16 октября 2020 г.
“Ĕçỹ-хĕлỹпе те, ăсу-тăнупа та халăха, çĕршыва тивĕçлĕ çын пул”. Ашшĕпе амăшĕ каланă çак сăмахсене яланах асра тытать Рев Михайлов. 2012 çултан автобуспа вĕренекенсене ирсе-рен Пикшик шкулне, уроксем хыççăн килĕсене ăсатать вăл. Техника яланах юсавлă, кирек хăш вăхăтра та çула тухма хатĕр шанса панă автобус. Пур техника патне туртăнма ашшĕ, Владимир Михайлов, шкул çулне такăрланă вăхăтрах вĕрентнĕ. Сăмах май, ашшĕ “Большевик” хуçалăхра, хисеплĕ ĕçре пиçĕхнĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ илме тивĕçлĕ пулнă. Кашни çулах комбайнпа тырă вырнă çĕре хутшăннă, ĕç кăтартăвĕсемпе хуçалăх, район шайĕнче пĕрре анчах мар малтисен вырăнне йышăннă. Ревик уроксем хыççăн яланах ашшĕ патне “хир карапĕн” штурвалне тытма васканă. 1983 çулта кỹршĕллĕ Элĕк районĕнчи Тивĕшри вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн районти çар комиссариачĕ урлă Вăрмарти шоферсем хатĕрлекен курса пĕтернĕ. Çарта 2 çул хушши водитель ĕçне пăрахман. Малалли пурнăç “Большевик” хуçалăхпа çыхăннă. Шанса панă машинăпа миçе пин километр чупман-ши, тĕрлĕ ĕçсем пур-нăçланă. “Тĕш тырă пиçсе çитсен комбайн рулĕ умне ларнă, кунне вуншар бункер вырса хуçалăхăн кĕлетне ăсатнă”, — аса илет Р. Михайлов. Çемьеллĕ, Альбина Николаевнăпа пĕрлешсе 2 ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ямайкасси ялĕнче хăтлă çурт çавăрнă. Кил хушши тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк. Мăшăрĕ Пикшикри вăтам шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ушкăнăн заведующийĕнче вăй хурать. Юратнă ĕçĕнче телейне тупнă Р. Михайлов. Шкул ачисен канмалли тапхăрĕнче В. Шумилов фермер патĕнче комбайн рулĕ умне ларать, ылтăн тырра çапса кĕлете кĕртме хутшăнать ентешĕм.
Л. Соловьев.