АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Василий Павлов: “Манăн рольсем — манăн вĕрентекенсем, юлташсем”

16 октября 2020 г.

Турă пани пурри, çул иртнĕçемĕç опыт, ăсталăх пуянланса пыни, хăй яланах шыравра пулни Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕн Василий Павловăн ĕçĕсенче лайăх палăраççĕ. Чăваш, вырăс, тĕнче драматургийĕнче сăнарсемпе куракан умне тухать вăл. Акă вĕсенчен хăшĕ-пĕри: Юнтиер (“Шуйттан чури”, Ухсай Яккăвĕ), Якку (”Сансăр пурнăç çук”, Н. Терентьев), Энеткей (“Урасмет”, Б. Чиндыков), Иван Коломийцев (“Юлашкисем”, М. Горький), Войницкий (“Ваня кукка”, А. Чехов), Чебутыкин (“Пĕр тăван виçĕ хĕр”, А. Чехов), Фирс (“Чие сачĕ”, А. Чехов), Çĕр турри (“Йерма”, Г. Лорка), Дикой (“Аслати”, А. Островский), Паратов (“Парнесĕр хĕр”, А. Островский), Вата (“Юрату пуçламăшĕнчи вилĕм”, Ф. Достоевский), Атранас (“Чи хаклă пуянлăх”, Юхма Мишши), Фамусов (“Горе уму”, А. Грибоедов), Савелий тарçă (“Капитанская дочка”, А. Пушкин), Куля (“Пирĕн атте авланать”, В. Иовлев)...

— Василий Иванович, Пукане театрне хăçан тата мĕнле майпа ĕçлеме пынă? Ун чухне эсир шкул ачи пулман-и-ха?

— Театрта ĕçлеме пултаратăп тесе нихăçан та шухăшламан, ĕмĕтре те пулман. Ача чухнех спектакльсем пăхма юрататтăм, артистсем маншăн питĕ тĕлĕнмелле, урăхла çынсем шутланнă. Ỹкерме кăмăлланăран художник пулас шухăш та тĕвĕленнĕччĕ. Тĕп хулари ял хуçалăх институтĕнче вĕренекен пиччем тĕрлĕ тĕспе сăрласа ỹкернĕ кĕнеке илсе килсе панăччĕ, çав картинăсем çав тери килĕшетчĕç. Хам та унашкал ỹкерме ĕмĕтленеттĕм.

— Çапах та 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне Пукане театрне ĕçлеме пырса кĕнĕ...

— Ĕç-пуç акă мĕнле пулса иртнĕччĕ. Музыкăпа драма театрĕнче ĕçлекен Фая аппапа 1967 çулхи юпа уйăхĕнче йĕпе-сапаллă çанталăкра Шупашкара шăлавар туянма килтĕм. Лавккара ачасемпе çамрăксен театрĕн директорĕпе Иван Ксенофонтовпа тĕл пулни шăпана татса пачĕ темелле. Вăл хистенипе Пукане театрне çул тытрăм. Манăн пичче Коля та кунтах ĕçлетчĕ. Эпир театртах пурăнтăмăр, кунтах апат та пĕçерсе çиеттĕмĕр. Малтанхи вăхăтра питĕ йывăр килчĕ. Пĕрремĕш ĕç “Кĕл пике” юмахри Паж сăнарĕ пулчĕ. Ун хыççăн пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хăнăхса кайрăм ĕнтĕ. Ун чухне çамрăк пулнă, мана йывăрлăхсем пĕрре те кулянтарман, чи пахи спектальсене хутшăнни, сăнарсене калăплани пулнă. Пукане театрĕнче пушă вăхăт тупăнсанах Чăваш театрне васкаттăм, унти артистсем вылянине курас килетчĕ. “Вун иккĕмĕш каç” спектакль халĕ те куç умĕнчех. Çак театр маншăн чăн-чăн университет пулнă. Вĕсенчен вĕреннĕ, вĕсене юратнă, курас килнĕ. Оперăна юратасси “Нарспи” оперăран пуçланчĕ. Нарспи партине Тамара Чумакова юрларĕ. Ун хыççăн вăл хутшăнакан пĕр оперăран та юлман. Кайран вара, 1971 çулхи çуркунне, Алексей Васильев тĕп режиссер Çамрăксен театрне ĕçлеме чĕнсе илчĕ. Леонид Родионовăн “Çамрăклăх çеçкере” ĕçĕ кунти пĕрремĕш спектакль пулчĕ. Унтанпа çитес çул çур ĕмĕр çитет. Аллă кун пек иртсе кайрĕ.

— 50 çула яхăн пĕр театрта ĕçлеме кичем мар-и?

— Нимĕн чухлĕ те кичем мар. Урăх театра каясси пирки нихăçан та шухăшламан, мĕншĕн тесен ман рольсем пулнă. Шăпах вĕсем пулăшса пынă. Ман рольсем — ман учительсем, юлташсем. Вĕсем пурнăçа ăнланма, çынсене хисеплеме вĕрентнĕ, йăнăш утăм тăвасран асăрхаттарса пынă. Сăнарсем мĕн чухлĕ ытларах, ĕçлеме çавăн чухлĕ кăсăклăрах. Эпир спектакльсем кăна кăлармастпăр, фестивальсене хутшăнатпăр, проектсене пурнăçа кĕртетпĕр, регионсене тухса çỹретпĕр. Турцире икĕ хутчен, Мускавра, ытти хулара пултăмăр. Хамăр театрта та тĕрлĕ фестиваль йĕркелетпĕр. Кичемлĕх çинчен шухăшлама вăхăт çук.

— Халĕ сирĕншĕн роль калăпласси “шăл çемми” пулĕ?

— Çук. Тĕлĕнмелле йывăр халь те. Темиçе кун каялла кăна премьера пулчĕ, Юхма Мишшин “Чи хаклă пуянлăх” спектакльне куракан патне çитертĕмĕр. Роль пысăках та мар, анчах çав тери яваплă темелле. Ватăла киле тата ытларах хумханатăп. Ячĕшĕн ĕçлеме хăнăхман эпĕ, шая пĕчĕклетес, “маркăна” ỹкерес, куракан умĕнче шанăçа çухатас килмест. — Çак тапхăрта темиçе режиссерпа ĕçлеме тивнĕ. Кашнийĕ хăйне евĕрлĕ. Чунăр вара хăшĕнпе çывăхрах пулчĕ?

— Тĕрлĕ режиссерпа ĕçлени кăсăклă та. Кашнин хăйĕн шкулĕ. Мускавсем пачах урăхла — сăмах çине пусăрăнса — ĕçлеççĕ. Çав сăмахсем урлă туйăмсене халăх патне çитермелле теççĕ. Эпĕ Вячеслав Орионовпа ытларах ĕçленĕ. Режиссера артист кирлĕ, артиста — режиссер. Вăл пулман, мана рольсем шанса паман пулсан, пĕлместĕп, мĕнле килсе тухатчĕ пулĕ манăн пурнăç. Унăн ĕненĕвĕ мана вăй парса пынă. Эпĕ унăн шанăçне тỹрре кăларма тăрăшнă. Маншăн вăл вĕрентекен те, режиссер та, юлташ та пулчĕ.

— Хăш сăнарпа тивĕçлипех савăнатăр, мухтанатăр?

— Вĕсем питĕ нумай, тĕрлĕрен. Çав тери асра юлнисем, “Сансăр пурнăç çук” спектакльти Якку, “Ехрем хуçари” Ехрем хуçа, “Пирĕн атте авланатьри” Куля, “Çерем çинчи çиçĕмри” Тăмра Мирун, “Шăматкун каçхинери” Сахрун... Питĕ юратса вылянă вĕсене. Рольсем мĕн чухлĕ кăткăсрах, йывăртарах, çавăн чухлĕ кăсăклăрах выляма.

— Пурнăçра вара мĕнлерех çын эсир?

— Ыттисем пекех. Вĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастăп. Пушă вăхăтра çемьепе пулма тăрăшатăп, ялти пахчара ĕçлеме юрататăп. Вăрмар районĕнчи Арапуçĕнче, мăшăрăн ялĕнче, пысăках мар çурт пур пирĕн. Валентинăпа пĕр класра вĕреннĕ. Сашăпа Наташăна çуратса ỹстернĕ эпир. Виçĕ мăнук. Ывăлăн хĕрĕ Даша Францири Лион хулинче вĕренет, чĕлхеçĕ пуласшăн.

— Театр ĕçĕнчи лару-тăру пурте йĕркеллĕ теме пултаратăр-и, май килнĕ пулсан хăш йывăрлăха чи малтанах пĕтернĕ пулăттăр?

— Çамрăксен театрĕн шăпи питĕ йывăр килнĕ. Хамăрăн çурт пулманран тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пурăнма тиврĕ. Ку енĕпе манăн шанчăк та сỹннĕччĕ ĕнтĕ. Юлашки çулсенче театрăн пурнăçĕ тĕпрен улшăнчĕ. Пирĕн пата çĕнĕ директор Елена Николаева килчĕ. Елена Васильевнăпа театрти сывлăш тĕпрен улшăнчĕ. Эпир хамăрăн çуртлă пултăмăр. Уншăн нумай кĕрешрĕмĕр, тăрăшрăмăр. Елена Николаева килни те, Вячеслав Оринов ун чухне Культура министерствинче ĕçлени те пулăшрĕ пулĕ

— “Çеçпĕл” кинотеатр çуртне пире пачĕç. Юсав ĕçне эпир те, артистсем, хастар хутшăнтăмăр, проектсене пурнăçа кĕртсе пытăмăр. Елена Васильевна çĕнĕлле ĕçлеме пĕлекен çын, пире тĕрлĕ çĕре илсе тухма пуçларĕ. Вĕсене каласа та пĕтереес çук. Пиллĕкмĕш çул хамăр та фестиваль ирттеретпĕр, унта тĕрлĕ регионти артистсем килеççĕ, вырăнти ачасемпе ĕçлетпĕр.

— Хăвăр пирки татах калаçар-ха, сирĕн çывăх юлташăрсем камсем?

— Ман юлташсем — манăн ĕçтешсем. Çамрăкраххисене хамăн ачасем пек йышăнатăп. Вĕсен ĕçĕсемпе çав тери савăнатăп, тин килнĕ артистсем ỹссе, аталанса пынине сăнама питĕ кăсăклă. Эпĕ çавăн пекех труппа ертỹçи те. Çавăнпа режиссерпа вăл е ку сăнара кама памаллине сỹтсе явма тивет. Тепĕр чухне вĕсен ỹсĕмĕшĕн хĕпĕртенипе куççуль тухать. Венера Пайгильдина — вокалистка, анчах драма артистки пек пысăк ỹсĕмсем тăвать. Саша Васильев, Володя Свинцов, ыттисем çав тери савăнтараççĕ.

— Мĕн вăл сирĕншĕн кану?

— Ялти пахчари йăрансен хушшинче чунпа канатăп. Нимĕнле курорт та, тинĕс те кирлĕ мар. Çĕр çинче ĕçлеме юрататăп. Тăпра çинчи кашни муклашкана ыталама хатĕр. Каçхине мунча кĕрсе рехетленетĕп.

— Пурнăçра тата мĕн çитмест пек?

— Эпĕ паян пуринпе те — ачасемпе, мăнуксемпе, çемьепе — кăмăллă. Пурнăç йĕркене кĕрсе пычĕ. Енчен те ĕçе илес пулсан çакна каланă пулăттăм: театрта çамрăксем сахал. Эпир ватăлса пыратпăр, сцена çинче çĕнĕ каччăсемпе хĕрсене курас килет. Халь тата пандеми кансĕрлет. Пĕтĕм чуна парса икĕ залпа ĕçлеме шăпах коронавирус амакĕ чăрмантарать.

— Мĕн вăл сирĕншĕн тăван ял?

— Арапуçпа Кĕтеснер хушшинче икĕ çухрăм кăна. Тăван килте шăллăмăн Тольăн арăмĕ кăна пурăнать, вăл та яланах мар. Хĕрĕ патне Мускав облаçне ача пăхма çỹрет. Ялти çурт хупă ларнăшăн чун питĕ хытă ыратать. Çĕр çинче пирĕн ял пек хитре вырăн çук пек туйăнать. Турцире те, тинĕс хĕрринче те, Крымра та пултăмăр — чунра вара яланах тăван ял. Пирĕн хыçрах Кăпшар çырми, ун урлă каçсанах — вăрман. Эпир çавăнта ỹссе çитĕннĕ. Хăй вăхăтĕнче Василий Алентей писатель, вăл пирĕн ялсем пулнă, сăрт çине хăпаратчĕ те вăрман çине пăхса тăратчĕ. Мĕн çинчен шухăшласа тăрать-ши çак çын тесе пăхаттăм эпĕ ун çине ача чухне. Халĕ хама та çавăн пекех вăйлă туртать Кăпшар хĕрри.

— Манăн ыйтусем пĕтрĕç. Хăвăрăн каламалли пур-и? Савăнмалли, кулянмалли?

— Пурнăç яланах пыл та çу мар. Чи йывăрри — ывăлăм Чечня вăрçинче пулнă тапхăр. Çав тăхăр уйăх темиçе çулпа танлашрĕ. Ун чухне çемйипех çунмаллипех çунтăмăр. Ырă çынсем пулăшрĕç. Ывăл отпуска килсен кỹршĕ ăна ман пата гастроле Тутарстана илсе пычĕ. Турра шĕкĕр, ачам вăр-çăран чĕрĕ-сывă таврăнчĕ. Халь çавăнпа ĕçлес, савăнас килет. Çак тапхăра тỹссе ирттерме ĕç те, пĕрле ĕçлекенсем те пулăшрĕç. Çын сан инкекне, хуйхă-суйхуна хăйĕнни пек йышăнма пултарать тесе шухăшламан эпĕ. Валентина Сурикова, Светлана Савельева, Лидия Краснова манпа тан кулянчĕç. Çырăвĕсене пĕрле макăрса вулаттăмăр. Вĕсем манпа пĕр шухăшлă, юнашар пулни çав йывăрлăха тỹссе ирттерме вăй паратчĕ. Ĕмĕр-ĕмĕр тав вĕсене. Куççуль типет теççĕ. Типмест. Кашни кун юхнă вăл. Спектакль хыççăн киле çитнĕ, телевизор янă, Чечняри хыпарсене пĕлме ăнтăлнă... Çак саманта никамăн та чăтса ирттермелле ан пултăрччĕ. Эпир ывăлсене вăрçă валли çуратса ỹстермен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика