АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пиллĕкмĕшсем — экоэрнекунта

16 октября 2020 г.

Пиллĕкмĕшсем — экоэрнекунта

Кĕркунне тата çуркунне, йăлана кĕнĕ тăрăх, пур çĕрте те тирпей-илем кĕртессипе субботниксем иртеççĕ. Паллах, хамăр пурăнакан е хамăр ĕçлекен, вĕренекен вырăна таса тытса тăрасси — пирĕн тивĕç. Çав тĕллевпех Красноармейски шкулĕнче те иртнĕ эрнере экоэрнекун пулчĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем (1-11 классем) тăван шкул таврашĕнчи çỹп-çапа пуçтарса тасатрĕç. 5а класра вĕренекен-сем те питĕ хастар ĕç-лерĕç. Вĕсем йывăçсем çинчен çĕр çине ỹкекен сарăхнă çулçăсене кĕреп-лепе пуçтарса, михĕсем çине тултарса çỹп-çап купи çине йăтрĕç. Хавхаланса, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕç-лерĕç ачасем. Пĕрисем сап-сарă кавир пек выр-такан хурăн çулçисене пĕр çĕре пуçтарса купасем турĕç, теприсем купари çулçăсене михĕсене тул-тарса тăчĕç, виççĕмĕшсем тулли михĕсене икшерĕн-виçшерĕн кирлĕ çĕре илсе кайса пушатма пултарчĕç. Ачасене усăл-лă ĕçе явăçтарни, вĕсене ĕçлеме вĕрентни, ушкăнпа туслă ĕçлеме хăнăхтарни — питĕ кирлĕ. Вĕре-некенсен пулăшас, ырă ĕç тăвас текен шухăш-кăмăлĕ нихăçан та ан сĕвĕрĕлтĕр. “Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр”, “Çын ĕçпе илемлĕ”, “Ĕçе вĕренни — пурнăç пурăнма вĕренни” ваттисен сăмахĕсене яланах асра тытчăр.

З. Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика