006 çын пурăнать, 2014 çул пуçланнăранпа 17 ача çуралнă. Апла ялсен те малашлăхĕ пур. Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть, пурнăç малаллах шăвать. Çĕнĕ самана çĕнĕ йĕркесем кăларать. Кашни саманан хăйĕн хакĕ! Пăрахут, электричество, радио — çаксем пурте инçетри, çывăха пыма çук тĕлĕнтермĕшсем пулнă. Эпир колхозсем чăмăртаннă вăхăтра ял халăхĕн миçе çип арламалли урапа, тимĕр кравать, утюг, çĕвĕ машини, велосипед, миçе пỹрт тăррине чус витнине шутлаттăмăр. Нумаях пулмасть кĕл тăррипе çунă кĕпе-йĕмсене хĕл варринче пĕвесенче пăр касса çара аллăн çăваттăмăр, пăрланса шăнса лараттăмăр. Акă халĕ вара пăх та кур: ăшă пỹртре, телевизор умĕнче ларнă çĕртех хăйсемех çăвăнаççĕ, тасалаççĕ. Пиртен çĕленĕ кĕпе-йĕме каска çинче хурса йывăç тукмакпа çапса çемçетсе тăхăнаттăмăр. Мĕн ачаран хул урлă кĕвенте çакса шăвăç витресене шанкăртаттарса Çирĕк çырмин çăл куçĕ патне утнă. Паллах, çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте пурăнакан çамрăксене çакна ăнланма йывăртарах... Хальхи вăхăтра тăван кĕтесĕм çулран-çул тĕрекленсе, çĕнелсе, илемленсе пырать. Юмахри илемлĕ яла аса илтерет. Тусайра юлашки хура пỹртсем 30-мĕш çулсенче тин пĕтрĕç. Вăл вăхăтра хĕç-тимĕр, черепица тата чус хăма витнĕ пỹртсем ялĕпе те вуннăран ытларах çеç пулнă, çемьесем хура пỹртсенче пурăннă. Ĕлĕк ялта урам икĕ енĕпе улăм витнĕ пỹртсемпе хура пỹртсем тĕлĕрсе ларнă. Паян вĕсен вырăнĕнче юмахри кермен пек, тĕлĕнтермĕш чечек çыххи пек илемлĕ çуртсем ỹсе-ỹсе ларнă. Хăшĕ-пĕрин — икĕ хутлă. Чаплă çурт-йĕр, кайăк-кĕшĕк вĕçсе каçайми хуралтăсем... Пỹртсене çут çанталăк газĕпе ăшатаççĕ, апат пĕçереççĕ. Тулли кĕрекеллĕ чăваш кил-çурчĕсем, выльăх-чĕрлĕхлĕ чăваш хуçалăхĕ, техĕмлĕ мунчи… Килсерен — çăмăл машина, ытти техника хатĕрĕ. Вăй питтисем пысăк хуласенчи стройкăсене ĕçлеме çỹренĕ май, çуртсене те илемлĕ тума вĕренсе çитрĕç. "Çул çинче каялла çаврăнса пăхсан çĕнĕ ăс кĕрет", — текен халăхăмăрăн каларăшне аса илни питĕ вырăнлă. Иртнĕ çулсенче тусайсен пурнăçĕнче сахал мар пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртрĕ. Тăван ялăм татах та илемлĕрех, тирпейлĕрех те пуянрах пултăр тесе нумай ĕç-пуç туса ирттернĕ, ял çыннисене пурăнма лайăх майсем туса панă. Культура керменĕ, ĕмĕрлĕх вут-çулăм, фельдшерпа акушер пункчĕ, шкул, ача сачĕ, столовăй, суту-илỹ лавкки, библиотека, котельнăй… Пирĕн ачалăх хальхи пек компьютерсемпе, ноутбуксемпе, кĕсьене чиксе çỹремелли телефонсемпе çыхăнмарĕ. 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче ял çыннисемшĕн детекторлă радиоприемникпа граммофон та тĕленмелле япала пулнă. Эпир ỹснĕ вăхăтра пирĕн ялти пĕр çуртра та телевизор пулман. Ун чухне халăх кино курма клуба пуçтарăннă. Халь кашни килтех компьютер, интернет, телевизор, радио, кĕпе çумалли машина, холодильник пур. Нумай çемье машинăпа чупать. Яла асфальт çул кĕрет, çут çанталăк газĕ кĕртнĕ, икĕ хутлă çуртсем хăпартаççĕ, шыв пăрăхĕсем хывнă, телефонĕ, интернечĕ — пурте пур ялта — пурăнмалла та пурăнмалла. “Ăслине ан кала — хăех ăнланĕ, ырринчен ан ыйт — хăех парĕ" — тесе вĕрентет ваттисен сăмахĕ. Çак сăмахсене тăван халăх çинчен каланă пекех туйăнать. Темле йывăрлăхра та мал ĕмĕтлĕ пулнă тусайсем. Ĕмĕрĕпех хăй çăкăрне çинĕ, йăваш та ырă кăмăллă халăх кỹршĕсемпе килĕштерсе пурăннă. Выçлăх çулĕсенче вырăссене тыр-пул парса пулăшса вилесрен пĕр хут çеç мар хăтарса хăварнă. Тусайсем ĕçчен-лĕхпе, сатурлăхпа, пултарулăхпа, хастарлăхпа, тăван тăрăха чунтан юратнипе, пĕр-пĕрне сума сунипе уйрăлса тăраççĕ. Кунта ыррине ламран-лама аталантарса пынă, аслисем кĕçĕннисене ăшшăн вĕрентсе тăнă. Эпĕ çуралнă ял, кунти тавралăх чи илемли, кунти сывлăшĕ те чи таси, çыннисем те хитре те пултаруллă. Пирĕн тăрăхра пурăнакан халăх çанă тавăрса ĕçлеме те, вĕренме те, вăхăтра канма та пĕлет. Тăван ялăм, Тусай! Тем те куртăн хăвăн ĕмĕрỹнте!.. Иртнĕ кунсен терт-асапне те, ку чухнехи чаплă пурнăçăн ырлăхне те… Ялăм çулсерен ỹссе, илемленсе пыни кăмăла уçать. Çуралнă пĕчĕк çĕршыва чĕререн нихăçан та кăлараймастăн. Кирек ăçта пурăнсан та сăпка юрри юрласа ỹстернĕ, вăй-хăват панă, мăшăр çунат пиллесе тăван килтен вĕçтерсе кăларса янă тараватлă та мухтавлă çĕре манма пултараймастăн. Яланах куç умĕнче, пуçра, чĕре варринче. Темĕнле кăткăс та пăтăрмахлă лару-тăрура та Тăван Ен шанăçа упрать, пире иксĕлми ăнтăлу, вăй-хăват парса тăрать. Çавăнпа та тăван кĕтесе килсе кайсан вăй-хал хутшăнать, кăмăл çĕкленет, ырă туйăмсем çуралаççĕ, мăшăр çунат хушăннăн туйăнать. Хăвна çав вăхăтра чи телейлĕ çын пекех туятăн. Тунсăхланă чĕремшĕн виçесĕр хаклă эсĕ, тăван кĕтесĕм! Тайма пуçăм сана, пире кун кăтартнă, вăй-хал парса ỹстернĕ, тĕнче умне тухма пулăшнă, тăван кĕтес! Тусай ялĕ, çултан-çул эс чечеклен! Пурăн, Тусай ялĕ, малалла та пурăн, тĕреклен! Малашлăх пур санăн! О. АРХИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика