23 октября 2020 г.
Пушă вăхăт тупăнсанах çуралнă вырăнсенче пулма, тăванĕ-пĕлĕшĕсемпе калаçма-пуплеме вăхăт тупать, тăван ене килме тăрăшать çывăх вăхăтра 80 çул тултаракан Юлия Васильева. Юля — пирĕн аттен, Б. Соловьевăн, йăмăкĕ. Вăл çуралса ỹснĕ кил-çурт вырăнне Борис Васильевич çĕнĕ çурт çавăрнăччĕ, халĕ унта манăн шăллăм, Зиновий, пурăнать. Ку хутĕнче Юля акка ятарласа тăван ене килчĕ. Калаçу, аса илỹсем сĕтел хушшинче пуçланчĕç. “Çыннăн кун-çулĕ пĕртте такăр мар иккен. Вăл нихăçан та тỹрĕ пулман, пулаймасть те: нумай кукăр-макăрлă, тумхахлă — вĕçĕм чăрмавлă. Çын ăна тỹрлетес-шĕн, юсасшăн, илемлетесшĕн, хаяр усал-тĕселрен, капланнă хăрушлăхран сиресшĕн, пурнăçа хамăр хыçри ăру валли çăмăллатса хăварасшăн”, — пуçларĕ сăмахне Юля акки. Пилĕк ача çут тĕнчене килнĕ вĕсен çемйинче, вăл вăхăтри вăйсăр медицинăна пула пĕри çуралсанах вилнĕ. “Зиновий, Борис тата Витя пиччесем те çут тĕнчере çук ĕнтĕ, эпĕ çеç сывă, çỹретĕп-ха”, — калаçăвне малалла тăсрĕ тăванăм. Ашшĕ, Василий, граждан тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хут-шăннă. Иртнĕ вăрçăра Нева çинчи Ленинград хулине хỹтĕленĕ, фашист-сене хирĕç паттăррăн çапăçнă. Çак юхан шыв урлă каçнă чухне йывăр аманнă, киле таврăннă. “Ĕçлеймен, йывăр ĕçсене пурнăç-лайман атте, тăватă ачана çитĕнтересси, тумлантарасси вĕсене тăрантарас-си аннен хул пуççийĕ çине тиеннĕ. Вăй çитнĕ таран пиччесем аннене пу-лăшнă”, — сăмах çăмхине сỹтет ватă. Çиме çăкăр çитсе пыман. Çĕрĕк улма пуçтарса типĕтнĕ, теркăласа, кăштах çăнăх хушса икерчĕ пĕçерсе çини те сахал мар пулнă. Çунтарма вутти те çитсе пыман, уйсенче хăмăл пуçтарса, кăмака хутса çăкăр пĕçернĕ, пỹрт-çурта ăшăтнă. “Анне пире чыс чи хаклă тупра, ăна мĕн çамрăкран упрамалла тесе вĕрентетчĕ, — аса илет Юля. — Халĕ те куç умĕнчех, ирĕлсе пĕтеймен юр çине пир сарни. Хаклă çыннăмăра пир-авăр тума мĕн пĕчĕкренех пулăшма хутшăннă эпир. Çăм чавнă, арланă, хутăрсене пахчара юр шывĕпе çунă. Чỹхесе тасатнă пир тĕркисене типĕтсе шуратмашкăн сарма уйрăмах кăмăллаттăм. Йĕпе пир тĕркине аннепе иксĕмĕр туртма пикенеттĕмĕр. Эпĕ пĕр еннелле утаттăм, анне тепĕр еннелле. “Çирĕп пул, шурă хут пек шурă пул”, — тесе утатчĕ. Сарса хунă пирсене вăрланă тĕслĕхсем те пулкаланă. Çĕрле хурал та тăнă”, — аса илỹсен авăрĕнче çỹрет Юля акки. 1948 çулта шкула кайнă вăл. Çав тапхăрта шакалсемпе кашкăрсем алхаснă. Шкул сукмакне такăрланă чухне факел çутса кайни те пулнă. Пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех хуçалăх уйĕсене ĕçлеме çỹренĕ, аслисемпе танах тỹпе уйăрса панă. Хул урлă михĕ çакса пучах пуçтарнă. “Чăн-чăн пурнăç вăл ял-йышпа пĕрле пулни”. Çак сăмахсене Витя пичче калама юрататчĕ”, — аса илет паян кинеми. “Ачаранпах артист пулас ĕмĕт пулнă манăн. Тĕллев хĕвел пек çав вăл: ăшăтать çынна, шанчăк парать. Ĕçленĕ чухне е киле пĕччен юлсан сасăпах юрласа çỹреттĕмччĕ, — çакна уйрăммăн палăртать Ю. Ва-сильева. — Шкул пĕтернĕ çул Раççей халăх артисчĕ Мефодий Денисов юрăçă хăйĕн ушкăнне вĕренме илнĕ. Укçа çукран унта вĕренме каяймарăм. Шăпах вăл тапхăрта Виталий пичче инженер специальноçне алла илетчĕ. Икĕ ачана пĕлỹ пама укçа çитмен. Укçине вара чăпта çапса çеç пуçтаркаланă. Вĕренме каяс вырăнне ялти сыснапа сурăх фермине ĕçе вырнаçма тивнĕ. “Укçа пур чухне пурăнасси мĕн вăл, эсĕ укçа çук чухне пурăнма ăс çитер”. Зиновий пичче каланă çак сăмахсем халĕ те асрах”. Шупуç ялĕ патĕнчен Хурăнлă çул иртсе кайни çинчен калаçу пуçарсан Юльăн Агафия асламăшĕн юррине юрласа парас шухăш çуралчĕ: Хурăнлă çул тăрăх обоз килет, Малти те лашин, ой, шап-шур пас. Шухăшларăм та, ай, тĕлĕнтĕм, Йывăрах та пуль, ай, çул тытма. Йĕри-тавра, ой, пăхрăм та, Пур ват çыннăн çỹç шуралнă. Йывăрах та пуль пурнăç тума, Çавăнпа та çỹçсем шуралнă. Хурăнлă çул тăрăх обоз каять, Малти те лаши, ой, уксахлать. Йывăрах та пуль çул тытма, Çавăнпа та уксах, ой, пулнă пуль. Хурлăхлă юрă сĕтел хушшинче ларакан тăвансене шухăша ячĕ, киносенче курнă е кĕнекесенче вуланă Хурăнлă çулпа çыхăннă сăнарсем куç умне тухса тăчĕç пулмалла. “Вун саккăрта кам çамрăк пулман, кам кăна илĕртỹллĕ ĕмĕтпе киленмен? — савăнăçлă кăмăлпа сăмахне тăсрĕ хаклă çыннăм. — Яш чух пурсăмăр та телейлĕ малашлăха шаннă, паттăр ĕçшĕн, таса та хăватлă юратушăн çуннă”. Юля 1959 çулта Элĕк районĕнчи Мартынкасси ял советне кĕрекен Шор-Пайраш (ĕлĕк вăл пирĕн района кĕнĕ-авт.) каччипе Веча Васильевпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе Саратов облаçĕнчи Баланда хулине тракториста вĕренме тухса кайнă. Каçхине элеваторта ĕçленĕ, пурăнма тата вĕренме укçа тунă. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 15 çул хушши ДТ-75 тракторпа хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă. Пỹрт-çурт çавăрнă, йышлă выльăх-чĕрлĕх усранă. Икĕ хĕр çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Чире пула тракторист ĕçне хăварнă, бригадăра вăй хума тытăннă. Юрлама юратнăскер каçсерен ялти клуба репетицисене хутшăннă, кỹршĕ ялсене тăтăшах концертсемпе тухса çỹренĕ. Мăшăрĕ, Веча, 15 çул каялла çĕре кĕнĕ. Ялта пĕчченех пурăнать Юля акки. Канмалли кунсенче вара кил-çурчĕ ачисен, мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен сассипе тулса ларать: 6 мăнук тата кĕçĕн 10 мăнук куç тулли. Хĕрĕсем — Альăпа Валя пахчари ĕçсене пурнăçлама килсех çỹреççĕ. ...Сĕтел хушшинчи калаçу вăрахчен тăсăлчĕ. Хаклă çыннăм сăмахне вĕçленĕ май “пурнăç çиçĕмле хăвăртлăхпа иртсе кайрĕ”, — терĕ. Пире, Соловьевсен йăх-несĕлне, 80 çулхи юбилейне йыхравларĕ.
Л. Соловьев.