23 октября 2020 г.
Çыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче кил-çурт çавăрмалла, сад ỹстермелле, ача-пăча çитĕнтермелле теççĕ. Вĕсенчен чи йывăрри ача çуратса ỹстересси. Ашшĕ-амăшĕ ачине пурнăç парнелет, ăна йĕркеллĕ, тĕрĕс-тĕкел ỹстересси-кашнин тивĕçĕ. Пĕрремĕш савăнăç — пепке çут тĕнчене тĕрĕс- тĕкел килни, малтанхи утăмсем, чĕлхи уçăлни, телейпе çиçекен сăн-пит — мĕн пур-ши çамрăк ашшĕ-амăшĕшĕн унтан пахи. Каярахпа — ача сачĕ, шкул. Шкул тенĕрен, халăх вĕрентĕвĕ çинче никĕсленнĕ Трак вăтам шкулĕ хăйĕн 130 çул хушшинче миçе пепкене тарават йышăнса çирĕп ăслă-тăнлă хĕрпе каччăсене çирĕп пĕлỹ парса анлă пурнăç çулĕ çине кăларман-ши? Шкулăн архив материалĕсемпе паллашатăн та тĕлĕнетĕн: пĕр шайри классем виçшер-тăватшар, вĕсенче кашнинче 30-тан кая мар ача ларнă. Вĕсене тăван чĕлхепе литературине юратма, культурине ăша хывма вĕрентекенсем ырми-канми тимленĕ. Вăл вăхăтра чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Татьяна Зиновьевна Леонтьевăна, Роза Петровна Константиновăна, Ираида Николаевна Антовăна, Мария Ивановна Кирилловăна, Владимир Захарович Константинова, Валентина Аркадьевна Тихоновăна ырăпа асăнмасăр хăвараймăн. Культура та, чĕлхе те вăл — халăхăн иртнĕ кун-çулĕ, паянхи пурнăçĕ тата ыранхи ĕмĕчĕ, пуласлăхĕ. Ку вăл — мăн асаттесен йăли-йĕркине халăхăн малаш аталанăвĕпе çыхăнтаракан кĕпер. Иртнине пĕлмесĕр малашлăх çук теççĕ. 90-мĕш çулсенче йĕркеленĕ (ку вăхăтра директорта ĕçленĕ Елизавета Алексеевна Лемм тимленĕ) этнографи музейĕ вĕренекенсемшĕн пĕлỹ çăл куçĕ пулса тăнă. Ăста вĕрентỹçĕсем хавхалантарса ертсе пынипе темиçе ушкăн хĕрпе каччă Тюмень тăрăхĕнчи чăваш ялĕсене çитсе курнă, унти чăвашсене юрă-ташăпа савăнтарнă, Шăмăршă районĕнче Пĕтĕм чăваш ачисен фестивальне хутшăннă. Ку мероприятисенче пулнисем çак савăнăçлă самантсене çулсем иртнĕ пулин те паянхи кун та ăшшăн аса илеççĕ. Чăваш пурăнман кĕтес çук та пулĕ çĕр-шывра. Халăхăн иртнĕ кун-çулĕпе паянхи пурнăçĕпе кăсăкланса ентешсем пурăнакан регионсене çитсе курасси тахçанах йăлана кĕнĕ. Сăмахран, чăваш халăх çăлтăрĕсем К. Ивановпа Я. Ухсайăн çĕр-шывĕнче, Аслă Пăлхар, тутар, мари халăхĕсен тăрăхĕсенче пулнисем, Мускавпа Сĕве хулисенчи музейсенче курса илтнисем ачасен чун-чĕринче чăвашлăх туйăмне мăнаçлантараççĕ. Трак чăвашла-нимĕçле гимнази йĕркеленнĕ тапхăрта Тракпа Германи хушшинчи Туслăх кĕперĕ çĕкленчĕ. Çак çулсенче çуллахи вăхăтра нимĕç ачисем пирĕн вĕренекенсен çемйисенче канчĕç, чăваш йăли-йĕркипе паллашрĕç, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнчĕç. Пирĕн гимназистсем те Германире канса пурăнчĕç, ют халăх пурнăçĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Чăвашла-нимĕçле гимназири Г.И. Томасовăпа З.Ф. Григорьева учительсем Бавари тăрăхĕнче ирттернĕ Туслăх форумĕсене хутшăнма пултарчĕç. Шкул историйĕн çак тапхăрĕнчи ĕçĕ-хĕлĕпе 2003 çултанпа ĕçлекен этнопедагогика музейĕнче тĕплĕн паллашма пулать. Чăваш халăх вĕрентĕвĕ çинче никĕсленĕ музейра çавнашкалах Раççей Вĕренỹ академийĕн профессорĕн Г.Н. Волковăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан материалсем чылай. Академик пуçарса янипе, вĕсем çырнă концепцийĕпе чăвашла-нимĕçле гимнази йĕркеленнĕ, каярахпа музей ĕçлеме пуçланă. Ашшĕ-амăшĕсен конференцийĕсене хутшăннисем паллă ăсчах вĕрентсе каланисене паянхи куна та ăшра упраççĕ, çемйисенче ачисен, мăнукĕсен чун-чĕринче çынлăх туйăмне аталантарма тăрăшаççĕ. Килтен килекен ăш пиллĕх вĕренекенсенче куç кĕрет. Чун пуянлăхĕ — чи кирли, чи хакли тесе шутлатпăр. Çакна халĕ вырăсланса пыракан кашни çамрăкăн чун-чĕри патне çитерме çăмăл мар. Ачасене чăвашла таса та çăмăл калаçма, тĕрĕс çырма, вулама тата вуланине ăнланма вĕрентнипе пĕрлех вĕренекенсем паян та, ỹссе çитсен те хăйсем чăваш пулнишĕн ан вăтанччăр, ан ỹкĕнччĕр, ку çеç те мар — чăваш халăхĕн ывăл-хĕрĕ пулса çуралма пỹрнĕшĕн чун-чĕрипе хăпартланччăр, чăваш халăхне, ун чĕлхине, йăли-йĕркине, юрри-ташине хисеплеччĕр, хăйсен ачи-пăчисенче чăвашлăх туйăмне аталантарччăр, пурнăçра тĕл пулакан чăрмавсене куллен çĕнсе пыма вĕренччĕр тесе тимлетпĕр. Ю. Кузьмина, И, Федорова.