20 октября 2020 г.
Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче “Манăн бизнес” ятлă центрта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев туризм пайĕнче ĕçлекен предпринимательсемпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Уçă калаçăва Раççей Федерацийăн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, тĕрлĕ предприятисемпе организацисен ертỹçисем, кану çурчĕсен хуçисем, обществăлла организацисене ертсе пыракансем тата ыттисем те хутшăннă. “Эпир сирĕнпе тăтăшах тĕл пулатпăр. Ку питĕ аван. Кун пек йăлана тытса пымалла. Пĕрлехи плансене пурнăçа кĕртме час-часах тĕл пулусем ирттерни пысăк витĕм кỹреççĕ”, — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. “Туризм ыйтăвне малти плана кăлармалла. Мĕн пур пек условисене туллин хатĕрлесе тăратмалла. Енчен те эпир хамăр регион çине пысăк тимлĕх уйăрмастпăр пулсан, çỹлерех палăртнă ыйту пирки калама хĕн. Пирĕн тăтăшах республикăпа мăнаçланмалла, çитĕнỹсем пирки, тăван тавралăх çинчен ыттисене те кăтартса пыма пĕлмелле”, — тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Регион ертỹçи хăйĕн сăмахĕнче республикăра влаçра тăрăшакансем отрасль пайне вăй-хăват кỹме пысăк витĕм кỹнине палăртнă. Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин нумаях пулмасть Чăваш Енре пулнăччĕ. Юхан шыв туризмне аталантарма хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан кимĕсем, карапсем туянасси пирки ыйтăва калаçса килĕшнĕ пулнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн докладĕнче Чăваш Ен туризма аталантарассипе 2019 çул кăтартăвĕсем тăрăх, ытти субъектсем хушшинче 51-мĕш вырăнта тăнине пĕлтернĕ. Пĕлтĕр региона пĕтĕмпе ют çĕршывсенчен 5 пин çын килнĕ. Пирĕн тăрăха канма килнисенчен сахал мар тупăш юлнă, кăтарту 1,7 млрд тенкĕпе танлашнă. “Чăваш Ен — Атăлăн чĕри” инфратытăма вăй илтерекен проектăн ĕçĕ Раççей туризмĕн пайне кĕнĕ. Туризм енĕпе Федераци агенстви йĕркеленĕ конкурса хутшăнма ĕç хучĕсене тăратнă. Пĕтĕмпе регионтан 34 заявка панă. Пĕтĕмлетỹсене кăçал чỹк уйăхĕнче ирттерме плана кĕртнĕ. Чăваш Енрен тепĕр сакăр заявкăна федераци программин иккĕмĕш пайне кĕме тăратнă. Программа юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен ĕçлеме тытăннă. Кунсăр пуçне промышленноç туризмне аталантарассипе Чăваш Ен пилотлă регионсен шутне кĕнĕ, чи ăнăçлă ĕçлекен РФ 8 субъекчĕ хушшинче тăрать. Дмитрий Краснов Чăваш Республикин потенциалĕ пысăк тесе хакланă, пуласлăхра тата та ытларах хăватлă тĕллевсем лартмаллине асăннă. Туризма вăй илтерекен пысăк пайсенчен тепри — кану организацийĕсем. Сывлăха çи-рĕплетме май паракан çуртсем тата та ытларах илĕртеççĕ туристсене. Хальлĕхе республикăра вĕсен шучĕ — 13-пе танлашать. Çулталăкне сиплевпе кану çуртĕнче хăйсен сывлăхне 16 пин çын çирĕплетме кăмăл туни те куçкĕретех. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов Чăваш Енĕн Комплекслă программинче тата та ытти объектсене пурнăçа кĕртме тăллев лартнине хыпарланă. Апла пулсан, 2020-2025 çулсенче çĕнĕрен те çĕнĕ учрежденисем хута каясси пирки ĕненетпĕр. Регионта хăна çурчĕсем пурри те самай аван, вĕсен çул-йĕр карттине çĕнĕлле пăхса тухса, паха условисем халăх валли йĕркелесе пыма пĕлмеллине те каласа хăварнă уçă калаçăва пухăннисем.