27 октября 2020 г.
Пирĕн редакци хăни паян — паллă чăваш прозаикĕ Улькка Эльмен. Малтанхи сăввисемпе калавĕсем, пове-çĕсем Вăрнар районĕнчи “Çĕнтерỹ çулĕ” хаçатра, “Ялав”, “Тăван Атăл”, “Çилçунат” журналсенче пичетленнĕ. Вăл 2002 çултанпа Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн членĕ. Унăн уйрăммăн пичетленсе тухнă кĕнекисем: “Ма инçе-ши çăлтăрăм?..”, “Кая юлнă ỹкĕнỹ”, “Çирĕп чунлисем телейлĕ”, “Упраймарăм сана...” (виçĕ кĕнекерен тăрать), “Сарă кĕпе”. Кăçал вара “Анне çăкăрĕ йỹçĕхмест” калавĕ “Инкеклĕ телей” коллективлă сборникра пичетленчĕ. — Мĕн вăл сирĕншĕн литература? — Литература маншăн — çур пурнăç. Эпĕ кĕнеке вуланă, хам çырнă вăхăтра хама пачах урăхла туйма пуçлатăп. — Мĕн хавхалантарать сире çырма? — Пурнăçра пулса иртекен пулăмсем, тĕрĕсмарлăхсем, пысăк ĕçсем. — Юратнă поэт, прозаик. — Эдуард Асадов, Петĕр Хусанкай, Николай Карамзин, Александр Артемьев, Хветĕр Уяр. — Юратнă кĕнеке. — “Салампи”. — Май пулнă-тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа? — Вĕсем нумай. Ыйтăвĕсем те çавăн пекех. — Пурнăç девизĕ. — Нихăçан та никам умĕнче те пуçа пĕкмелле мар. — Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ? — Çемьери çывăх çынсене вуласа паратăп хăш-пĕр сыпăкĕсене. Вулакан сĕнĕвĕнчен, хак панинчен пысăкки çук. О. ИВАНОВА.