23 октября 2020 г.
ЧР Пуçлăхĕ О. Николаев çĕнĕ уяв — Чăваш тĕррин-эрешĕн кунне пуçарса ярасси пирки калакан указа алă пуснă. Ăна чỹк уйăхĕн 26-мĕшĕнче _ тĕрĕ ỹнерçи Екатерина Ефремова çуралнă кун паллă тăвĕç. Е. Ефремова профессиллĕ никĕс çинче халăх искусствине аталантарас тĕлĕшпе чылай тапхăр вăй хунă, Чăваш Енре алăпа тĕрлес йăла-йĕркене сыхласа хăварнă. Акă мĕн калаççĕ çак уяв пирки паллă ăстасем. М. Симакова, тĕрĕ енĕпе ỹнерçĕ, СССР художникĕсен Союзĕн членĕ, ЧР тата РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Енри художествăлла промысласен мастерĕ. ЧР Пуçлăхĕн Чăваш тĕррин кунне уявласси пирки çинчен калакан указне питех те ăшшăн йышăнтăм. Тахçан эпир, эреш-тĕрĕ ăстисем, Шупашкарта Чăваш тĕррин музейне уçнишĕн питех те савăннăччĕ. Паллах, пирĕн патăрта халăх тĕррин искусствине çакăн пек хакланипе эпир питех те кăмăллă. Хамăн ĕçсемпе Мускавра тата çĕршывăн ытти хулисенче йĕркеленĕ куравсене, ярмарккăсене кайсан чăваш тĕрри-эрешĕсемпе чылайăшĕ чунтан тĕлĕннине тата ăмсаннине халĕ те манаймастăп. Аслă ăру çыннисем умĕнче пуçăма таятăп: вĕсем çакăн пек илемлĕх йĕркелеме тата пуянлăх парса хăварма пултарнă. Кăна пирĕн хакламалла тата сыхласа хăвармалла, ỹсекен ăрăва памалла. Чăваш тĕррин кунне çирĕплетни — питех те паллă пулăм. Ку вăл пирĕн халăхăн авалхи йăли-йĕркине, ăс-хакăлне хисеп туни пулать те. Тата праçнике хура кĕркунне палăртни аван та _ çак тапхăрта уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен, мĕн пур пуянлăха кĕлете пухса кĕртсен чăваш хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсем шăпах алă ĕçне тума пуçланă та. Г. Иванов-Орков, искусствовед, халăх тата декораципе прикладной искусствăн тĕпчевçи. Чăваш тĕррин кунĕ наци культурин уявĕ çеç мар, пирĕн пĕтĕмĕшле яваплăха аса илтерни те. Çакна шанса тăратăп: асăннă уява пуçарса яни халăх йăли-йĕркин çак пуянлăхне сыхласа хăварма май парĕ тата çак пулăма пирĕн общественность ăшшăн йышăнĕ. М. Павлова, “Паха тĕрĕ” фирмăн генеральнăй директорăн çумĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Чăваш тĕррин кунне çирĕплетни пире савăнтарать. Чăваш тĕррин-эрешĕн техникипе ĕçлекен ăстасемпе ỹнерçĕсем хăйсен ăсталăхне “Паха тĕрĕ” фабрикăра туптанă. Екатерина Ефремова 15 çул ытла фабрикăн тĕп ỹнерçи пулнă. Паян эпир çав ырă йăлана малалла тăсса пыма тăрăшатпăр. “Паха тĕрĕне” никĕсленĕренпе 97 çул çитрĕ. Çак тапхăрта вăл промышленность никĕсĕ çинче чăваш халăхĕн пуянлăхне — чăваш тĕррине — сыхласа хăварма тата малалла аталантарма пултарчĕ.