АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăсла хапха яри уçăлать…

16 октября 2020 г.

Коля пиччен ывăлĕ Вадим (атте енчен тăван-хурăнташ тивет) Мускавран çитнĕ те вырăсла алăка яри уçнă. Шăхăра-шăхăра юрласа килкартинелле ĕç хатĕрĕсене сĕтĕрет. Вĕсен йышĕнче строительство материалĕсем те пур. Тĕрĕссипе, ашшĕн — Николай Ивановăн кил-çуртĕнче тĕтĕм сỹнтермест вăл — тăван кĕтесрен аякра ĕçлесе пурăнать пулин те, пушă вăхăтсенче алăран пуртă-пăчкă ямасть, ытти ĕç хатĕрĕсем те ăна парăнаççĕ. Акă, икĕ-виçĕ çул хушшинче хыр пĕренесенчен çĕнĕ, хăтлă мунча çĕклерĕ, кирпĕч çуртăн çивиттине çĕннипе улăштарчĕ, чỹречисене те пластиклисемпе çĕнетме вăй çитерчĕ. Куллен-майĕпен ашшĕн вырăсла хапхине те юсаса çĕнетрĕ. Çĕрĕшнĕ юман юпасем вырăнне кирпĕчрен купаласа хăпартрĕ, хыр хăмаран ăсталанă алăкне лакпа сăрласа капăрлатрĕ. Пỹрт умне кирпĕч юпасем лартса карта-хура тытрĕ. Халь вырăсла алăк малтанхи пекех шăнкăрт! туса уçăлать, шăнкăрт! туса хупăнать. Мускавран яла вăхăтлăха çитнĕ Вадим Николаевичпа чуна уçса калаçрăмăр, сăмах тĕшшине тĕшĕлерĕмĕр. Тăван кĕтес, хăй çуралса ỹснĕ кил-çурт темрен те паха, хаклă уншăн. Тивĕçлĕ канăва тухсанах Пайсупин ялне, тарават вырăна çаврăнса çитесшĕн вăл çемйипе. Вадим шăллăмпа чуна уçса калаçнă самантрах тỹпе маччине хура пĕлĕтсен ушкăнĕ карса илчĕ. Çумăр çума пуçларĕ. Эх, авăн уйăхĕн çумăрĕ, çутăрччĕ вăл. Хĕрсех калаçаканскерсем юрра та пикентĕмĕр. Вырăсла алăк айĕнче, паллах. Вырăсла алăкпа килсерен Илемленнĕ чăваш ялĕсем. Халь вара сăн-сăпачĕ вĕсен — Улшăнаççĕ юман юпасем... Тĕрĕсех. Вăхăт улшăнчĕ. Урлă выртакан тăрăх, тăрăх выртакан урлă çаврăнса выртрĕ. Эпĕ астăвасса иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче кил-çурта, яла капăр сăн-сăпат парнеленĕ вырăсла хапхасен йышĕ куç умĕнчех сахалланчĕ, чакрĕ эппин. Халь вара йывăçран, юман юпасенчен мар, тимĕрпе профнастилтан ăсталанă хапхасем хуçаланаççĕ ялта. Вăхăт улшăнчĕ...

Г. Ефимов-Тусли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика