20 октября 2020 г.
Вулаканăмăрсене Чăваш кĕнеке издательствин авторĕпе паллаштаратпăр. Пирĕн редакцин хăни — Чĕмпĕр хулинче пурăнакан Николай Ларионов-Йĕлмел çыравçă. Вăл ачаранпах çырма юратнă, чăваш чĕлхипе литературине уйрăмах килĕштернĕ. Пиллĕкмĕш класс пĕтерсен районти “Çĕнĕ çул” хаçатра унăн пĕрремĕш заметки тухнă. Водительте ĕçленĕ вăхăтра та Николай Николаевич сăвăсемпе калавсем шăрçаланă. 1989 çултанпа “Канаш” хаçатра пичетленме пуçланă. 2013 çулта ачасем валли çырма пуçăннă. 2016 çулта вара Чăваш кĕнеке издательствинче унăн “Вут хỹре” калав пуххийĕ кун çути курнă. Каярахпа “Шураçка” кĕнеки малтан чăвашла, унтан чăвашла тата вырăсла пичетленнĕ. “Ман шутпа, çыравçă-сен ачасене пурнăçа ăнланма, ырăпа усала уйăрма вĕрентекен хай-лавсем ытларах çыр-малла. Хамăрти ырă туйăмсем, пурнăçа пĕлни çамрăк ăрăва çывăх пултăр. Ăрусен çиппи татăлмалла мар, çынлăх аталанса пымалла”, — палăртать Н.Н. Ларионов-Йĕлмел. — Мĕн вăл сирĕншĕн литература? — Кĕнекесене ăслă-тăнлă, пурнăçра хура-шур курнă çынсем çыраççĕ. Çавăнпа та вĕсенче пурнăç опычĕ, халăхăн иртнĕ кун-çулĕ курăнать. Çаксем хальхи вулакансене малалла тĕрĕс çул хывма пулăшаççĕ, пурнăçра мĕн вăл шурă, мĕн вăл хура пулнине кăтартаççĕ, ырăпа усала уйăрса илме пулăшаççĕ. Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпе кĕнеке туянатăп, пухатăп. Пĕтĕм хваттер кĕнекепе тулса ларнă, шучĕпе пинрен те иртсе кайнă пуль. Çавăнпа темиçе çул каялла хам кĕнекесене çынсене, шкулсене, библиоте-кăсене, архивсене пама, салатма тытăнтăм. Тăван ялти шкула кăна миçе михĕ илсе каймарăм пуль! Ытти çынсем те, уйрăмах çамрăксем, кĕнекепе туслашчăр тетĕп. Эпĕ ачаранах хаçат-журнал, кĕнеке вулама юратнă. Шкулта вĕреннĕ чухне Леонид Агаковăн “Юманлăхра çапла пулнă”, “Ылтăн вăчăра”, Алексей Талвирăн “Пăва çулĕ çин-че” кĕнекисене тата ытти-сене кăсăкланса вуланине астăватăп. Содержанине паян, паллах, йăлтах асту-мастăп, çавăнпа тепре вулас кăмăл пур-ха вĕ-сене. Кĕнеке вуланă чухне пĕтĕм япала çинчен манса каятăн, сăнарсен пурнă-çĕпе пурăнма тытăнатăн. Эпĕ пĕр кĕнекене эрни-эрнипе тăсса вулама юратмастăп: ун пек содер-жанине мансах пыратăн, хулăн пулсан та темиçе кунта вуласа пĕтерме тăрăшатăп. Мĕн чухлĕ ăс кĕнекесенче! — Мĕн хавхалан-тарать сире çырма? — Пурăна киле эп те пурнăçра тăвар çисе кур-тăм, хам мĕн урлă каçни-не, мĕн пĕлнине çамрăк ăрăва пĕлтерес килчĕ. Эпĕ тунă йăнăшсене ан туч-чăр, çамрăклах ырă япа-ласене ăса хывччăр тетĕп. Куна эпĕ ачасем валли хам çырнă кĕне-кесем пирки калатăп. Çырма хавхаланта-раканни — шалти туйăм-сем. Туйăмĕсем тĕрлĕрен пулма пултараççĕ — тĕлĕнни, тарăхни, юратни, ĕмĕтленни, ырă сунни... Хам туйнине çынсене каласа парас килет. Хăш-пĕр япалана вун-вун çул йăтса çỹретĕн, хут çине çырса хумасăр сана вăл пурпĕрех ямасть. Сăмахран, эпĕ пĕчĕк чухнех хамăр касри ача-сем хире кайса тилĕ шăтăкне чавнине, çури-сене килне илсе килнине илтнĕччĕ. Каçпа вара тилли яла килсе мунча пăлтăрĕ айне чавса кĕнĕ те çурисене илсе кайнă. Çак сюжета хамра 45 çул йăтса çỹрерĕм, çапах та темиçе çул каялла çырса “Вут хỹре” кĕне-кене кĕртрĕм. Эпĕ писательсен ретне тăратăп тесе нихăçан та шутламан, анчах çырас килни темле майпа çакăн-та илсе çитерчĕ. Юнра пур пуль вăл. Ман аннен тетĕшĕ — Петя кукка — çамрăк чухне кун кĕнеки çырса пынă тет, унта вăл ялта пулса иртнĕ шỹтлĕ пулăмсене çырса хунă тет. Те çавăнтан куçнă мана? Шкулта 5-мĕш класрах сăвăласа çырма пикентĕм, район хаçатне заметкăсем ярса параттăм, вĕсем пи-четленетчĕç. Çитĕнсе çит-сен вара ку япалапа пĕр вăхăт аппаланман, анчах Чĕмпĕрте чăвашла “Ка-наш” хаçат тухма тытăн-сан, эпĕ ун чухне вăтăр çултаччĕ, çак япала кăкăр-тан çĕнĕрен тапса тухрĕ. — Юратнă поэт, прозаик. — Ухсай Яккăвĕн фи-лософиллĕ сăввисем, поэмисем кăмăла каяççĕ. Çаплах Çеçпĕл Мишши, Константин Иванов, Ва-лентин Урташ, Митта Ваçлейĕ, Анатолий Юман, Юрий Сементер, Петĕр Яккусен, Сергей Есенин сăввисене кăмăлласа вулатăп. Омар Хайям пирки каламасăрах паллă ĕнтĕ. Кунта списока татах та тăсма пулать. Прозаиксенчен Антон Чехов, Юрий Скворцоа, Анатолий Емельянов, Эрнест Хемингуэй, Джек Лондон, Никифор Мранька хайлавĕсене вулама кăмăллă. Кипеч прози — чăвашлăхпа çыхăннă философиллĕ хайлавсем — питĕ усăллă тесе шутлатăп. — Юратнă кĕнеке. — Ача чухнехине каларăм ĕнтĕ. Журна-листра ĕçлеме тытăнсан çынсем сĕннипе Джек Лондонăн “Мартин Иден” романне вуланăччĕ, çавă кăмăла кайнăччĕ. Тĕп сăнарăн пурнăçĕ манăннине аса илтерчĕ. Эп те, Мартин Иден пек, вăтам шкул хыççăнах аслă шкула вĕренме кайман, тĕрлĕ çĕрте производст-вăра вăй хунă, çав вă-хăтрах çырма хăтланнă. Заводра станоксен опера-торĕ, шкулта кочегар тата завхоз, тĕрлĕ предприяти-семпе организацисенче слесарь, строительство маçтăрĕн ĕçĕсене пурнăç-ланă... Çаплах вунă çул шофер пулнă, автомаши-нăпа çỹренĕ. — Май пулнă-тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа? — Май пулсан эпĕ Ух-сай Яккăвĕпе курса ка-лаçнă пулăттăм, вăл — тĕплĕ тата анлă шу-хăш-лакан çын, талантлă поэт. Яков Гаврилович пĕр вă-хăт Чĕмпĕр чăваш шку-лĕнче те ĕçленĕ, çак вă-хăтри пурнăç çинчен ыйт-са пĕлнĕ пулăттăм. Чăваш литературин никĕсĕ умĕн-че тăнă Çеçпĕлпе тата Ивановпа калаçас кăмă-лăм та пур. Мĕнлерех майпа çырнă-ши вĕсем хăйсен пĕтĕм халăх пĕ-лекен хайлавĕсене? Вĕ-сене никам та çул кă-тартакан пулман вĕт. — Пурнăç девизĕ. — Класри “Гайдаровец” стена хаçатĕнче (эпĕ унăн редакторĕччĕ) отряд де-визне пысăк саспалли-семпе çырса хунăччĕ — “Çынсене ырă ту”. Те çакă пулăшрĕ, те хам çав-нашкал — пĕтĕм пурнăç çак девизпа иртет темелле. Мĕнпе май пур — çавăнпа çынна пулăшмалла. Чылай каярах пуçа тата тепĕр шухăш пырса çапрĕ — усă тăваймасан та çынсене сиен тăвас марччĕ. Анне те: “Çынсене усал ан ту, хăвна та ан мăшкăллаттар”, — тетчĕ. Пĕтĕм пурнăç ырă çинче тытăнса тăрать: ырă туйăм, ырă сунăм, ырă сăмах, ырă ĕç... Çавăнпа та çынсен ырă ĕçсем туса çак пурнăçра ырă йĕр хăвармалла. — Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама пал-лаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ? — “Канаш” хаçатра ĕçлеме тытăнсанах кашни сăвва Анатолий Юман тишкерсе тухатчĕ, çит-менлĕхсене кăтартатчĕ, тỹрлететчĕ. Унăн сăмахĕ маншăн питĕ пĕлтерĕш-лĕччĕ. Шел, халь вăл çук ĕнтĕ. Каярах редакцире пĕрле ĕçлекен Анатолий Ырьятпа сăвăсене пĕр-пĕрне кăтартаттăмăр. Ва-лентина Тарават та редак-цие килсе е телефонпа шăнкăравласа чылай сĕнỹ панă. Халĕ те сайра хутран çырнă хайлавсем пирки пĕр-пĕрне курсан е телефонпа калаçма пултаратпăр вĕсемпе.
О. ИВАНОВА хатĕрленĕ.